Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатрӗҫ (тĕпĕ: тасат) more information about the word form can be found here.
Мазинпа Русаков ҫӗр пӳрте кӗмелли вырӑна юртан тасатрӗҫ, ҫӗр пӳрте шыв ан кӗтӗр тесе, ун тавра канав чавса тухрӗҫ.

Мазин и Русаков отгребли от входа снег и прорыли вокруг глубокие канавы, чтобы дать сток воде.

24 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Часах Альтмансем яланах пӗр пек ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма тытӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен Венӑна тӗппипех нимӗҫсенчен тасатрӗҫ, Хӗрлӗ Ҫар та хӗвеланӑҫнелле чылай инҫе кайрӗ.

Но вот Альтманы стали устойчиво любезны и внимательны, ибо Вена была уже окончательно освобождена от немцев и Красная Армия ушла далеко на запад.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Зала пысӑк ҫыхӑ ҫӗкленӗ ҫынсем киле-киле кӗчӗҫ, хулӑн тумланнӑскерсем — вӗсем алӑк хушшине хӗсӗнсе ларчӗҫ, вӑрҫа-вӑрҫа илчӗҫ, унтан япалисене урайне е сак ҫине пӑрахса, пальто ҫухисемпе ҫаннисене, сухалӗсемпе мӑйӑхӗсене пасран шӑлса тасатрӗҫ, ӳсӗркелесе илчӗҫ.

Входили люди с узлами в руках — тяжело одетые, они неуклюже застревали в двери, ругались и, бросив на пол или на лавку вещи, стряхивали сухой иней с воротников пальто и с рукавов, отирали его с бороды, усов, крякали.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ларри контрразведчик хушнӑ тӑрӑх, пристане ют ҫынсенчен кӑна мар, грузчиксенчен те тасатрӗҫ.

По распоряжению контрразведчика Ларри с пристани были удалены не только посторонние люди, но даже и грузчики.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Виҫӗ ҫул ҫав виҫҫӗмӗш класра ларчӗҫ, юлашкинчен вӗсене шкултан тасатрӗҫ

Так и сидели третий год в этом третьем, пока их не поперли совсем из школы.

Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Виҫӗ кун хушши ӗҫрен тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн сӗрсе, шуратса, ҫуса тасатрӗҫ.

Три дня после работы мазали, белили, мыли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сунарҫӑсем Талькавӑн тар хутаҫӗнчен типӗ тар илчӗҫ, револьверӗсене ҫап-ҫутӑ тасатрӗҫ те вӗсене етресемпе авӑрларӗҫ.

Взяв сухой порох из пороховницы Талькава и основательно прочистив револьверы, охотники зарядили их мелкой дробью.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпир ҫӗр хута купаланӑ кермене хаваслӑ йыш кӑмӑлласа йышӑнчӗ: пӳлӗмсене тирпейлерӗҫ, юр хапхана тасатрӗҫ, юр купинченех машина кӳлепи те ӑсталарӗҫ.

Ребячья компания с радостью приняла мой подарок: детвора быстро и на свой лад обустроилась во дворце, а автомобиль они слепили из снега сами.

Хӗл Мучи парни // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.

Ҫитмӗл ача ытла чаваларӗҫ те, алтрӗҫ те, кӗреплесемпе тураса тасатрӗҫ.

Более семи десятков закопченных ребят бегали, копали, долбили, скребли.

IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Кун каҫиччен Донӑн сулахай ҫыранне ҫӗр аллӑ ҫухрӑм тӑршшӗ ытла шуррисенчен тасатрӗҫ.

В течение дня левобережье Дона на протяжении более чем полутораста верст было очищено от белых.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Яп-яка тасатрӗҫ пире!..

