Шырав
Шырав ĕçĕ:
тайлӑмӗсенче (тĕпĕ: тайлӑм) more information about the word form can be found here.
Хӑйӗн ӗмӗрне пурӑнса ирттернӗ пӗлтӗрхи хытхура, хумхах кӑна ҫеҫенхирте пӑт-пат курӑнакан хурал куринкисен тайлӑмӗсенче хурлӑхлӑн пӗкӗрӗлсе пуҫне уснӑ, хӳтлӗх шыраса, хевтесӗррӗн ҫӗр ҫумнелле лӑпчӑннӑ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унпа юнашар ытти «юассен» аван тунӑ моделӗсем ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗҫ; таса сывлӑш тайлӑмӗсенче явӑнса, пӗрре ҫӳлелле хӑпарса, тепре аялалла анса, ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тусем тӑррине юр витсе тӑрать, вӗсен тайлӑмӗсенче кедр йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ.
1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сулахай енче, ту тӑррисенче, халь-халь ҫумӑр ҫуса ярас пек, хура йывӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем симӗс тайлӑмсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ; ту тайлӑмӗсенче имшер самшит йывӑҫӗ ӳсет; ватӑ буксемпе ҫӑка хӑвӑлӗсенче «сим-пыл» тупма пулать, — ҫав «сим-пыл» ӗлӗк-авал Аслӑ Помпей салтакӗсене кӑштах пӗтерсе хуман, хӑйӗн ӳсӗртекен пылакӗпе вӑл тимӗр пек ҫирӗп римлянсене пӗр легионӗпех ураран ӳкернӗ; пыл хурчӗсем ҫав пылака лаврпа азали чечекӗсем ҫинчен пухаҫҫӗ, «иртен-ҫӳрен ҫынсем» вара ӑна, йывӑҫ хӑвӑлӗнчен илсе, лаваш ҫине — тул ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӳхе пашалу ҫине сӗрсе ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Страницăсем:
- 1
- 2