Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайрӗ (тĕпĕ: тай) more information about the word form can be found here.
Лейтенант ура ҫине тӑрса пуҫ тайрӗ, ҫывӑрса кайнӑ поручик ҫине хушӑран пӗрре ним тума пултарайман пек пӑхса илсе, Григорие туслӑн ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ, хӗрсех темскер калаҫрӗ.

Лейтенант встал, поклонился, оживленно заговорил, время от времени беспомощно поглядывая на уснувшего поручика, дружелюбно похлопывая Григория по спине.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, тайкаланкаласа, уҫӑ кӑмӑллӑ лейтенанта хулпуҫҫийӗнчен ыталаса тытрӗ, аллине саркаласа, сӗтел ҫинелле кӑтартрӗ те пуҫ тайрӗ.

Качнувшись, он обнял гостеприимного лейтенанта, широким движением показал на стол, поклонился.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий те хирӗҫ пуҫ тайрӗ, ҫапах та сӑмах хушмасӑр иртсе кайма пултараймарӗ.

Григорий ответил на поклон, но разминуться молча не смог.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лешӗ, Григорий еннелле ҫаврӑнса, сӑмах шарламасӑр пуҫ тайрӗ те алӑк патнелле утрӗ.

Тот повернулся лицом к Григорию, молча поклонился ему, пошел к двери.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Степанӑн сӗтел ҫинче выртакан шӑнӑрлӑ пысӑк аллисем сасартӑк вӗттӗн сиккелесе чӗтре пуҫларӗҫ, ҫакна курса ларнӑ Григорий вара, ним самах каламасӑр Аксиньйӑна шӑппӑн пуҫ тайрӗ.

Лежавшие на столе большие узловатые руки Степана вдруг мелко задрожали, и Григорий, видевший это, молча поклонился Аксинье, не проронив ни слова.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна ним сӑмах та каламарӗҫ, анчах хыҫалтан утса килекен Степан казаксемпе танлашсан, Аникушка, ура ҫине тӑрса, выртакансен ушкӑнӗнчен уйрӑлчӗ те Степана икӗпитлӗн саламласа пилӗк таран пуҫ тайрӗ, хыттӑн каласа хучӗ:

Ее пропустили молча, но, едва лишь шедший позади Степан поравнялся с казаками, встал и отделился от группы лежавших Аникушка, он с лицемерным почтением в пояс поклонился Степану, громко сказал:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пробатов, Коробинӑн юлашки сӑмахӗсем тем хӑйӗн кӑмӑлне кайман пек, питне пӗркелентерсе илчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ, калаҫу пӗтнине тата вӑл темиҫе минут чирлӗ ватӑ юлташӗпе пӗр-пӗччен пуласшӑннине систерсе, пуҫне кӑна тайрӗ.

Пробатов чуть поморщился, словно в последних словах Коробила что-то не понравилось ему, но ничего не сказал, только нагнул голову, как бы давая понять, что разговор окончен и что он хотел бы несколько минут побыть наедине со старым больным товарищем.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

вахмистр, ҫӗлӗкне хывса, пуҫ тайрӗ, пулӑшнӑшӑн тав турӗ те, йӗнерӗ ҫинче ҫавӑрӑнса, шӑппӑн хушрӗ:

Вахмистр снял шапку, поклонился, поблагодарил помогавших и, поворачиваясь в седле, негромко приказал:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сергей малтан ашшӗне, унтан пӗтӗм халӑха ҫӗре ҫити пуҫ тайрӗ те аллисене тӑсса ҫаврашка шурӑ ҫӑкӑрпа пӗр ывӑҫ тӑварне сӗтел умне ҫӗклесе пычӗ.

Сергей низко поклонился отцу, а потом станичникам и подошел к столу, держа на вытянутых руках высокую буханку хлеба с горсткой соли.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ӗҫсем ман ӑнса пыраҫҫӗ, — Прасковья пуҫне тайрӗ те кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ.

— Дела у меня идут исправно, — Прасковья склонила на плечо голову.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимофей Ильич тепӗр хут халӑха пуҫ тайрӗ те хӑйӗн вырӑнне кайса ларчӗ.

Тимофей Ильич вновь поклонился народу и вернулся на свое место.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр самант Тимофей Ильич ним чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан ҫӗлӗкне васкаса хыврӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫне алтупанӗпе шӑлса якатрӗ те халӑх умӗнче пуҫ тайрӗ, вӑл хумханни палӑрсах тӑчӗ.

Некоторое време Тимофей Ильич стоял молча, потом быстро снял шапку, разгладил седые волосы ладонью, после чего преклонился перед толпой, видно было его волнение.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей Платонович, хӑйне пысӑк ҫынсем умӗнче тытма вӗренсе ҫитнӗскер, кил хуҫине хисеплӗн пуҫ тайрӗ те зала кӗрсе кайрӗ.

Сергей Платонович раскланялся с давно усвоенной им в отношении больших людей почтительностью; шагнул в зал.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кӑмӑл ту ӗнтӗ, астивсе пар! — ытлашшипех кӑмӑлланӑ пек пуҫне тайрӗ Пантелей Прокофьевич, хӑти умне чупса тухса.

— Отпробуй, сделай честь! — с преувеличенным радушием кланялся Пантелей Прокофьевич, забегая вперед свата.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗррехинче, старике лавкка чӳречи витӗр асӑрхаса, Сергей Платонович хӑй урама тухса, картузне хывса пуҫ тайрӗ.

Сам Сергей Платонович, увидя его из окошка лавки, вышел, снимая картуз.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Почтмейстер, ӑна ҫыру тыттарса, темиҫе хутчен пуҫне тайрӗ, аллисене айӑплӑн саркаласа, каҫару ыйтма пуҫларӗ:

Почтмейстер, вручая его, кланялся, тряс плешиной, униженно разводил руками:

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Офицер чарӑнмасӑрах питӗ ҫыпӑҫуллӑн пуҫ тайрӗ те вӗсене сывлӑш урлӑ чуптунӑ пек турӗ.

Офицер на ходу очень ловко раскланялся и послал им воздушный поцелуй.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чиркӳ алӑкӗ умӗнче ҫӗлӗкне хыврӗ, ӗнсе хыҫне хырса якатнӑ пуҫне тайрӗ, унтан, хӗрарӑмсене тӗрткелесе, алтар умнелле хӗсӗнсе тухрӗ.

На паперти снял папаху, согнул в поклоне подбритую неровною скобкой голову; расталкивая баб, протискался к алтарю.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ирех вутӑ хутса кӑларчӗ, кӑварне туртрӗ, юшкине тайрӗ, унтан, савӑт-сапасене ҫуса хурса, пахчаналла тухакан чӳрече витӗр пӑхрӗ.

Аксинья отстряпалась рано, загребла жар, закутала трубу и, перемыв посуду, выглянула в оконце, глядевшее на баз.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Килнӗ этем пуҫне тайрӗ те тухса кайрӗ.

Приезжий откланялся и ушел.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed