Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, таракансене ярса илмелли хӑшпӗр вӑхӑтсенче вырӑс генералӗсем час-часах хӑюсӑр хӑтланнисем те пулнӑ, тӑшмана ҫав тери аслӑ фронт талкӑшпех хӗссе пынинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнмелле.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫӗр ҫинче талкӑшпех тискер-кайӑксемпе йытӑсем тулланӑ вуншар пин вилесем выртнӑ.Вся земля была усеяна десятками тысяч трупов, растерзанных хищниками и псами.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Позицие йӗркелесе ҫитерсен, Шапошников капитан ҫак тӑвӑн ҫурҫӗр енчи чӑнкӑ тайлӑмне ларчӗ, ҫӑк тайлӑма талкӑшпех мӑк хупӑрласа илнӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл ҫавӑн пек пӑхнине, унӑн пичӗ хӗрелнине, ҫав хӗрле тӗс каччӑн питҫӑмартийӗсене талкӑшпех чечекленнине курсан, Смолярчук мӗн пулнине ӑнланса илчӗ.Смолярчук по его взгляду, по возбужденному румянцу, который до краев заливал щеки Каблукова, понял,
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пирӗн ҫурт тавра кулак пусмӑрӗ айӗнчи выҫӑ ял мар, талкӑшпех коллективизаци тунӑ район, пирӗнтен инҫетре те мар ӳссех пыракан, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫуртсем тӑвакан хула пур, унта хӗрӳллӗ пурнӑҫ вӗресе тӑрать.
48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Талкӑшпех пӑр выртать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫак района, — тӳррипех калатӑп, — талкӑшпех пирӗн ҫарсем йышӑнса илнӗ.И весь этот район — я говорю честно сплошь занят нашими войсками.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Малта линире мар, талкӑшпех нимӗҫ ҫарӗ йышӑнса тӑракан вырӑнта аркатса тӑкрӗҫ.Не на передовой линии, а на территории, сплошь занятой немецкой армией.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫул аяккинче талкӑшпех ҫӑра чӑрӑш вуллисем лараҫҫӗ, ниҫта та пӗр уҫӑ вырӑн ҫук.В стороне от дороги стоял сплошной частокол еловых стволов, и нигде не виднелось ни одного просвета.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗчченшерӗн е ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса, каҫӑ патне пымасӑр, вӗсем Вазуза хӗррипе тӑвалла утнӑ, талкӑшпех кашласа ларакан хура вӑрман еннелле ҫул тытнӑ.
XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ыраша, ман шутпа, талкӑшпех вырма юрать, анчах кӳршӗсем тем васкамаҫҫӗ.Ну, рожь, по-моему, можно класть наповал, но что-то соседи наши медлят.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Октябрьте ку пусӑ ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ пулӗ ӗнтӗ: ӑна талкӑшпех кӗрхи тулӑ уҫӑмӗ хупласа илӗ, ирпе ӳкнӗ тӑм ӑна кӗмӗл тӗслӗ туса хурӗ, кӑнтӑрла вара, тӗксӗм кӑвак тӳпере аялтанах шӑвакан хӗвел хӗртме пуҫласан — уҫӑм чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑнхи пек ҫитмӗл те ҫичӗ тӗрлӗ тӗспе ҫиҫме пуҫлӗ, кашни тумламрах вара кӗрхи сивӗ тӳпе те, кӑпӑк пек шурӑ пӗлӗт таткисем те, тӗксӗмленме пуҫланӑ хӗвел те курӑнӗ…
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халӗ вӑл, кӑкӑр ӗмӗртекен ҫамрӑк ача амӑшӗ пек, — уйрӑмах чечен, лӑпкӑ, кӑштах ӗшеннӗ, талкӑшпех ырӑ, телейлӗ, таса амалӑх сӑнӗпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса выртать.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Драгунсем кайнӑ урам кӗтессинчен каллех халӑх сиксе тухнӑ та пӗтӗм урам талкӑшпех ҫӑп-ҫӑра хура шыв пек юхса пынӑ.Из-за угла, где скрылись драгуны, снова является толпа и густо, чёрно течёт во всю ширину улицы.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Салтаксемпе халӑх хушшинче темиҫе чалӑш сарлакӑш уҫӑ вырӑн пулса тӑнӑ, ку уҫӑ вырӑнта пӗтӗм талкӑшпех этем кӗлеткисем выртнӑ.Между ею и солдатами образовалось несколько сажен земли, сплошь покрытой телами.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
- 1