Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суранӗсене (тĕпĕ: суран) more information about the word form can be found here.
Кӗпи аркине ҫӗтсе Гервак бинт турӗ те урин суранӗсене вӑй ҫитнӗ таран ҫыхса хучӗ; аякӗн суранӗ шыҫӑннӑ, ҫав-ҫавах юн сӑрхӑнать, анчах ӑна пур пӗрех нимӗнпе те ҫыхма май ҫук.

Оторвав низ рубашки, Гервак сделала бинты и перевязала, как могла, ноги; рана на боку распухла и не переставала кровоточить, но все равно ее нечем было перевязать.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ.

Тот умер из-за ран.

Пӗлӗшне вӗлерсе путвалта чавса пытарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31854.html

Медицина обществине адресланӑ текстра Грингматӑн ӳт илнӗ суранӗсене, плеври, бронхӗсем, юн тымарӗсем мӗнлереххине тӗп-тӗрӗс ҫырса кӑтартнӑ, ҫак пӗтӗмлетӗве тума «хура тул» пулӑшнине палӑртнӑ.

Пакет, адресованный медицинскому обществу, заключал в себе точное описание зарубцевавшихся легких Грингмата, состояние плевры, бронх, кровеносных сосудов и указание, что эти результаты достигнуты благодаря «гречавке».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

Фельдшера Калюков суранӗсене ҫыхса яма хушрӗҫ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрисен упӑшки Аслӑ вӑрҫӑран таврӑнман, теприсен таврӑнсан суранӗсене пула вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ.

Мужья одних не вернулись из Великой войны, а другие после возвращения безвременно умерли из-за ран.

Манӑҫӑнмасть самана саламачӗ // Е. АРСЕНТЬЕВ. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.

Серега хӗрхенсех кайрӗ, унӑн суранӗсене пӳрнисемпе хуллен сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ.

Серега посмотрел, потрогал пальцами.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Сквайрпа Грэй капитан суранӗсене ҫыхатчӗҫ.

Сквайр и Грей делали перевязку капитану.

ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Военнӑй тухтӑр унӑн суранӗсене темскерсемпе сӗрнӗ те тӳрлетнӗ.

Военный доктор смазал ему чем-то раны и вылечил.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тянь старикпе иккӗшӗ вӗсем асӑрхануллӑн ача суранӗсене ҫыхрӗҫ.

Вдвоем с Тянем они осторожно перевязали ребенка.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Комиссар пурӑнӑҫӗ пирки ытлашши шикленме сӑлтав ҫук, медработниксем унӑн суранӗсене тӗрӗсех сыватса пыраҫҫӗ иккен.

Сказал, что опасности нет, что наши девушки-медработники лечат его правильно.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Спартак ӑна алли ҫине ҫӗклесе илчӗ те суранӗсене ҫыхса ячӗ, сыватас тесе пур майсемпе те тӑрӑшрӗ.

Спартак поднял его, перевязал раны и окружил самыми сердечными заботами.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ӑна палаткӑна ҫавӑтса кӗрсе, суранӗсене ҫыхнӑ хыҫҫӑн, Спартак тул ҫутӑличченех унпа юнашар кулянса ларчӗ.

Его перенесли в палатку, заботливо перевязали раны, всю ночь возле него бодрствовал Спартак, погруженный в скорбные мысли.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Йытӑн хӑйӗн суранӗсене тӳрлетсе ҫитермешкӗн тӑватӑ сехет ҫывӑрмалла.

Пёс должен был спать двадцать четыре часа, чтобы зажили раны.

Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Артемонӑн суранӗсене ҫыхса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ӑна градусник лартса пачӗҫ те, вӑл канлӗн ҫывӑрса кайрӗ.

После перевязки Артемону поставили градусник, и собака спокойно заснула.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино Мальвинӑн кивӗ кӗписене бинт валли чӗрет, Пьеро вӗсене тытса тӑрать, Мальвина Артемонӑн суранӗсене ҫыхать.

Буратино рвал Мальвинину старую рубашку на бинты, Пьеро их держал, Мальвина перевязывала лапы.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Унӑн суранӗсене салтса ҫыхмашкӑн чарӑнса канма тиврӗ.

Надо было сделать привал, чтобы перевязать ему раны.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӗсенне суранӗсене ҫыхаҫҫӗ.

Их уже перевязали.

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Врач хӑй пациенчӗн пульсне хыпашласа пӑхать, компресс хурать, суранӗсене ҫыхать, сайра хутра вара куҫлӑхӗ урлӑ шкул директорӗ ҫинелле пӑхкаласа илет.

Врач щупал пульс своего пациента, прикладывал к его лбу компресс, делал перевязки, изредка поверх очков поглядывая на директора школы.

Палламан ача хайне тӗлӗнмелле тыткалани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ильсеяр, аманнӑ хӗрлӗармеецсене тӑрӑшса пӑхакан, вӗсен суранӗсене ҫыха-ҫыха яракан сестрасене тимлесех сӑнаса ҫӳренӗскер, Уметбаева вӑл хӑй те, хирӗҫлемеҫҫӗ пулсан, сестрасене хаваслансах пулӑшма килӗшни ҫинчен каласа пачӗ.

Ильсеяр, с огромным интересом следившая за сестрами, которые ухаживают за ранеными красноармейцами, перевязывают их, сказала Уметбаеву, что она охотно помогала бы сестрам, если бы ей позволили…

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Аманнӑ Милорадовича утлӑ гварди казармисене илсе пырсан, Аренд унӑн суранӗсене пӑхнӑ хыҫҫӑн пульӑна кӑларма хатӗрленсен, Милорадович ӑна: «Ну, ma foi, суранӗ ку вилмеллескерех, аманнисене эпӗ ҫителӗклӗ курнӑ, ҫавӑнпа та, пулине кӑлармаллах пулсан, манӑн ватӑ лекаре чӗнме ярӑр; мана пулӑшма ҫук, анчах старике операцие вӑл туманни кӳрентерет», тенӗ.

Когда раненого Милорадовича принесли в конногвардейские казармы и Арендт, осмотрев его раны, приготовлялся вынуть пулю, Милорадович сказал ему: «Ну, ma foi, рана смертельная, я довольно видел раненых, так уж если надо еще пулю вынимать, пошлите за моим старым лекарем; мне помочь нельзя, а старика огорчит, что не он делал операцию».

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed