Шырав
Шырав ĕçĕ:
сут the word is in our database.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рипсимия пике: вӑл шӑлан ҫӑвӗпе сут тӑвакан ҫын, тесе шантарать.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мӗн пурӗ аллӑ ҫын е ытларах та пухӑнчӗҫ; ҫӗвӗҫсем ҫирӗм хӗр ытла, — улттӑшӗ ҫеҫ хутшӑнман, — ватӑ хӗрарӑмсем виҫҫӗн, пӗр вунӑ ача, ҫӗвӗҫсен амӑшӗсем, йӑмӑкӗсем тата шӑллӗсем, виҫӗ ҫамрӑк ҫын, каччӑсем: пӗри — сехет ӑсти патӗнче вӗренекенскер, тепри — вак-тӗвек таварсемпе сут тӑвакан, виҫҫӗмӗш — уезднӑй училище учителӗ, лешсем иккӗшӗ те хӑйсене ҫак учитель евӗрлех тыткалаҫҫӗ; тата ҫамрӑк ҫынсем пиллӗкӗн, тӗрлӗ ӗҫпе пурӑнакансем, вӗсем хушшинче икӗ офицер, университет студенчӗсемпе медик-студентсем пӗр сакӑр ҫын.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.