Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах халь ни бульдозерсен кӗрлевӗ, ни машинӑсен шавӗ уйрӑммӑн илтӗнмест ӗнтӗ; темле хӑватлӑ, пӗр пӗтӗмлӗ сӗрлев талккишӗпе сарӑлса килет хыҫран; хыҫран ҫеҫ килнӗн те туйӑнмасть, ҫӗр айӗнчен ҫӗкленет пек, тӳперен те анать пек.
XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кил хушши талккишӗпе кивӗ улӑм, патак-ҫатак, каштасем сапаланса выртаҫҫӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Урӑх нимӗн ҫине шанмалли те юлмасть: ыран, февралӗн вунсаккӑрмӗшӗнче, нимӗҫсем пӗтӗм фронт талккишӗпе, Балти тинӗсӗнчен пуҫласа Хура тинӗсе ҫитичченех, наступлени тума тытӑнаҫҫӗ…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Таврара пӗр тӗттӗмлӗх хуллен шуса пыни кӑна курӑнать, вӑл ҫырансене курӑнми тунӑ, пӗтӗм ҫӗр ун ӑшӗнче ирӗлсе кайнӑ пек, вӑл тӗтӗмле шӗвӗ япала пулса, пӗтӗм талккишӗпе таттисӗр, вӗҫӗмсӗр таҫта аялалла, пушӑ, пӗр сассӑр ҫӗре, хӗвел те, уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫук ҫӗрелле юхнӑ пек туйӑнать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗтӗм ҫӗр пичӗ симӗс-ылттӑн океан пек, ҫиелтен талккишӗпе миллионшар тӗрлӗ чечек сапаласа янӑ океан пек, курӑнать.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Манра пӗр вӑхӑтрах икӗ вӑй хирӗҫсе тӑраҫҫӗ: пӗри — хама пӑхӑнма пӑрахнӑ сутӑнчӑк кӗлеткем, тепри — большевикӑн чӗри, унӑн ӗҫ патне, сирӗн пата, пӗтӗм фронт талккишӗпе хурҫӑ юхӑм пек ҫӗмӗрттерсе пыракан ҫар енне туртакан ӗмӗт.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Нумаях та пулмасть кӑмрӑк пек хуп-хура выртнӑ тулӑ пуссинче пӗтӗм талккишӗпе тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ ҫав тери чечен ешӗл калча йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн йӑлтӑртатса выртать.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сӑрт тӳпинчен талккишӗпе сапаланса, хуторалла пӗр вӑтӑра яхӑн юланутлӑ ҫынсем сиккипе вӗҫтерсе анаҫҫӗ.С бугра, рассыпавшись лавой, наметом спускалось в хутор человек тридцать всадников.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑрман калама та ҫук хӑвӑрт ҫывхарса пырать, вӑл талккишӗпе сарса пӑрахнӑ, темле юхса тӑракан симӗс шӑналӑк пек курӑнать.Лес несется, и вершины его в стремительном урагане сливаются в сплошные зеленые полосы.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсен тӗлӗпе, пӗтӗм анлӑ шыв талккишӗпе, тӑрисен ылтӑн шӑнкӑрав пек сассипе янракан хаваслӑ шӑплӑхра, шавсӑр та лӑпкӑн пӑр каятчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1