Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, хӗрӳленсе те пӑлханса, чӗре тапнине туйса, Коноваловпа пӗрле Стенька хурлӑхӗшӗн пӑшӑрханса вулатӑп.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кун пек шухӑша кайни — ҫывӑрни те, шухӑшлани те мар; Обломов ним ҫинчен те пикенсех шухӑшламарӗ, чӗре ерипен тапнине лӑпкӑн итлерӗ, ним ҫине те тинкерсе пӑхман ҫын пек, хушӑран куҫӗсене пӗр майлӑ мӑчлаттарчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпир вӗренепе танлашрӑмӑр, эпӗ, пӑлханнипе шурса кайнӑскер, калаҫма пуҫлас тесе, сывлӑш ҫавӑрсах янӑччӗ ӗнтӗ, анчах ман хӑюлӑх, чӗре турткалашуллӑн, чирлӗн тапнине тата ҫӑвара сивӗ ҫапнине пула, кӗтмен ҫӗртенех чакса, арканса кайрӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Намӑс пулчӗ ку таранччен ҫеҫкесене пытарма, юратун ырӑ шӑрши ӑшӗнче ишме, ача пек, тӗлпулу шырама, уйӑх ҫутинче ҫӳреме, хӗр чӗри тапнине итлеме, ун ӗмӗчӗсен хумханӑвне чухлама…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Манӑн чӗре тахҫанах тапма пуҫланӑ вӗт: суян, йӗренкисӗр тапнӑ, тейӗпӗр, анчах шӑпах ҫакӑ вӗрентрӗ мана вӑл тӗрӗс тапнине ӑнсӑртран тапнинчен уйӑрса илме.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов, кулленхи йӑлипе, каҫхине каҫах хӑйӗн чӗри мӗнле тапнине итлерӗ, унтан ӑна аллипе хыпашласа пӑхрӗ, унта ҫирӗплӗх ӳсрӗ-и, тесе тӗрӗслерӗ, юлашкинчен хӑйӗн телейне тишкерсе сӑнама тытӑнчӗ те сасартӑк тумлам йӳҫӗк тӗлне лексе, кӑмӑлне пӑсрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл, вӑй ҫитереймесӗр, тӑтӑшах ун урисем умне выртрӗ, аллине чӗри тӗлне тытса, вӑл мӗнле тапнине итлерӗ, Ольга ҫинчен куҫ илмесӗр, тӗлӗнсе, хавхаланса пӑхрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл французсен спектакльне те ҫӳрерӗ, анчах пьесӑн пӗлтерӗшӗ унӑн пурнӑҫӗпе темле ҫыхӑнса тӑчӗ; кӗнекесем вуларӗ, вӗсенче те, тем тесен те, унӑн ӑсӗн хӗлхемлӗ йӗркисем пулчӗҫ, хӑшпӗр тӗлте унӑн туйӑмӗсем вӗлтлетсе иртрӗҫ, ӗнер каланӑ сӑмахсене ҫырнӑ вырӑнсем пулчӗҫ, халь унӑн чӗри мӗнле тапнине ҫав кӗнекен авторӗ вӑрттӑн итлесе тӑнӑ тейӗн.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пуҫне минтер ҫине хучӗ, аллине чӗри тӗлне тытрӗ те чӗри мӗнле тапнине итлеме пуҫларӗ.Он прилег на шитую подушку головой, приложил руку к сердцу и стал прислушиваться, как оно стучит.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ман ҫумма хытӑран хытӑ ҫыпӑҫрӗ, хам алӑсем айӗнче унӑн вӑйлӑ, ҫирӗп, вӗри ӳт-пӗвӗ мӗнлерех чӗтренине, кӑкӑр ҫумӗнче ун чӗри мӗнлерех васкаса тапнине питӗ лайӑх туйрӑм эпӗ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Юрату пирки пирӗн ҫӑвартан пӗр сӑмах та тухман-ха, анчах пӗр-пӗринсӗр тӑма пултараяс ҫукки иксӗмӗршӗн те тахҫанах паллӑ ӗнтӗ, ку вӑл пирӗншӗн ҫӑкӑрпа пӗрех хаклӑ, ҫавӑнпах пулӗ-и, ним чӗнмесӗр тӑнӑ чух, пӗр-пӗрин ҫине ӑнсӑртран харӑсах пӑхса илнӗ самантсенче, Олеся куҫӗсем нӳрелнине тата ун тӑнлавӗнчи ҫинҫе кӑна кӑвак тымар мӗнлерех йӑлтлатса тапнине час-часах курнӑ эпӗ…
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Унтан вара эпӗ санбата кайнӑ чух урапа ҫинче силленсе пытӑм; халь ӗнтӗ ялти мар, темле урӑх хӗрарӑм мана алӑрӑн тытнӑччӗ, юн тапнине пӗлесшӗн хыпашласа пӗрмаях: — Хуллентерех, хуллентерех, — тесе пычӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн куҫ-пуҫӑм тӗтреленсе кайрӗ эпӗ вара хамӑн чӗре вӑйлӑн та вӑраххӑн тапнине илтрӗм.У меня потемнело в глазах, и я услышал, как сильно и медленно бьется сердце.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лётчик, алӑк хыҫӗнчен илтӗнекен сасӑсене итлесе, хӑйӗн мӗнпур шӑнӑрӗсем хытса ларнине, хӑвӑрт вӗҫекен машинӑпа чӑнкӑ пиккене кӗнӗ чухнехи пек, чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт тапнине туйса ларчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӗри, хӑй мӗншӗн тапнине пӗлмесӗр, хытӑ тапнӑ, анчах хушман ӗҫе тунӑ чухне хӑрани ун пек чухне ҫав ӗҫӗн чи хитре енӗ те пулса тӑрать.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пултӑрах, вӑл нимӗнех те мар, спаҫипӑ сана пӗлтернӗшӗн, эпӗ хам ӗҫе тӑватӑпах», — тенӗ ӑна станца пуҫлӑхӗ, чӗри хӑвӑрттӑн тапнине чараймасӑр.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хӑйӗн чӗри тапса сикнине, тӑнлавсенче тата ыратакан урасенче юн вӗресе тапнине Алексей пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса тӑчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та, куҫа хупса йывӑҫ вулли ҫумне тайӑнса тӑмалла е юр кӗрчӗ ҫине ларса канмалла пулчӗ, каннӑ хушӑра вӑл юн тымарӗсем хыттӑн сиксе тапнине итлесе ларчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лариса Ивановна хӑй те салтак амӑшӗ: ывӑлне ҫара ӑсатнӑ хӗрарӑмӑн чӗри мӗнле тапнине аван ӑнланать.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№