Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапратрӗҫ (тĕпĕ: тапрат) more information about the word form can be found here.
Кайӑксем ҫак тапхӑрта каҫса кайсах юрлама тапратрӗҫ.

Птицы к этому времени распелись вовсю.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк пӗр ушкӑн кӑткӑ пырса тухрӗ, вӗсем пурте ӗҫлеме тапратрӗҫ.

Вот неизвестно откуда появилась процессия муравьев, путешествующих по своим делам.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем, килтен тухса тарса, лайӑх мар турӑмӑр пулӗ тесе, хӑракалама пуҫларӗҫ; унтан вӗсем аш вӑрласа тухни ҫинчен астуса илчӗҫ те чӑнласах та шухӑшласа асапланма тапратрӗҫ.

В их душу начало закрадываться смутное опасение, что они, может быть, поступили нехорошо, убежав из дому, а когда им вспомнилась краденая свинина, тут-то и начались истинные мучения.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем вара хӑйсен япалисене ҫав ҫӗрелле йӑтма тапратрӗҫ, мӗнпур япалине йӑтса пӗтериччен вӗсем нумайччен чӗркуҫҫи таран шыв тӑрӑх каллӗ-маллӗ утрӗҫ.

и мальчики вброд перетаскали на берег все свои пожитки.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра Томӑн юлташӗсем ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренчӗҫ: кушак виллисене тӗпчесе ҫӳреме тапратрӗҫ, ҫав вӑйӑ кашни хутӗнчех Тома тискер ӗҫ пулса иртни ҫинчен астутарчӗ.

Тому казалось, что его школьные товарищи никогда не перестанут вести судебные следствия над дохлыми кошками и не дадут ему забыть о том, что его мучит.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем хула хӗрринче ларакан йывӑҫ пӳртсем ҫумӗн чупса пынӑ чухне йытӑсем вӑранчӗҫ те вӗрме тапратрӗҫ.

А когда они пробегали мимо уединенно стоявших домиков, уже совсем близко от городка, собаки просыпались и начинали лаять.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем иикӗше тытӑҫса илчӗҫ те пӗр-пӗрне чышкӑлама тапратрӗҫ, курӑка таптаса, ура кӗлисемпе кӑпӑшка ҫӗре чаврӗҫ.

— И в следующую минуту они с доктором схватились врукопашную, топча траву и взрывая землю каблуками.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Томӑн алли айӗнчех тыткалама питех те меллӗ тӑпра муклашкисем тупӑнчӗҫ, ҫав муклашкасем пӗр самантрах сывлӑшра вӗҫме тапратрӗҫ.

Комья земли, которых много было под рукой, замелькали в воздухе.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав самантрах ачасем, иккӗшӗ те кушаксем пек ҫыхланса ӳксе, пылчӑк ҫинче йӑваланма тапратрӗҫ.

В тот же миг оба мальчика покатились в грязь, сцепившись по-кошачьи.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed