Шырав
Шырав ĕçĕ:
тапӑртаттарни (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Алӑ ҫупнӑ чухне кӑшкӑрни, урасемпе тапӑртаттарни питӗ лайӑх мар.
Кинора, лекцире, театрта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫиелтен пӑхсан, пурте яланхи пекех: вӗри сывлӑшра иртен пуҫласа каҫченех кайӑк-кӗшӗк ҫуйхашать; инҫете курӑнакан тавракурӑм хӗрринче ҫинҫе пурҫӑн карри пек ӑрша вылянса тӑрать; аякри тӗмесемпе сӑвӑр тӗмисем силлене-силлене таҫта шунӑ пек туйӑнаҫҫӗ; тавракурӑм хӗрринче бригада ҫурт-йӗрӗсем е трактористсен пӗчӗк вагонӗ аран-аран курӑнмалла тухса тӑрать; ҫулсем ҫинче тусан юпи ҫӗкленет те, вара унӑн пӗлӗчӗ темиҫе километрах хӳме пек карса илет; таҫта хӑяматра мотор кӗрлет — унӑн сасси хӑлхана ҫӗр ҫине хурса итлесен лайӑх илтӗнет; янк уҫӑ уй-хирте лаша ури тапӑртаттарни янӑраса каять — юланутҫӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ симӗс ҫулҫӑллӑ кукуруза хушшинче ҫӑмха пек чупса иртсе ҫухалать, — пӗр сӑмахпа каласан, пурте яланхи пекех, пурте шӑп та шай хальчченхи ҫулласенче пулнӑ пекех, анчах ҫакӑн пек кунсенче ҫӗрӗҫлекенӗн ҫивӗч хӑлхи темскер урӑххине — ҫуллахи ӗҫ пуҫланнине туйса илет.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Страницăсем:
- 1