Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун талккӑшне хальхи Самарпа Ульяновск облаҫӗсен ҫӗрӗсем, Пенза облаҫӗн пӗр пайӗ тата Тутарстанпа Чӑваш ен кӗнӗ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Пӗтӗм шыв талккӑшне тӑватӑ океана уйӑраҫҫӗ; Лӑпкӑ океан, Атлантика океанӗ, Инди океанӗ тата Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫийӗнче ҫиелте мӗн пур // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ку картӑсем ҫине пурин ҫине те ҫӗрӗн пӗчӗк талккӑшне ӳкернӗччӗ.На всех этих планах изображено небольшое пространство земли.
Географи картти мӗн вӑл? // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ӗҫтешӗсемпе те, общежитире пӗр пӳлӗмре кун-ҫул талккӑшне пӗрле сукмаклакан хӗрпе те шӑкӑл-шӑкӑл, килӗштерсе пурӑнчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Сасартӑк умра, вӑрманӑн хура чатӑрӗ сассӑр-мӗнсӗр йӑпӑр-япӑр татӑлса аннӑ пек, йывӑҫ та, тӗмӗ те, ытти чӑрмав та пач ҫухалчӗ — ҫӗр варринче «вӑрман талккӑшне виҫсе сехӗрленсе ҫӳрекен» ҫын темӗнле уҫланка (е парлак пулчӗ-ши?) ҫитсе тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак пуҫватмӑшсен «сӗм хура чӑтлӑхӗнчен» хӑтӑлса тухаймасӑр татах тӑркаларӗ Ула Тимӗр сас-чӳ тумасӑр, ҫӗре алтса тӑратнӑ чикмек пек, тытамак тытнӑ пек ӑнран тӗнсе, чӗмленсе, вара, ӑшри уҫӑмсӑрлӑха сире-сире, пусара-пусара, каялла ҫаврӑнчӗ, йывӑҫ тураттисене, ҫамрӑк хӑва хуллисене сиркелесе, асӑрханса утӑмлакаласа, васкамасӑр хӑвалӑхран тухрӗ те хыпӑнсах малалла вӑрман «талккӑшне пусӑмлама» пуҫларӗ: шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑрчӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав ик-виҫ район тытӑмӗнче ҫеҫ мар, пӗтӗм Днепрӑн сылтӑм енчи талккӑшне тухассӑн вӑл ӳсӗмсем тата мӗн чухлӗ ытларах пулнӑ пулӗччӗҫ-ши!Насколько же возрастут эти преимущества, когда вырвемся на широкий простор правобережья Днепра!
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑл йӗри-таврари ҫӗр талккӑшне тата тепӗр хут пӑхса ҫаврӑнчӗ.Он снова окинул взглядом тот круг вселенной, в котором остался теперь один.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вара ҫӗр чӑмӑрӗн талккӑшне, халь ӗнтӗ пӗр хӑйне ҫеҫ тивӗҫ ҫӗр талккӑшне ерипен пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вӑрманӑн пӗчӗк утравӗсем, сӑртсем, йывӑҫсем, ту хырҫисем, чул тусем, маяксем пек, пӗр-пӗринпе ылмашса пыраҫҫӗ те эсир хӑвӑр вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗр талккӑшне ҫӗнтерсе пыни ҫинчен сире пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.
XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак майпа Ҫӗр талккӑшне ҫӗр километр тарӑнӑш ҫитичченех сӑнаса пӗлме пултарассине ӗмӗтленме пулсан та, ҫапах та ку меслет ҫӗр варрин пӗтӗм талккӑшне сӑнаса пӗлме ҫителӗксӗр.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Вӑл нумай вӑхӑт Этна ятлӑ пысӑк вулкана сӑнанӑ; унӑн айккисем хӑш-пӗр вӑхӑтсенче ҫурӑлса лава юхса тухнӑ та вуншар тӑваткал километр ҫӗр талккӑшне хупласа хунӑ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
1863 ҫулта, нумай юнлӑ тытӑҫусем пулнӑ хыҫҫӑн, маориецсем темӗн пысӑкӑш ҫӗр талккӑшне тытса тӑракан Вайкато сӑрт лапамӗнче ҫирӗпленсе ларнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах халь тин ҫеҫ, хӑйӗн тӑван Ольховкинче мӗн пулнине курсассӑн ҫеҫ, инкек мӗн тери йывӑррине пӗтӗмӗшпех туйса илчӗ вӑл: ак ҫакӑнтан, Ольховкӑри ҫӳлӗ сӑрт ҫинчен вӑл сасартӑк — пӗр самантлӑха — тӑван ҫӗршывӑн пӗтӗм аслӑ талккӑшне курнӑ пӗк пулчӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Йӑм-хӗрлӗ пӑнчӑсем юмансен тӑррисенче хӑравҫӑллӑн сиккелерӗҫ, ҫавна пула йывӑҫсем, е ҫуттӑн хӗрлӗ талккӑшне вӗлтӗрт туха-туха пӑхса, е каллех тӗттӗмелле пытанса, йӑшӑлтатма, сулланма пуҫланӑнах туйӑна-туйӑна тӑчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тулашри стена хыҫӗнчи пӗтӗм ҫӗр талккӑшне эпӗ хайхи ҫӳҫе пек йывӑҫсене лартса тултартӑм.Всю площадь за наружной стеной я засадил теми же деревьями, что были похожи на иву.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— «Ҫапла, ӗлӗк пушхир пулнӑ вырӑнӑн вӑтаҫӗрӗнче эпир; халӗ акӑ, хӑвах куратӑн, ҫак пӗтӗм ҫӗр талккӑшне, ҫурҫӗртен, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи пысӑк юханшывран пуҫласа, пӗтӗмпех ҫав тери паха, тухӑҫлӑ ҫӗр лаптӑкӗ туса хунӑ; халӗ ҫак ҫӗр талккӑшӗ ӗлӗк-авал: «кунта сӗтпе пыл вӗресе тӑрать», тенӗ ҫурҫӗр енчи тинӗс хӗррипе тӑсӑлса выртакан ҫӗр пек пулса тӑнӑ.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1