Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапчан the word is in our database.
тапчан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тӗттӗмлӗх шыв юххи пек хупӑрласа илчӗ ӑна, пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, майсӑррӑн шӑши каяшӗ шӑршиллӗ тапчан ҫине ӳкрӗ хӗрарӑм.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле тапчан патне ҫитсе ӗлкӗрейменччӗ — ҫутӑ сӳнчӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӗтел-пуканран — улӑмпа тултарнӑ таса мар тӳшеклӗ тапчан тата урай ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ тенкел анчах.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗк сӗтелпе икӗ пукан пур, пӗр тапчан.

Help to translate

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫенӗкре тапчан пур сирӗн.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуснутдинов-Йысна паҫӑрах тапчан ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ӗнтӗ, тӗлӗкре те куҫ ҫӑмартисене йӑл-ял вылянтарса ҫывӑрать, ӑна халӗ хӑлха ҫумӗнче пӑшал персен те вӑратаймӑн; пӗртен-пӗр сӑмах — «лягавӑйсем» тени кӑна сиктерсе тӑратма пултарать ӑна кун пек чухне.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех каласан, вырӑнӗ пӗрре ҫеҫ, иккӗмӗшӗ вырӑнне клеенкӑпа виттернӗ хытӑ кӑна тапчан лартнӑ.

Вернее, койка одна, вторую заменяет узкий жесткий топчанчик, обитый клеенкой.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лару-тӑрӑва тимӗр алӑк хыҫӗнчи хытӑ тапчан уҫӑмлатать: «Акӑ вӑл — тӑлӑх арӑм минтерӗ!».

Ситуацию проясняет тапчан за железной дверью: «Вот она где — подушка вдовы!».

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed