Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатма (тĕпĕ: тасат) more information about the word form can be found here.
«Ача пӑхма, кил-ҫурт тасатма…», — мӑкӑртатать шанчӑкне ҫухата пуҫланӑ Янпулат арӑмӗ.

— За ребятишками смотреть, в доме, во дворе прибрать… — вторит потерявшая всякую надежду жена Янбулата.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вӑрман касма, выльӑх пӑхма, карта-хура тасатма пултаратпӑр».

— Лес рубить, за скотиной ходить…

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр кун ирех ӗҫе каймалла пулсан ҫӗр хутах шыв вӗретсе кӗпе-йӗм ҫуса тасатма та ӗлкӗрнӗ.

Даже если на следующей день нужно было вставать рано, успевал постирать одежду.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кам сӑвӑрса ӑна вӗҫтерӗ Ним юлмиччен йӑлт тасатма?

Help to translate

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сехре утма та тӑнӑччӗ ӗнтӗ, ҫул ҫине тухса урисене тӑпраран тасатма пикеннӗччӗ, ҫав вӑхӑтра ун патне Марине кулакан питпе пырса тӑчӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн каласси пур -ҫамрӑк пулсан та, председатель хӑйӗн сӑмахӗ ҫинче ҫирӗп тӑрать, ваттисем тем пек ӳкӗтлесен те, Атӑл леш енчи хӑвалӑха тасатма ҫын ямарӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятарлӑ программӑпа сасса хӑвӑртлатма, вӑрахӑнлатма тата тӗрлӗ шава тасатма пулать.

Help to translate

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Эрнепи Ятламас пысӑк куркапа ӑсса килнӗ шыва йӑлтах ӗҫсе ячӗ те алӑк урати ҫине кӗрпе тасатма пырса ларчӗ.

Help to translate

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑла тасатма ятарлӑ бригада чӗнсе илнӗ.

Help to translate

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

«Тараса тӗпӗнче мӗн кӑна выртман пулӗ: пластик савӑт, кирпӗчсем, тимӗр ункӑсем, ача-пӑча тӑхӑнакан куҫлӑх тата ытти те», — тӗлӗнсе каласа парать Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан Анна Николаевна, вӑл шӑпах унти пусса тасатма хутшӑннӑ.

Help to translate

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Хӗл вӗҫнелле фашистсене Городокран (Витебск ҫывӑхӗнче) тасатма май килчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Михел сӗлехине юхтарса сурӑх ашне ҫисе ларатчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пырне тасатма пыллӑ сӑрана, ӗҫкелесе илетчӗ.

Help to translate

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сергей Иванович та ҫавӑн пиркиех Шӗнерпуҫ чиркӗвне каймарӗ: ирех няньӑсене пур палатӑсене те ҫуса тасатма хушрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чим, Ольга… сан кӗпе арки вараланнӑ, — терӗ Павлуш, хӗвел ҫаврӑнӑш хупписене ун кӗпи ҫумӗнчен тасатма хӑтланса.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Денщик каллех атӑ тасатма тытӑнчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑй кӑна пӑхса тӗрӗслемелли урӑх нимӗн те юлманнине курса ӗненсен плитара кӑлтӑк тупрӗ те ӑна юсама хушрӗ; сарая шуратма, балкон алӑкӗн кантӑкне ҫуса тасатма, картинӑна пӗр стена ҫинчен теприн ҫине ҫӳлерех ҫакма хушрӗ.

Не видя, наконец, более, над чем присмотреть самой, она нашла неисправности в плите и приказала ее чинить; велела выбелить сарай, протереть стекла балконной двери, перенести картины с одной стены на другую и повесить их выше.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хулари пайтаҫӑсен пӗр йышӗ палӑка мӗнле те пулин урӑх статуйӑпа ылмаштарма е тӳреме унран пачах тасатма пилӗк ҫул каяллах хистенӗ, мӗншӗн тесен порт склачӗсен лаптӑкне сарасси унпа тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.

Еще пять лет назад часть городских дельцов требовала заменить изваяние какой-нибудь другой статуей или совсем очистить площадь от памятника, так как с ним связывался вопрос о расширении портовых складов.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл ҫеккунтрах пӗр стакан янклаттарчӗ, турилккере вилкӑпа чакаланчӗ те ҫӗҫҫипе хӑлаҫланкаласа, куҫ харшисене пӗркелентерсе груша тасатма пикенчӗ, «мерекке» пирки евитленӗ май хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнни сисӗнет.

В одну секунду он выпил стакан вина, ковырнул вилкой в тарелке и стал чистить грушу, помахивая ножом и приподнимая брови, когда, рассказывая, удивлялся сам.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Улма тасатма янӑ, эпӗ ҫӗрлехи хурала та кӑнтӑрла умӗн тин улӑштартӑм.

— Картошку чистить, а я ночную заставу только к полудню снял!

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Алӑк патнелле ҫавӑрӑнсан, Чубук хытӑ ӳсӗрсе илчӗ те куҫӗсемпе аялалла пӑхса, пынӑ ҫӗртех пӑшал аври ҫинче чӗлӗмне шаккаса тасатма пуҫларӗ.

Повернувшись к выходу, Чубук громко кашлянул и, опустив глаза, на ходу стал выколачивать о приклад трубку.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed