Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунӗ-кунӗпе ҫӳрерӗм вара, халиччен ҫын пусман чӑтлӑхсене кӗре-кӗре тухрӑм, тӗрлӗрен йӗрсене сӑнарӑм.Целыми днями бродил я по лесу, забирался в самые дебри и рассматривал следы на земле.
Йӑнӑш курӑннӑ-мӗн… // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 11–15 с.
Эпӗ пурне те лайӑх сӑнарӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Сӑмах тупаймасӑр, вӑл аллисене сарса пӑрахрӗ, унӑн аллисен ирӗклӗ те илемлӗ куҫӑмӗ шухӑша сӑмахпа каланинчен те лайӑхрах ӑнлантарса пачӗ: — Ак эпӗ Поднебескӑсене сӑнарӑм, — терӗ Лена, хӑй каланисем хыҫҫӑн юлташла ҫывӑх пулма тивӗҫ илнӗ пек, Воропаев ҫумне ларса.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пирӗн хуҫа тимӗрҫӗ, пулӑҫӑ, сунарҫӑ, платник, вӑл ниепле те духовнӑй ҫын таврашӗ пулманнине эпӗ ҫӗрле пуличченех сӑнарӑм ӗнтӗ.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ фермӑра ларнӑ чухне манӑн пӗтӗм ӗҫ кирлӗ пек пулса пынӑн туйӑнатчӗ, анчах курса кайса килтӗм те, чӑн-чӑн ӗҫе пӑхса сӑнарӑм та — халӗ хамах куратӑп: сахал ӗҫленӗ-ха эпир.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Иккӗшӗ те вил-ӳсӗр пуличчен ӗҫрӗҫ, анчах эпӗ сӑнарӑм, ҫапах король пӗрре те укҫана хӑй вӑрламан тесе каламарӗ.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫыру пирки шухӑшланӑ май, пӗлетӗп-и, пӗлместӗп-и тесе, эп ӑна куҫран сӑнарӑм, анчах хам пачах урӑххи ҫинчен ыйтрӑм.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӗррехинче эпӗ, терраса ҫинче ларса, пысӑк тӗкӗлтура чӳрече кантӑкӗ витӗр вӗҫсе тухса кайма пикеннине, кантӑк тӑрӑх шуса анса ӳкнине шухӑша кайса сӑнарӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пӗр-пӗринпе пит туслӑ, анчах ашкӑнма юратакан, пирӗн чее тилӗсен ҫывӑх тӑванӗсем пулса тӑракан ҫав тискер кайӑксен пурнӑҫне эпӗ питех те интересленсе сӑнарӑм.
Кӑвак песецсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 39–40 с.
Часах эпӗ тинӗс хӗрринчех, пӑлансем юратакан курӑк ӳсекен ҫӳлӗ чул ту ҫинче пӑлан ами ҫисе ҫӳренине тата ун патӗнче сулхӑнта темӗнле сарӑ ҫаврашка выртнине сӑнарӑм.
Ӑмӑрткайӑк йӑви // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 38–39 с.
Эпӗ ӑна питӗ тимлесе сӑнарӑм.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ, итлеме тӑрӑшса, вӗсене сӑнарӑм.
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл ирӗксӗрех манран ютшӑнать… ирӗксӗрех, акӑ мӗн йывӑр, акӑ мӗн мана хуйхӑртать — анчах нимӗн тума та ҫук — ҫавӑнпа эпӗ тек ун куҫӗ тӗлне пулас темерӗм, ӑна аякран кӑна сӑнарӑм, ҫапах ку яланах май килместчӗ.
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ пуҫӑма тӗрлӗ шухӑшпа ҫӗмӗртӗм, — Зинаидӑна куҫран ямасӑр, пултарнӑ таран вӑрттӑн сӑнарӑм.
X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Йӑлтах куҫ илеймесӗр сӑнарӑм; ҫав сассӑр ҫиҫӗм ҫутисем ман ӑшӑмра пулса иртекен сассӑр та вӑрттӑн туйӑмсене кӑтартнӑн туйӑнчӗҫ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ман пӑшалӑм курӑк ҫине ӳкрӗ, эпӗ йӑлтах мантӑм, эпӗ ҫав йӑрӑс пӗве те, мӑя та, илемлӗ алӑсене те, шурӑ тутӑр айӗнчен тухса кӑшт сапаланнӑ сарӑ ҫӳҫӗ те, ҫав ҫурма уҫӑ ӑслӑ куҫа та, ҫав куҫ хӑрпӑкӗсене те, ачаш питҫӑмартине те ытарайми сӑнарӑм.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— Ҫук, сӑнарӑм…
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ ҫаплах-хе вӗсем мӗн хӑтланнине, мӗнле пӑхкаланине сӑнарӑм.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Хурахсем кайиччен эпӗ пӗрре хӳме хыҫӗнче пытанса лартӑм, тепре сӑрт ҫине хӑпарса, вӗсем мӗн тунине сӑнарӑм.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ир ҫинче эпӗ шавах ҫав тинӗсре курӑнакан япалана сӑнарӑм, вара вӑл вырӑнтан хускалмасӑр тӑнине часах асӑрхарӑм.Все утро я наблюдал за видневшимся в море предметом и вскоре убедился, что он неподвижен.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.