Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ну-ка, мамӑкпа шӑлса тасатӑр ӑна!
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
22. Тӑвана чунтан юратса тӑмашкӑн чунӑра Сывлӑш урлӑ чӑнлӑха пӑхӑнса тасатӑр, пӗр-пӗрне яланах таса кӑмӑлпа юратса пурӑнӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ; эй ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑра ҫӑвӑр, эй икӗ питлисем, чӗрӗре тасатӑр!8. Приблизьтесь к Богу, и приблизится к вам; очистите руки, грешники, исправьте сердца, двоедушные.
Иак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакӑ вуникӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: суя тӗнлӗ халӑхсем патне ан кайӑр, Самари хулине ан кӗрӗр; 6. чи малтан Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр; 7. ҫӳренӗ чухне: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тесе вӗрентӗр; 8. чирлисене сыватӑр, тилҫеллисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр; тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче те пӗлсе тата пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисемшӗн ҫапла ту, Турӑ Ҫуртне ҫапла тасатӑр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа савӑтне йӑтса ҫӳрекенсем, килӗр, килӗр, тухӑр унтан; таса маррине ан тӗкӗнӗр; тухӑр ун хушшинчен, хӑвӑра тасатӑр.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Елеазар священник вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр Моисее панӑ саккун тӑрӑх акӑ мӗнле тумалла: 22. ылтӑна, кӗмӗле, пӑхӑра, тимӗре, тӑхлана тата хура тӑхлана, 23. тата вут-ҫулӑма тӳсекен мӗнпур япалана тасатма вӗсене вут витӗр кӑларӑр, унсӑр пуҫне тата тасатакан шывпа тасатӑр; вутра ҫунакан япаласене вара пурне те шывпа ҫӑвӑр; 24. хӑвӑр тумтирӗре ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑр, вара эсир тасалӑр, ун хыҫҫӑн тапӑра таврӑнӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей вӑрҫӑран таврӑннӑ ҫарпуҫсене, пинпӳсене тата ҫӗрпӳсене ҫилленнӗ те 15. вӗсене каланӑ: эсир [мӗншӗн] пӗтӗм хӗрарӑма чӗрӗ хӑварнӑ? 16. вӗсем акӑ Валаам вӗрентнипе, Фегора юраса, Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫаран ютшӑнтарчӗҫ, ҫавна пула мӗн чухлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗ пӗтрӗ; 17. ҫапла вара пур арҫын ачине те вӗлерсе тухӑр, ар вырӑнӗ ҫинче арпа хутшӑннӑ пур хӗрарӑмне те вӗлерӗр; 18. арпа хутшӑнман хӗрачисене вара хӑвӑр валли чӗрӗ хӑварӑр; 19. ҫичӗ кун хушши тапӑр тулашӗнче пулӑр; ҫын вӗлернисем, вӗлернӗ ҫынна тӗкӗннисем пурте виҫҫӗмӗшпе ҫиччӗмӗш кунсенче тасалччӑр, эсир те, сирӗн пата тыткӑна лекнисем те ҫапла тӑвӑр; 20. пӗтӗм тумтире, пӗтӗм сӑран япалана, качака ҫӑмӗнчен мӗн тунине пурне те, пӗтӗм йывӑҫ савӑта тасатӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2