Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саша куҫӗсенче эпӗ халиччен курман темле урӑхла сӑн палӑрать: хисепленине, кӑштах именнине пӗлтерет пулас ҫав сӑн.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Темиҫе секунда хушши вӑл ҫак сӑн диван тӗлӗнчи тӗкӗр ҫинче курӑнакан хӑйӗн сӑнӗ пулнине ӗненмесӗр тӑчӗ, унтан хурлӑхлӑн кулса илчӗ те каллех питне, мӑйне, кӑкӑрне пӑрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Саша ӑна кӗтрӗ, ун сӑнне шурӑ сӑн ҫапрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Унӑн пичӗ ҫинче ӗмӗтне ҫухатнӑ ҫынӑнни пек сӑн палӑрать, ҫав сӑн унӑн пит-куҫӗн илемлӗ те мӑнкӑмӑллӑ йӗрӗсене тӗссӗрлетет.Налет отчаяния лежал на нем почти физически ощутимым слоем, старя его тонкие и гордые очертания.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах вӗсем шухӑшлама тытӑнас та пӗр самантлӑха хӑйсен сӑнӗсене сӑнама пӑрахас пулсан, вӗсенчи мӗнпур ҫамрӑклӑхпа телейлӗх часах ҫухалнӑ, ун вырӑнне ыратнине пӗлтерекен сӑн ҫапнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн куҫӗ умӗнче тӗттӗмлӗх мар, леш виҫӗ сӑн — ун ҫинелле пӗшкӗннӗ виҫӗ ирсӗр те тискер сӑнсем пулнӑ.Перед ее глазами была не тьма, а те три лица, — отвратительные, склонившиеся к ней морды.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн ырхан та хӗвелпе пиҫнӗ хӗрлӗ питҫӑмартийӗсенче ача чухнехи купшек сӑн ҫук ӗнтӗ, унӑн питӗнче тӗреклӗ сӑн палӑрать, анчах куҫӗсем халичченхи пекех йӑлтӑртатса та кулса пӑхаҫҫӗ.
6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗрисем — тӑрӑхласа калаҫаканскерсем, кулманскерсем пулчӗҫ, теприсем — хаваслӑ, ҫамрӑклӑх вӑйӗпе ҫиҫсе тӑраканскерсем, виҫҫӗмӗшсем — ялан шухӑша кайнӑ пек лӑпкӑскерсем, — амӑшне вӗсем пурте ӗҫре ҫине тӑракан, ӗҫе ӗненекен пӗрешкел ҫынсем пек курӑнчӗҫ; кашнин хӑйӗн сӑнӗ пулсан та — уншӑн пурте пӗрешкелтерех сӑн-питлӗ пек туйӑнчӗ: пурин те ырхан, лӑпкӑ та ӗҫе пикенсе тума хатӗр уҫӑ сӑн, хура куҫӗсем Эммауса каякан Христос куҫӗсем пек тарӑннӑн, ӑшшӑн та ҫирӗппӗн пӑхаҫҫӗ.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Иннокентий Даниловичӑн сӑнӗ тӑруках улшӑнчӗ: вӑл тӗксӗмленчӗ — ватӑ ҫынсен темӗнле ырӑ самантсенче ҫеҫ пулакан ҫутӑ сӑн питӗнчен ҫухалчӗ.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑйӗн сӑнӗ улшӑнса кайрӗ: ни хаярлӑха пӗлтерекен сӑн мар вӑл, ни ытти чухнехи пек пытарӑнчӑклӑха та мар, ытларах именнине пӗлтерет пуль вӑл.У него был какой-то странный вид сейчас, ни суровости, ни обычной замкнутости, скорей — смущение.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Акӑ ӗнтӗ вӑл тинех ман умра чунне уҫрӗ, мӗн тери ырӑ ҫутӑпа ҫутӑлса кайрӗ унӑн сӑнӗ, еплерех ҫӗнӗ сӑн вӑл маншӑн, мӗнешкел вӑрттӑн илемлӗх вӑтанчӑклӑн пытарӑнса тӑрать унра…
XI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӑйпе хӑй киленекен ҫыннӑн мӑнаҫлӑ сапӑр сӑнӗнчен сасартӑк пит асӑрхануллӑ, чӗмсӗр сӑн пулса тӑрать.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Тӳррипе, Муций сӑнран сахал улшӑннӑ: ачаранпах кӗре ӳтлӗ пичӗ кӑнтӑр хӗвелӗпе ҫунса, пушшех тӗксӗмленнӗ, куҫӗсем путса кӗнӗ пекрех — ҫавӑ ҫеҫ; ҫапах та ҫав сӑн улшӑннӑ: шухӑшлӑ, мӑнаҫлӑ, чи хӑрушӑ ӗҫсем ҫинчен каланӑ чух та улшӑнмасть вӑл.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Юлашки уйӑхра эпӗ питӗ ватӑлтӑм — манӑн пӑлхануллӑ та асаплӑ юрату мана хама та пӗчӗкҫӗ, ачалла, ниме тӑман пек туйӑнчӗ, ун умӗнче урӑххи, паллӑ марри, эпӗ кӑшт ҫеҫ тавҫӑрса илме тӗмсӗлни ҫӗкленчӗ; вӑл мана илемлӗ те хаяр, ют сӑн пек курӑнчӗ, — кӑлӑхах палласа илме хӑтланатӑн унашкал сӑна ҫурма тӗттӗмре…
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
«Ку сӑн вӗт-ха, чӗрӗ сӑн: мӗншӗн-ха тӗлӗнмелле кӑмӑлсӑр туйӑм?Ведь это однако же натура, это живая натура: отчего же это странно-неприятное чувство?
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Чӑнах та: эрехпе сӑн-сӑпат пӗтет, вӑл сасартӑках иртме пултараймасть, ун чухне мана сӑн кӗнӗччӗ, ачаш сӑн ҫапнӑччӗ, куҫсем те ҫуталса тӑратчӗҫ; эпӗ хама та ӗлӗкхинчен урӑхла тыткалакан пултӑм, питӗ ҫепӗҫ те йӑваш калаҫма пуҫларӑм, пӗлетӗр-и, ӗҫме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах унчченхи тирпейсӗрлӗхе пула, сӑмахсене пӑтраштараттӑмччӗ, хӑш чухне мӗн каланине манса каяттӑм; ку вӑхӑт тӗлнелле эпӗ хама тыткалама та, йӗркеллӗ калаҫма та хӑнӑхса ҫитрӗм.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку сӑрӑ тумлӑ салтаксен кичеммӗн курӑнакан ретне ывӑннӑ сӑн, салху сӑн ҫапнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫав вӑя хӑвӑртрах шыраса тупмалла пулнӑ — оратор ӑна календарьсенчи картинӑсем тӑрӑх пурте пӗлекен ҫын пек туса хунӑ, юмахсем тӑрӑх пӗлекен сӑнпа пӗрлештернӗ, юмахсенче ҫав сӑн этемлӗх пулнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Учителӗн хулпуҫҫи чылай сарӑлнӑ пек, ҫӳлӗшӗ те ӳснӗ пек туйӑнать, унӑн ҫара мӑйӑхӗ ӑна ватӑ сӑн, кӑшт хаяртарах сӑн кӗртет, анчах ҫутӑ куҫӗсем, яланхи пекех, лӑпкӑн та тасан ялкӑшаҫҫӗ.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫутҫанталӑк, ӑна курӑнмаллах палӑрса тӑракан ырӑ сӑн та, усал сӑн та паман.Природа не дала ему никакой резкой, заметной черты, ни дурной, ни хорошей.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956