Разорили нас дочиста!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Беженецсен лавӗсем хутора килсе тухиччен дружинниксем кӗпер айӗнче картла выляса выртрӗҫ, чӗлӗм туртрӗҫ, ҫаппа-ҫарамасланса, кӗпи-йӗмӗсен ҫӗввисене салтакӑн тӑрана пӗлми пыйти-шӑркинчен тасатрӗҫ, иккӗшӗ взвод командирӗнчен ыйтса Дон хӗррине шыва кӗме кайрӗҫ.

Пока в хуторе не появлялись беженские подводы, дружинники, лежа под мостом, играли в карты, курили, некоторые, растелешившись, очищали швы рубах и исподников от ненасытных солдатских вшей, двое отпросились у взводного — пошли на Дон купаться.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Праҫник умӗн арӑмӗсемпе амӑшӗсем, шыв ӑшӑтса, ӳт ҫумӗнче ҫулланса ларнӑ кирӗкӗсене ҫуса ячӗҫ, служивӑйсен юнне каҫса кайсах юратакан пыйтӑ-шӑркана тасатрӗҫ.

Перед праздником жены и матери нагрели им воды, обмыли приросшую к телу грязь, вычесали лютых на кровь служивских вшей.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сурана ҫуса тасатрӗҫ.

Рану промыли.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Верховнӑй Главнокомандующинчен илнӗ приказа пула хавхаланнӑ салтаксем пикенсех оборонӑна ҫирӗплетме тытӑнчӗҫ: пӗрисем траншея тума канаври юра тасатрӗҫ, унӑн брустверӗсене шыв сапса шӑнтрӗҫ, теприсем ҫуртӑн тӗпсакайӗнче дзот тата, пулеметсем вырнаҫтарма, уҫӑ вырӑнсем хатӗрлерӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем майлаштарчӗҫ…

Бойцы роты с жаром принялись укреплять рубеж обороны; одни очищали канаву от снега, делая траншею, и поливали ее бруствер водой, другие устраивали дзот в подвале дома и готовили открытые площадки для пулеметов, третьи оборудовали жилье…

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шыраса ҫӳрени те вырӑнсӑр пулнӑ пулӗччӗ: икӗ эрне хушшинче вӗсем яла тап-таса тасатрӗҫ: Ольховка ҫыннисем пытарса ӗлкӗреймен тырра шӑпӑрпах шӑлса тухрӗҫ, кил хушшинчен выльӑхсене хӑваласа кайрӗҫ, чӑхсемпе хурсене пӗтӗмпех пуса-пуса ҫирӗҫ.

За две недели они обобрали деревню начисто: выгребли все зерно, какое ольховцы не успели спрятать, свели со дворов много скота и даже перебили всех кур и гусей.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗнер партизансем штольнӑри тахҫанах йӑтӑнса аннӑ вырӑнсене тасатрӗҫ; нимӗҫсем вӗсем ӗҫленине сисмерӗҫ.

Там вчера партизаны незаметно расчистили старый завал и убедились, что немцы не заметили этого.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Карчӑкӑн тантӑшӗсем унӑн типсе ларнӑ, пӗркеленнӗ ӳтне ҫуса тасатрӗҫ, тумлантарчӗҫ, макӑрчӗҫ, анчах пытарнӑ чухне Яков Лукич пек лӑпланайми татӑлса йӗрекен пулмарӗ.

Подруги покойницы обмыли ее сухонькое, сморщенное тело, обрядили, поплакали, но на похоронах не было человека, который плакал бы так горько и безутешно, как Яков Лукич.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗрарӑмсем савӑт-сапасене ҫуса тасатрӗҫ, сухаҫӑсем ҫывӑрма выртрӗҫ, вӑкӑрсене курӑк ҫитерме ҫерем ҫине хӑваласа кайрӗҫ.

Бабы перемыли посуду, плугатари улеглись спать, быков погнали на попас.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗнле тирпейлӗн ҫуса тасатрӗҫ паян пирӗн ҫуртри кантӑксене!

Как тщательно отмывали у нас сегодня в доме оконные стекла!

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed