Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Вӗсене кала: сирӗн ӑрӑвӑр ҫынни — кирек хӑш сыпӑкри ҫын та — хӑй таса мар чухнех Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана халаллакан сӑваплӑ парнесем патне пырас пулсассӑн, ҫав чуна Манӑн куҫӑм умӗнчен пӗтерччӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑй тӑванӗсем хушшинче асли пулса тӑракан священникӑн ҫара пуҫӑн ҫӳремелле мар, хӑйӗн тумтирне ҫуркаламалла мар: унӑн пуҫӗ ҫине сӗрмелли ҫу юхтарнӑ, таса тумтир тӑхӑнмашкӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 11. унӑн нимӗнле вилнӗ ҫын ҫывӑхне те пымалла мар: вилнӗ ашшӗпе амӑшӗ ҫумне сӗртӗнсе те хӑйне хӑй ирсӗрлетмелле мар.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен аскӑн хӗрарӑма, ячӗ пӑсӑлнӑ хӗрарӑма качча илмелле мар, упӑшки уйӑрса янӑ арӑма та илмелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен [Ҫӳлхуҫа] Турришӗн таса пулмалла.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: священниксене, Аарон ывӑлӗсене, пӗлтер, вӗсене кала: хӑйсен халӑхӗ хушшинче вилнӗ ҫынна сӗртӗнсе хӑйсене хӑйсем ан ирсӗрлетчӗр; 2. ҫывӑх тӑванне ҫеҫ сӗртӗнме юрать, хӑйӗн амӑшне, ашшӗне, ывӑлне, хӗрне, хӑйӗнпе пӗртӑван пиччӗшне-шӑллӗне, 3. качча каймасӑр ун патӗнче пурӑнакан аппӑшне-йӑмӑкне сӗртӗннипе вӑл ирсӗрленмест; 4. вӑл хӑйӗн халӑхӗ хушшинче кама та пулсан сӗртӗнсе хӑйне хӑй ан ирсӗрлеттӗр, таса мар ан пултӑр.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан та, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 30. сире хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫылӑхӑртан тасатмашкӑн, сире Ҫӳлхуҫа умӗнче таса тумашкӑн сире ҫакӑ кун тасатаҫҫӗ; 31. ку — сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр: ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Юхтарса ҫӳрекен ҫын ҫинчен, вӑрлӑхӗ юхса тухнипе тасамарланнӑ арҫын ҫинчен, 33. тасалнӑ чухне асапланакан хӗрарӑм ҫинчен, юхакан чирпе аптӑракан арҫын е хӗрарӑм ҫинчен, таса мар арӑмӗпе выртса ҫывӑракан упӑшки ҫинчен хунӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тасамарлӑхӗ юхма чарӑнсассӑн, хӗрарӑмӑн хӑйӗн валли ҫичӗ кун картса хумалла, кайран вара таса пулӗ; 29. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те вӗсене священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна илсе пырӗ; 30. священник вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, вара священник ӑна тасамарлӑхӗ юхнинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ; 14. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ; 15. священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтерӗр, вӗсене калӑр: камӑн та пулин ӳтӗнчен юхса тухсассӑн, ҫав ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула таса мар.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Тӗрлӗ тилҫе чирӗ ҫинчен, кукша чирӗ ҫинчен, 55. тумтир ҫинчи тата кил-ҫуртри тилҫе ҫинчен, шыҫӑ ҫинчен, тимре ҫинчен тата шатра ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ — 56. ӑна ҫав япаласем хӑҫан тасипе хӑҫан таса маррине кӑтартмашкӑн панӑ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Пӳрте тасатмашкӑн вӑл икӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип тата иссоп илӗ; 50. пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлӗнче тытса пусӗ; 51. унтан кедр йывӑҫне, иссопне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне илӗ те вӗсене пуснӑ вӗҫен кайӑкӑн юнӗпе тата ҫӑл шывӗпе йӗпетӗ, пӳртне ҫичӗ хутчен сирпӗтӗ; 52. пӳрте вара вӗҫен кайӑк юнӗпе, ҫӑл шывӗпе, чӗрӗ вӗҫен кайӑкпа, кедр йывӑҫӗпе, иссоппа тата йӑм хӗрлӗ ҫиппе тасатӗ; 53. чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хула тулашне хире кӑларса ярӗ, ҫапла пӳрте тасатӗ, пӳрт таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Священник каллех пырса пӑхӗ те, пӳрте тӑмпа шӑлса тухнӑ хыҫҫӑн пӳрт ҫинчи чир сарӑлманнине курсассӑн, ҫав пӳрте таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн чирӗ иртнӗ ӗнтӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӳртре мӗн пурри пурте таса мар пулса ан тӑтӑр тесе, священник чир пӑхма кӗриччен малтан ҫав пӳрте пушатма хушӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн священник пӳрт пӑхма пырӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫылӑх парни кӳрсе, священник тасалакан ҫынна унӑн тасамарлӑхӗнчен тасатӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пусӗ; 20. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине священник парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ те — вӑл таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ҫӑм тумтир е йӗтӗн тумтир ҫинчи, е кумӑ, е ураҫҫи ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи тилҫе чирӗ ҫинчен, ҫав япаласем тасине е таса маррине мӗнле пӗлтермелли ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ, тенӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Тумтире е куммине, е ураҫҫине, е пӗр-пӗр сӑран япалана ҫусассӑн, вӗсем ҫинчи чир кайрӗ пулсассӑн, вӗсене тепӗр хут ҫумалла, вӗсем вара таса пулӗҫ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн, 54. вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ; 55. чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн ӳт-тирӗ ҫинче пӑнчӑсем, шурӑ пӑнчӑсем, пулсассӑн, 39. священник вӗсен ӳт-тирӗ ҫинчи пӑнчӑсем шупка шурӑ иккенне курсассӑн, ку — ӳт ҫине тухнӑ тимре анчах: ҫав ҫын таса.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.