Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шыв талккишӗ хӑватлӑн та чаплӑн, ним сассӑр пекех юхать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тӗксӗм кӑвак тӗслӗ шыв ҫуртсен кӗтессисенче чӑпӑл-чӑпӑлт туса выртать, собор хыҫӗнче пушӑ шыв талккишӗ тӗксӗмӗн йӑлтӑртатать, хӑш-хӑш ҫӗрте шыв тӗлӗнче хӑван хура хуллисем ҫӳлелле хӑпарса тӑраҫҫӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗл-тӗл йӑм-хӗрлӗ те хура пӗлӗт талккишӗ, мӑкӑрлана-мӑкӑрлана, тӳпене сарӑлать.Черная с багровыми просветами, она бурно клубилась, охватывая все большую и большую часть неба.
Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗлле, тинӗс шӑнса ларсан, кимӗпе ярӑнса ҫӳреме май пулман чухне, тӳрӗ туссем тинӗс хӗррине тухса уткаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен умӗнче сарӑлса выртакан тинӗс пӑр талккишӗ ҫине, ун хыҫӗнче, инҫетре курӑнса выртакан шӑнман шывӑн тӗттӗм тӑрӑхӗ ҫинелле пӑхаҫҫӗ: ҫав шыв тӑрӑхӗ лере, аялтанах усӑнса иртекен тӑхлан пӗлӗтсемпе тинӗс пӗрлешнӗ ҫӗртех тӑсӑлса выртать.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Шурӑ юр пӗркеннӗ хир талккишӗ кӗмӗл пек йӑлкӑшса выртать, юр пӗрчисем, ҫӑлтӑр пек, йӑл-ял ҫиҫеҫҫӗ.Снег загорелся широким серебряным полем и весь обсыпался хрустальными звездами.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1