Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах пушар сӳнмен, вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ пек туйӑннӑ.Но пожар не утихал, а только, казалось, набирал буйную силу.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗл айӗнчен ӗнертен варах сӳнмен кӑвар, павлинӑн ылтӑн куҫӗ евӗрлӗн йӑлкӑшса, шӑранса выртни курӑнать.Из-под пепла золотым павлиньим глазком высматривал не залитый с вечера огонь.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Колхоз правленийӗсен чӳречисенче ҫурҫӗр иртсен те нумай вӑхӑт хушши ҫутӑ сӳнмен: ҫак каҫсенче бухгалтерсен те, учетчиксен те, бригадирсен те ӗҫ ҫителӗклӗ пулнӑ; шоферсем ҫывӑрман тата пӑлханнӑ — баксене бензин тултарнӑ, тормозсене тӗрӗсленӗ, ларма лайӑх вырӑнсем тунӑ; кучерсем те шоферсенчен кая мар хумханнӑ тата ӗҫленӗ: тачанкӑсемпе вӑрӑм урапасен кустӑрмисене малтанах сӗрсе хунӑ, сӳсмен-пӑявсене тикӗт сӗрсе ҫемҫетнӗ, лаша ури тупанӗсене тасатса таканланӑ, ҫилхисене тураса тасатнӑ, хальчченхинчен ытларах сӗлӗ панӑ…
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ромашов тупӑкра выртать, ним хускалманскер, сивӗскер, тута ҫинче ӗмӗр сӳнмен кулӑпалан.А Ромашов лежит в гробу, неподвижный, холодный, с вечной улыбкой на губах.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шырланпуҫра пурнӑҫ хӑйӗн вӑрах уттине васкатмасӑр пырать, анчах хуторти виҫ ҫӗр ҫуртран кашнинех кунпа ҫӗр хӑйсен пысӑк е пӗчӗк савӑнӑҫне, хуйхи-суйхине, хумханӑвне, часах сӳнмен хурлӑхне илсе пырать…
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мухтав юррисем юрла-юрла та ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем ҫунтара-ҫунтара хисеп кӳнӗ вӑл Изидӑпа Озириса, амӑш варӗнчех пӗрлешсе, Гор турра ҫавӑнтах чун панӑ Египет пӗртӑванӗсене, пиччӗшпе йӑмӑкне, Деркетӑна та, Тир ҫӗрӗнчи пулӑ евӗр хӗрарӑм-турра, йытӑ пуҫлӑ Анубиса та, ҫӗресрен сыхлакан турра, вавилонсен Оанне те, филистимсен Дагонне те, аширсен Авденагине те, Утсаба та, ниневсен йӗрӗхне, тӗксӗм Киббелӑна та, Бэл-Меродоха та, Вавилон хӳтлӗхне — Юпитер планетӑн туррине, халдейсен Орне те — ӗмӗр сӳнмен вутӑн туррине, вӑрттӑнлӑхлӑ Оморогӑна та — турӑсен тӗп амӑшне, Бэл, ӑна икке уйӑрса, пӗлӗтпе ҫӗр те пуҫӗнчен ҫынсене туса хунӑ; патша тата Атанаис хӗрарӑм-турра та пуҫҫапнӑ, — Финики, Лиди, Эрменпе Перси хӗрӗсем ҫак турӑ ячӗпе, таса парне кӳретпӗр тесе, иртен-ҫӳренсене храмсен пусмисем ҫинче хӑйсен ӳчӗсене панӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах ман юрату чӗрем ҫумне ӳссех ларнӑ-мӗн: вӑл хуралса кайнӑ, ҫапах та сӳнмен.Но моя любовь срослась с душой моей: она потемнела, но не угасла.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тата, паллах, нихӑҫан сӳнмен тема — хӗрарӑмӑн илемлӗ кӗлетки — сӑнланнӑ.А еще, конечно, никогда не угасающая тема - женская красивая фигура - изображена.
Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав вӑхӑтра, Илий хӑй вырӑнӗнче выртнӑ чухне, — вӑл тӗлӗре пуҫланӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл курман та, — 3. Турӑ ҫутаткӑҫӗ сӳнмен пулнӑ-ха, Самуил вара Турӑ арчи ларакан Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче выртнӑ; 4. Ҫӳлхуҫа Самуила чӗнсе каланӑ: [Самуил, Самуил!]
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вилнӗ чухне Моисей ҫӗр ҫирӗм ҫулта пулнӑ; анчах унӑн куҫ ҫутийӗ те сӳнмен пулнӑ, вӑйӗ те чакман пулнӑ.
Аст 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне ҫак правилӑсене ҫирӗп пӑхӑнмалла: - кил-ҫуртра е мунчара пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене тивӗҫтермен кӑмакасене хӑвӑр тӗллӗн ан лартӑр; - кӑмака ҫинче тата ҫумӗнче ҫунакан хатӗрсене ан тытӑр; - кӑмака хутнӑ чухне хӑвӑрт тивсе илекен шӗвексемпе усӑ ан курӑр; - йывӑҫ ҫуртсем ҫумне сӳнмен кӗлпе кӑмрӑка ан пӑрахӑр; - ҫунакан кӑмакана никамсӑр ан хӑварӑр, ӑна пӑхса тӑма ҫул ҫитмен ачасене ан шанӑр; - кӑмакана ытла хӗртсе ан ярӑр.
Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Паян питӗнчен ӑшӑ кулӑ сӳнмен хӗрачапа арҫын ача амӑшӗн ытамӗнчен, ашшӗн чӗрҫи ҫинчен кайма пӗлмеҫҫӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4