Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Ку — Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ: ӑна тӑнлӑр, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ сире ан иккӗлентертӗр.37. Это - слово Господа: внимайте ему, и не верьте богам, о которых говорит Господь.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл ҫав кун пӗтсе ларӗ, вара Мана кӗтсе тӑракан мӗскӗн сурӑхсем ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлӗҫ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ханаансем, Филисти ҫӗрӗ, сире Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫитет!
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Нумай-нумай йӑх пуҫтарӑнӗ, калӗҫ вара: «килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне улӑхар, Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене кӑтартӗ — эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр: Сионран саккун килӗ, Иерусалимран Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ килӗ» тейӗҫ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен 3. пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — 4. ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; 5. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем ҫук япалана кураҫҫӗ, «Ҫӳлхуҫа каларӗ» тесе, пуласси ҫинчен суя суяҫҫӗ; вӗсене Ҫӳлхуҫа яман; тата вӗсем хӑйсен сӑмахӗ пулать тесе шантараҫҫӗ.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и. 29. Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне эпӗ ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлтӗм.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Пӗр-пӗрне е тӑван тӑвана: «Ҫӳлхуҫа мӗн хуравларӗ?» е «Ҫӳлхуҫа мӗн каларӗ?» тейӗр, 36. «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» текен сӑмахсене вара малашне ан калӑр: ҫавнашкал ҫыншӑн хӑйӗн сӑмахӗ йывӑрлӑх пулса тӑрӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир чӗрӗ Турӑ сӑмахне, Саваоф Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне, пӑсатӑр.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем каларӗҫ: «килӗр, Иеремийӑна хирӗҫ кавар тӑвӑпӑр — священник вӗрентни те, ӑсчах канашӗ те, пророк сӑмахӗ те ҫухалман-ха; килӗр, ӑна чӗлхепе ҫапса хуҫӑпӑр, унӑн пӗр сӑмахне те итлемӗпӗр» терӗҫ.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ вӗсем мана: «ӑҫта-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ? ӗнтӗ пурӑнӑҫлантӑр вӑл!» тееҫҫӗ.15. Вот, они говорят мне: «где слово Господне? пусть оно придет!»
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ умӗнче чӗтресе тӑракансем, Унӑн сӑмахне итлӗр.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Кирек хӑш этем те — курӑк, унӑн пӗтӗм илемӗ — хирти чечек пек. 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине вӗрет те — хӑрать курӑк, тӑкӑнать чечекӗ: халӑх та ҫаплах — курӑк ҫеҫ. 8. Курӑк хӑрать, чечек тӑкӑнать, Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать».
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Езекия вара Исаийӑна каланӑ: эсӗ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ырӑ, тенӗ; унтан ҫапла хушса хунӑ: эпӗ пурӑннӑ чухне тӑнӑҫлӑх та ырӑ пурӑнӑҫ пултӑрччӗ, тенӗ.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. «Эпир Моав мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫинчен, виҫесӗр мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫинчен, илтнӗ, унӑн мӑнаҫлӑхӗ, каппайлӑхӗ, чарусӑр тискерлӗхӗ ҫинчен эпир илтнӗ: унӑн сӑмахӗ — каппайчӑк сӑмах».
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Пӗтӗм халӑх пӗлтӗр тесе, Ефрем тата Самари ҫыннисем пӗлччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Иакова хирӗҫ калать, сӑмахӗ Израиль ҫине анать; ҫав халӑхсем мӑнаҫлӑн, мухтанса калаҫҫӗ: 10. «кирпӗчсем тухса ӳкнӗ-и — якатнӑ чулран тӑвӑпӑр, сикомор йывӑҫне касса тӑкнӑ-и — вӗсене кедрпа ылмаштарӑпӑр».
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иерусалим ҫапла арканӗ, Иуда ҫапла тӗп пулӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен сӑмахӗ те, ӗҫӗ-хӗлӗ те — Ҫӳлхуҫана хирӗҫ; Унӑн мухтавлӑхӗшӗн йӗрӗнмелле япала ку.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн саккун Сионран, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ Иерусалимран килӗ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан Илия пророк вут-ҫулӑм пек ҫитнӗ, унӑн сӑмахӗ ҫутӑ евӗр ҫунса тӑнӑ.1. И восстал Илия пророк, как огонь, и слово его горело, как светильник.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Таса пурӑнакансен сӑмахӗ — яланах ӑслӑлӑх; ӑссӑр ҫын вара уйӑх улшӑннӑ пек улшӑнать.11. Беседа благочестивого - всегда мудрость, а безумный изменяется, как луна.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.