Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

талпӑнса (тĕпĕ: талпӑн) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫӳхе тутине пӑрса лартрӗ, талпӑнса вӗрекен йыттине хӑмсарчӗ те: — Лесник ҫинчен нихҫан та шалӑп ҫырмасӑр пулман пуль, — тесе мӑкӑртатрӗ сиввӗн.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапах талпӑнса пӗр-икӗ утӑм тума ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Тӗллев патне талпӑнса, ҫине тӑрса хӑвӑртӗллӗнлӗхе, никама пӑхӑнманнине кӑтартатӑр.

С помощью целеустремленности и упорства вы сможете доказать окружающим свое право на самостоятельность и независимость.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Талпӑнса, хартлатса туртать лаша йывӑр лава.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Республикӑра энерготытӑм хӑватлӑн вӑй илсе пынине асӑннӑ, пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ пурнӑҫа талпӑнса кӗнине, промышленноҫпа экономика вӑй-хӑватне вӗсем пысӑк витӗм кӳнине каланӑ вӑл.

Help to translate

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Каллех инкек: хӳри талпӑнса тухрӗ, лаши ҫук.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ те, ҫӑпан пит-куҫа йӳҫӗхтермеллех ыратать пулин те, хама ӑсра Лев Яшин вырӑнне картса, вратарь тивӗҫне чиперех пурнӑҫлатӑп: хирӗҫли командӑри юлташӑмсем ман еннелле пунк! та пунк! кисекен мечӗке (вӑл явкайри «тутӑх тивнӗ» тӗксӗм сарӑ хӗвел тӗслех иккен!) хам хапханалла йӑлттӑм кусма е пуля пек вирхӗнме парас мар тесе, е кирлӗ пек манерленсе, малалла курпунланса, ӳпӗнерех вырӑнтах юлатӑп, е, кил-ҫурта сыхлама кӑкарнӑ сӑнчӑрти талпӑнса вӗрекен лайка евӗр, аллӑмсене палкаса ҫунакан хуранай ҫулӑмӗн йӑлхахӗсем пек вӑлт та валт ывӑта-ывӑта, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле «хум яратӑп», «сирпӗнкелетӗп».

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Анчӑк дебаркадер хӗрринчен ман паталла пӗтӗм кӗлеткипе талпӑнса вӗрет.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗтӗм чӗрипе малалла талпӑнса, хӑвӑртрах хӑйӗн чӗпписене курас ӗмӗтпе Лена сукмак тӑрӑх малалла чупнӑ пекех ыткӑнчӗ.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шурӑ ҫеҫке вӗлтӗртетсе илчӗ, талпӑнса туртӑнчӗ, пат татӑлчӗ, татӑлнӑ вырӑна икӗ шӑтӑк юлчӗ.

Help to translate

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Пуп патнелле халӑх ушкӑнӗ талпӑнса пычӗ, ӑна ярса тытма хӑтланчӗҫ, анчах Якку атте тем хушӑра клирос патӗнчи алӑкран чӑмса кӗрсе таҫта тарса пытанма та ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ те тӗлӗнмелле лӑпкӑ ҫанталӑк тӑнӑ хушӑрах асар-писер ҫил талпӑнса тухрӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл, ҫулне улӑштарса, тӗтӗмпе мӑкӑрланакан ҫурт патне ывтӑнса ҫитрӗ, ун ҫине талпӑнса кӗрсе, ӑна тустарма тытӑнчӗ, ҫунакан ҫурт ҫинчен ҫӗршер вутпуҫҫи ытамласа илсе, ял тӑрӑх сапаласа тӑкма тапратрӗ, тӑкса пӗтерчӗ те, каллех асар-писеррӗн ахӑрашса кайрӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав самантрах вара Тарье хӑлхине сыснасем витене ишсе антарас пек чӗтрентерсе хартлата-хартлата ҫапӑҫни, йытӑ ниҫта кайса кӗрейми талпӑнса вӗрни пырса кӗчӗ.

Help to translate

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑҫтук питӗ хӑвӑрт ун патне талпӑнса ҫитрӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫырма урлӑ лаша сӗлкӗшсене кӑкӑрӗпе сирсе ку еннелле талпӑнса ишрӗ.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑн пек киленсе пӗтӗм кӳлепипе талпӑнса пӑхса тӑнӑ чух чӗнсе кӑларчӗ те ӑна Чечекпи ҫынсен картинчен.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗрҫӗ Гаврила пысӑк пуртӑ йӑтнӑ, талпӑнса чупать.

Help to translate

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Франци ҫарӗсем малтан, Мускава ҫӗнсе илсе Раҫҫее парӑнтарас тесе, пирӗн ҫӗр-шыв варринелле талпӑнса кӗнӗ.

Сначала французы, взяв Москву и надеясь покорить всю Россию, ринулись вглубь страны.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed