Шырав
Шырав ĕçĕ:
20-21. Эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен хамӑр ӑшри хӑвачӗпе темӗн чухлӗ ытларах Тума Пултаракана ӗненекен ушкӑн Христос Иисус урлӑ сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре мухтаса тӑтӑр.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47. Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48. Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49. Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50. Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51. Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52. вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53. выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55. аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем халӑхпа ҫакӑн пек йӗрке те хунӑ: хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте пур вырӑнта та ҫак кунсене сыпӑкран сыпӑках хаваслӑн уявласа ирттермелле, ӑна виҫесӗр ӗҫсе ҫимешкӗн мар, хӑйсене Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа асӑнмашкӑн тумалла.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иуда вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, Иерусалим та сыпӑкран сыпӑка пурӑнӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сион ҫинче трупа кӑшкӑртӑр, Манӑн таса тӑвӑм ҫинчен хӑрушлӑх хыпарне пӗлтерӗр; ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте чӗтресе тӑччӑр: Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет — ҫывӑхрах вӑл, 2. тӗттӗмпе сӗмлӗх кунӗ, пӗлӗтлӗ те тӗтреллӗ кун: шутсӑр йышлӑ та вӑйлӑ халӑх сӑрт-тусем тӑрӑх ирхи шуҫӑм пек сарӑлать, ҫакӑн пекки ӗмӗрне те пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та сыпӑкран сыпӑка та пулмӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пур; Санӑн аслӑ вырӑну сыпӑкран сыпӑка пырать.19. Ты, Господи, пребываешь во веки; престол Твой - в род и род.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Унта ҫеҫенхирти тискер кайӑксемпе шакалсем пырса вырӑнаҫӗҫ, унта тӑмана пурӑнӗ, анчах ӗмӗр-ӗмӗрне те, сыпӑкран сыпӑка та ҫын пурӑнмӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетмеллипех тӳрлетсессӗн, кирек камшӑн та сута тӳрӗ туса пырсассӑн, 6. ют ҫӗр ҫыннисене, тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене хӗсӗрлемесессӗн, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн тӑкмасассӑн, хӑвӑра инкек туса урӑх турӑсем хыҫҫӑн каймасассӑн, 7. Эпӗ сире ҫак вырӑнтах, хӑвӑр аҫӑрсене сыпӑкран сыпӑка пымалла панӑ ҫак ҫӗр ҫинчех, хӑварӑп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Турӑ халӑхӗн ырӑлӑхӗ ан пӗттӗрччӗ, унӑн мухтавӗ сыпӑкран сыпӑка пытӑрччӗ тесе, ӑна тӳррипе сут тумашкӑн Турӑ вӗсен чӗрине ӑслӑлӑх хывинччӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗсем пурте пиллӗхлӗ ҫынсем пулнӑ, вӗсен сӑваплӑ ӗҫӗсем манӑҫмаҫҫӗ; 10. вӗсен ачисене ырӑ еткерлӗх тивӗ; вӗсен тӑхӑмӗсем халала упраса пурӑнаҫҫӗ; 11. вӗсен вӑрлӑхӗ тӗреклӗ пулӗ, ачи-пӑчи вӗсене хывӗ; 12. вӗсен вӑрлӑхӗ ӗмӗре пырӗ, вӗсен чапӗ ҫухалмӗ; 13. вӗсен ӳтне тирпейлӗ, хисеплесе пытарнӑ, вӗсен ячӗсем сыпӑкран сыпӑка пыраҫҫӗ; 14. халӑхсем вӗсен ӑслӑлӑхне асӑнса калаҫӗҫ, пухура вӗсене мухтавлӗҫ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн ӑсне нумайӑшӗ мухтавлӗ, ӑна ӗмӗрне те манмӗҫ; 12. ӑна нихӑҫан та асран ямӗҫ, унӑн ячӗ сыпӑкран сыпӑка сыхланса юлӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех патшара ларӗ, эй Сион, санӑн Турру — сыпӑкран сыпӑка.10. Господь будет царствовать во веки, Бог твой, Сион, в род и род.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Санӑн патшалӑху — ӗмӗр-ӗмӗрхи патшалӑх, Эсӗ патшара ларни — сыпӑкран сыпӑка.13. Царство Твое - царство всех веков, и владычество Твое во все роды.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана сыпӑкран сыпӑка асӑнӗҫ: 14. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӳррипе сут тӑвӗ, Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
89. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн сӑмаху тӳпере — ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ; 90. Санӑн шанчӑклӑху — сыпӑкран сыпӑка.89. На веки, Господи, слово Твое утверждено на небесах; 90. истина Твоя в род и род.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унӑн ҫак ӗҫне сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗрлӗхе пыракан тӳрӗлӗх вырӑнне хунӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
ҫур ӗмӗрӗмрех илсе ан кайсам мана, Санӑн куну-ҫулусем сыпӑкран сыпӑка пыраҫҫӗ.не восхити меня в половине дней моих. Твои лета в роды родов.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа, ӗмӗрех патша пуканӗ ҫинче ларатӑн, Сана сыпӑкран сыпӑка асӑнаҫҫӗ.13. Ты же, Господи, вовек пребываешь, и память о Тебе в род и род.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна аслӑлӑр, Унӑн ятне мухтавлӑр: 5. Ҫӳлхуҫа — ырӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе, Унӑн шанчӑклӑхӗ — сыпӑкран сыпӑка.
Пс 99 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — пирӗн сыпӑкран сыпӑка тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.