Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисӗнет (тĕпĕ: сисӗн) more information about the word form can be found here.
Кашни ҫырӑвӗнчех мана хама лирикӑллӑ сӑвӑсем ҫырма хистерӗ, «Ҫӗпре» япалунта поэзи ҫӗпри вӑйлӑ сисӗнет, тесе хавхалантарчӗ.

Help to translate

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Анчах хӑйӗн кӗрсе курас кӑмӑлӗ пурри куҫӗнченех сисӗнет.

Help to translate

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Кӑҫал ҫичӗ уйӑх хушшинче наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме 7,2 млрд тенкӗ уйӑрнӑ, кӑтарту пысӑк, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 1,2 млрд тенкӗ ытларах пулни сисӗнет.

Help to translate

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

Тӑкаксенчен ытларах пайӗ социаллӑ культура пайне куҫнӑ, ӳсӗм ку енӗпе 6,1 млрд тенкӗ хӑпарни сисӗнет.

Help to translate

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

2023 ҫулта кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче промышленноҫ предприятийӗсем харпӑр хӑй таварӗсене 223 млрд тенкӗлӗх тирпейлесе кӑларнӑ, пӗлтӗрхи ҫак асӑннӑ тапхӑртинчен 33 процент пысӑк пулни сисӗнет.

Help to translate

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

Ывӑл физикӑпа интересленме, хӑйӗн пӗлӗвне шанма пуҫларӗ, халӗ шкулти учитель те ун ҫине урӑхларах пӑхма тытӑнни сисӗнет.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Пӗр-пӗринпе килӗшсе тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыни сисӗнет.

Help to translate

Инди компанийӗ «Ҫӗнӗ Шупашкар» уйрӑм экономика зонине кӗме пултарать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/indi ... omika-zoni

Общество автотранспорчӗпе ҫӳрекенсен йышӗ чакса пыни сисӗнет.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Ачисене шкула яма ашшӗ-амӑшӗ кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, япала туянма пуҫлани те сисӗнет.

Help to translate

Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%b2%d3%9 ... %80%d0%b0/

Хӗрӗн иккӗмӗш уйӑхӗ кӑна вӗҫленчӗ пулин те, ҫуркунне ҫывхарни самаях сисӗнет.

Help to translate

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑрҫӑ ачисен асаилӗвӗсенче уйрӑмах сисӗнет ку пулӑм.

Это особенно сильно ощущается в воспоминаниях детей войны.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Хӑй, ӑшша пиҫсе, хӗрелнӗ, ывӑнни сисӗнет.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сухвин сӑн-питӗнче чӑвашӑн тӗлӗнмелле хӑйне евӗр ҫемҫелӗхӗ, мӗнпур чунтан юратма та хурланма, кирлӗ пулсан тарӑхма та, кирлӗ пулсан — виҫесӗр савӑнма та кулма никамран ытла пултаракан темӗнле йӗрӗ, питӗ сисӗмлӗ, пысӑк, тарӑн чун, ҫӗр ҫине тепӗр хут нихҫан та ҫуралма пултарайман хӑйне евӗр илемлӗх сисӗнет.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Инҫетрен килсен, улшӑну тӳрех сисӗнет ҫав.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл хускалкаланисенче те, сӑн-питӗнче те сумлӑх, ӑс, ҫирӗп кӑмӑл сисӗнет.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

«Георгий Фёдоровӑн ӗлккен, интеллектуаллӑ поэзийӗ хама та тыткӑнлать. Вӑл тӗнче, чӑваш литературине лайӑх пӗлни сисӗнет», – тесе каларӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

«Хаҫатра ӗҫлекенсен чӗлхи перекетлӗ, унта ӗҫлени тӳрех сисӗнет. Чӑн-чӑн ҫыравҫӑ вӑл», – терӗ ентешне хисеплесе.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Юлашки вӑхӑтра ку кӑтартусем Элӗк районӗпе те лайӑхланни сисӗнет.

Help to translate

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Паҫӑр шавласах кӗчӗҫ-ха та кӗрессе, анчах халь нимле пулма та аптрани сисӗнет вӗсен сӑнӗсенче, хусканӑвӗсенче, ӳсӗрес килмен ҫӗртенех ӳсӗркелесе илнинче.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пысӑках мар тӑваткал залра, форточкӑсенчен кӗрекен варкӑш чӳрече каррисене кӑштах хускатать пулин те, йывӑрланса ҫитнӗ сывлӑш кӑмӑла сӳрӗклетет, шӑм-шака пусать; чылайранпа тӑхтав-мӗн туса пӳлӗме уҫӑлтарманни, канашлӑва пухӑннисем хӑйсем те кӑштах уҫӑлманни сисӗнет.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed