Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ урӑх ҫынсен ҫурӑмӗ хыҫне пытансан, кам-ха тавӑрӗ вара вӗсемшӗн?!.Кто же за них отомстит, если я за чужие спины буду прятаться?!
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кун хыҫҫӑн вӑл пытарса тӑмӗ, калас пеккине пӗтӗмпех калӗ: «Ил те ҫи! Эпӗ отпускра, эсӗ хуть мӗн ту. Канма ман право пур-и е ҫук-и?» — тавӑрӗ тӳрех.А она ответит: «Бери и ешь! Я в отпуске, а ты как знаешь. Имею я право на отдых или нет?»
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах Советлӑ Россия сире пурпӗрех тавӑрӗ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— «Турӑ ачисем» — тетчӗ — ку унӑн юратнӑ сӑмахӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл турра ӗненекен ырӑ ҫынччӗ, — «турӑ ачисем, ҫӗрпеле капла кӗрешме юрамасть, вӑл хӑйӗн суранӗсемшӗн тавӑрӗ, ӑна ҫӗнтереес ҫук!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кам тавӑрӗ мана, тавӑрмаллах пулсан, е… кам каҫарӗ? — хушса хучӗ вӑл, ун ҫине ҫав тери ачашшӑн, туслӑн пӑхса, Штольц вара шлепкине пӑрахрӗ те хӑй кӑшт ҫеҫ Ольга умне чӗркуҫленсе лармарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кӗреплӳне тӑсмалла марччӗ, — тавӑрӗ хӗрача, унтан куҫне хӗссе ыттисене пӑхса ҫаврӑнчӗ.— Чего грабли тянешь? — ответила вопросом на вопрос девочка, прищурила глаза и оглядела остальных.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
6. Турӑ тӗрӗс сут туса сире хур тӑвакансене хурлӑхпа тавӑрӗ, 7. Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килсессӗн сире, халӗ хурлӑх куракансене, пирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх парӗ; 8. Турра йышӑнманнисене, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене Вӑл тавӑрмаллипех тавӑрӗ.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Йӗркесӗр ҫын хӑй тунӑ йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан — хӑйӗн чунне пурӑнӑҫ патне тавӑрӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хумсем кӗрлеҫҫӗ, кӑра шывсем шавлаҫҫӗ, вӗсен хӑватлӑ сасси инҫетре илтӗнет: 56. Вавилон ҫине тустаруҫӑ килет, унӑн ҫарҫисене тыткӑна илсе кайӗҫ, вӗсенӗн уххисене аркатӗҫ: Ҫӳлхуҫа, тавӑру Турри, тивӗҫлипе тавӑрӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паттӑррисем хирӗҫ тухчӑр: Эфиопипе Ливи ҫарҫисем хулканпа, Лиди ҫарҫисем карӑнтарнӑ ухӑпа хирӗҫ тухчӑр: 10. ҫакӑ кун — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ кунӗ, тавӑру кунӗ — тӑшманӗсене тавӑрӗ Вӑл! хӗҫ ӗнтӗ антӑхса кайиччен юн ӗҫӗ, тӑраниччен ӗҫсе савӑнӗ: ку вӑл Евфрат патӗнчи ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫа Турра парне кӳни пулӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ сире ырӑлӑх кӳрӗп те, вӑл та сире ырӑ тӑвӗ, сире хӑвӑрӑн ҫӗрӗр ҫине каялла тавӑрӗ.12. И явлю к вам милость, и он умилостивится к вам и возвратит вас в землю вашу.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл тавӑру виҫипе виҫсе парӗ, Хӑйне хирӗҫ тӑракансене хаяррӑн, Хӑйӗн тӑшманӗсене ҫилӗллӗн виҫсе парӗ, утравсене тивӗҫлипе тавӑрӗ.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ман йӑхӑма тапӑнакансене хурлӑх ҫитӗ: Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа сут кунӗнче тавӑрӗ вӗсене, вӗсенӗн ӳт-тирӗ ҫине вут-ҫулӑм, хурт ярӗ — вӗсем ыратни-сурнипе асапланӗҫ, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе макӑрӗҫ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупайсассӑн, Вӑл мана каялла тавӑрӗ те мана Турӑ халалӗн арчине те, унӑн Ҫуртне те кӑтартӗ.Если я обрету милость пред очами Господа, то Он возвратит меня и даст мне видеть его и жилище его.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак пӗтӗм сӑмаха — хӑвна пӗлтернӗ пиллӗхпе ылхана — хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру сапаласа янӑ халӑхсем хушшинче асна илсе чӗрӳне хывсассӑн, 2. эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, ху та, ывӑлусем те пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан Ҫӳлхуҫа Турру енне ҫаврӑнсассӑн, Унӑн сӑмахне итлесессӗн, 3. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн тыткӑнри ҫыннусене каялла тавӑрӗ, сана хӗрхенӗ, Ҫӳлхуҫа Турру сана урӑх халӑхсем хушшине сапаласа янӑ ҫӗртен каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн; 67. чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн; 68. вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тӑвану ҫука юлса хӑйӗн ҫӗрне сутас пулсассӑн, унӑн ҫывӑх хурӑнташӗ пырӗ те тӑванӗ сутнӑ ҫӗршӗн тӳлесе ӑна каялла илӗ; 26. уншӑн тӳлесе илекенӗ пулмасассӑн, вӑл хӑй вӑй ҫитерсе тӳлесе татмалӑх пухсассӑн, 27. ҫӗрне хӑш ҫулта сутнине шута илсе катса юлтӑр та ыттине хӑй сутнӑ ҫынна патӑр, ҫапла хӑй ҫӗрне каялла тавӑртӑр; 28. тавӑрса памаллине тупма вӑйӗ ҫитеймесессӗн, сутнӑ ҫӗрӗ ӑна туяннӑ ҫын аллинче юбилей ҫулӗ ҫитиччен юлӗ, юбилей ҫулӗнче ҫав ҫӗр унӑн аллинчен кайӗ, сутакан ҫынни вара хӑйӗн ҫӗрне каялла тавӑрӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, сире хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ; 22. сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун; 13. виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн; 14. хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам: 15. мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2