Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑпкари ача ун пиҫиххийӗ ҫинче ҫакӑнса тӑракан кӗмӗл тыттарнӑ хӗрлӗ чӗлӗмпе йӑлкӑшакан ҫулу чикнӗ гамана курчӗ те пӗчӗкҫӗ аллисене тӳрех ун патнелле тӑсса йӑл кулса илчӗ.
XI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Епле хуллен хускалса илет шыв, сӑпкари ача пек!» терӗ Ганна, пӗве ҫине кӑтартса; пӗве хӗрринче хура та тӗксӗм вӗрене вӑрманӗ ӳссе ларнӑ; макӑракан йӑмрасен мӗскӗн тураттисем шыва усӑнса аннӑ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Каҫхи апат хыҫҫӑн Савва полка ҫине улӑхса кайрӗ, килти пек хывӑнса пуҫ ҫинченех витӗнчӗ те шӑхӑрсах харлаттарма пуҫларӗ — мӗскӗне сӑпкари ачана ярӑнтарнӑ пек силлентерет.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӑпкари хӗрача кама хывнине пӗлме кансӗр пулсан та, хӑнасем карчӑка кӳрентерме хӑяйман, ҫывӑрса выртакан хӗрача питне курса, пурте вӑл чӑн-чӑнах Василиса Ниловнӑна пӑхнӑ тесе шутланӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хам ӑшра шутласа выртатӑп вара: «Пирӗнтен хӑшӗ ухмахраххи паллӑ мар-ха — шӑлне шатӑртаттараканни-и е сӑпкари макӑрман ача пек шӑппӑн та лӑпкӑн ҫывӑраканни-и».
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ӑна питӗ ачашлаттӑм: аллӑмсем ҫине илеттӗм те сӑпкари пек ярӑнтараттӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Лав ҫинче сӑпкари пек силлентерет, уттӑн пылак шӑрши, хуркайӑксем кӑшкӑрашнине аса илтерекен, чӗриклетекен урапа сассисем, лашасем хартлатни, йӗри-таврари илемлӗ уй-хир, пуҫ ҫинчи ӑшӑ ҫил — ҫаксем пурте, пурте Федьӑна амӑшӗпе совхозра пурӑннӑ кунсене аса илтерчӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ваноканра хамӑра кӗтсе илни ҫинчен, виҫӗ пӳртре сӑмаварсем саланса кайни, тӑваттӑмӗшӗнче сӑпкари ача тухса ӳкни, тухтӑрӑн ӑна ҫийӗнчех сыватма тӳрӗ килни, хамӑра семгапа кукӑльсемпе хӑналани, хам модельнӑй кружок туса пионерсене самолетпа ярӑнтарни ҫинчен каласа тӑмастӑп эпӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳртре кил хуҫи хӗрарӑмӗ, Антонина Гарашкина, уйран уҫлать, сӑпкари ачине ураран кӑкарнӑ кантрипе туртса сиктерет.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07