Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татнӑ (тĕпĕ: тат) more information about the word form can be found here.
9. Иисус хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тунӑ: учӗсен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.

9. И поступил Иисус с ними так, как сказал ему Господь: коням их перерезал жилы и колесницы их сожег огнем.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Хӑвӑн иҫӗм пахчинче ҫырла татнӑ чухне ху хыҫҫӑн юлнине ан пуҫтар: ютран килнӗ ҫын валли, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр; 22. асӑнта тыт: эсӗ Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.

21. Когда будешь снимать плоды в винограднике твоем, не собирай остатков за собою: пусть остается пришельцу, сироте и вдове; 22. и помни, что ты был рабом в земле Египетской: посему я и повелеваю тебе делать сие.

Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫак вырӑна Вирсавия тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем иккӗшӗ те ҫакӑнта тупа тунӑ, 32. вӗсем пӗр канашлӑ тӑмашкӑн Вирсавияра сӑмах татнӑ.

31. Потому и назвал он сие место: Вирсавия, ибо тут оба они клялись 32. и заключили союз в Вирсавии.

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Авраам, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх илсе, Авимелехе панӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр канашлӑ тӑма сӑмах татнӑ.

27. И взял Авраам мелкого и крупного скота и дал Авимелеху, и они оба заключили союз.

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрарӑм упӑшки патне таврӑнмалли ҫул хупӑннине ӑнкарсан суд приставӗ патне хӑех килнӗ, 138 пин тенкӗ парӑма татнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Водитель прависӗр хӑварассине пӗлтерсен тин ҫакскер парӑмӑн пысӑк пайне — 400 пин тенке — тӳрех татнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Йӗрекен Таня» тата урине татнӑ упа ҫури пирки тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем ҫинче темиҫе ӑру ача ӳснӗ, «Подкидыш» кивӗ кино та хальхи куракансен чӗрине пырса тивет.

Help to translate

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Сӑмах легендӑна кӗрсе юлнӑ, йывӑр аманса икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗнче тепӗр хут хӑнӑху илнӗ Алексей Петрович Маресьев ҫинчен пынине вулакан тавҫӑрчӗ пулӗ.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ун чухне чӑваш ҫӗрӗсем ҫинче те трахома тӗлли-паллисӗр алхаснӑ, ҫын пурнӑҫне сарӑмсӑр татнӑ.

Help to translate

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed