Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ; 8. Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ; 9. Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ; 10. вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм; 11. Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать; 12. тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет; 13. тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑна алӑк хуралҫи алӑкне уҫса парать, сурӑхсем унӑн сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать; 4. сурӑхӗсене кӑларсан вӑл хӑй вӗсен умӗнчен пырать; сурӑхӗсем унӑн сассине палланипе ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ; 5. ют ҫын хыҫӗнчен каймаҫҫӗ, ют сасса палламаннипе вӗсем унран тараҫҫӗ, тенӗ.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: Мана Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ, тенӗ.24. Он же сказал в ответ: Я послан только к погибшим овцам дома Израилева.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакӑ вуникӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: суя тӗнлӗ халӑхсем патне ан кайӑр, Самари хулине ан кӗрӗр; 6. чи малтан Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр; 7. ҫӳренӗ чухне: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тесе вӗрентӗр; 8. чирлисене сыватӑр, тилҫеллисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр; тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн кӗтӳҫӗм ҫине, Манӑн ҫывӑх ҫыннӑм ҫине ҫӗклен, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: кӗтӳҫне ҫапса ӳкер те — сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ!
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ, вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсемпе пӗрле иккенне, вӗсем — Израиль халӑхӗ — Манӑн халӑхӑм иккенне пӗлӗҫ вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, 31. эсир — Манӑн сурӑхӑмсем, Манӑн кӗтӗвӗмӗн сурӑхӗсем; эсир — этемсем, Эпӗ вара — сирӗн Туррӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл Хӑйӗн хыпарҫине ячӗ те — мана аттем сурӑхӗсем патӗнчен илсе кайрӗ, сӗрмелли ҫӑвӗпе сӗрчӗ мана.4. Он послал вестника Своего, и взял меня от овец отца моего, и помазал меня елеем помазания Своего.
Пс 151 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2