Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. [Малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗпе пӗрле] ҫылӑх парни кӳме качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки хатӗрлӗр, канӑҫлӑх парни кӳме пӗр ҫулхи икӗ путек хатӗрлӗр; 20. ҫакна священник силлентерсе кӳрекен малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗсемпе пӗрле, икӗ путекпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳмелле, вӑл вара Ҫӳлхуҫана панӑ сӑваплӑ япала пулӗ; [ҫакӑ ӗнтӗ парне кӳрекен] священника [тивӗҫлӗ]; 21. ҫав кун халӑха чӗнсе пуҫтарӑр, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам та кам йӑнӑшпа сӑваплӑ парнесенчен мӗн те пулин ҫиет, унӑн ҫав сӑваплӑ япалана священника памалла, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ; 14. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ; 15. священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, тырӑ-пулӑ парни, ҫылӑх парни, ӳкӗнӗҫ парни, священника Турра халалланӑ чухне кӳмелли парне тата канӑҫлӑх парни памалли саккун — ҫакӑ, 38. ӑна Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче, Синай пушхирӗнче Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫана парне кӳме хушнӑ чухне панӑ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 29. Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать; 30. унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла; 31. ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ; 32. хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр: 33. канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать; 34. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫана кӳмелли канӑҫлӑх парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: 12. кам та кам ҫав парнене Турра тав туса кӳрет, тав парнипе пӗрле вӑл йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусем, йывӑҫ ҫӑвӗ витернӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ тата йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӑрнӑ ҫӑкӑрсем кӳтӗр; 13. тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни панӑ чухне пашалусемсӗр пуҫне вӑл тата йӳҫӗлле ҫӑкӑр илсе пытӑр; 14. вӑл хӑй кӳрекен мӗнпур парнинчен хӑшне те пулин пӗрне Ҫӳлхуҫана кӳтӗр: ку канӑҫлӑх парни юнӗпе сирпӗтекен священника тивӗҫлӗ; 15. тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнийӗн ашне парне кӳнӗ кунах ҫисе ямалла, ӑна ирччен хӑвармалла мар.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Священник камӑн та пулин пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳрет пулсассӑн, ҫав пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн тирӗ священника хӑйне пулать; 9. кӑмакара пӗҫернӗ кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, чӳлмекре е ҫатма ҫинче хатӗрленӗ кирек хӑш ҫимӗҫ те ҫав парнене кӳрекен священника пулать; 10. йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ е типӗлле кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те Ааронӑн мӗнпур ывӑлне пулать: вӑл пӗрне те, тепӗрне те тивӗҫлӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫылӑх парни тӗлӗшӗнчен те, ӳкӗнӗҫ парни тӗлӗшӗнчен те йӗрки пӗрех: ҫав парнесем священника тивӗҫлӗ, вӑл ҫавсем урлӑ тасатать.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 15. кам та пулин йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, Ҫӳлхуҫана халаллани тӗлӗшӗнчен йӑнӑшпа ҫылӑх тусассӑн, Ҫӳлхуҫана вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр така кӳтӗр, ӳкӗнӗҫ парни пама, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, таса сикль виҫипе кӗмӗл сикль кӳтӗр; 16. ҫав сӑваплӑ япалашӑн тавӑрса патӑр — вӑл ун тӗлӗшӗнчен ҫылӑх тунӑ; ун ҫумне тата унӑн хакӗн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр та священника патӑр, священник ӑна ӳкӗнӗҫ парни пама кӳнӗ такапа тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн кӳме те халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑха кӗнӗшӗн ҫылӑх парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳтӗр; ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ун ҫине ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫылӑх парни; 12. ӑна священник патне илсе пытӑр, священник ҫавӑнтан асӑнмалӑх тулли ывӑҫ ӑсса илтӗр те Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — ҫылӑх парни; 13. вӑл ҫав ӗҫсене хӑшне те пулин туса ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, священник ӑна ҫылӑхӗнчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; тырӑ-пулӑ парни пек, [юлашки юлни] священника пулӗ, тенӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине чӳлмекре пӗҫерсе паратӑн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тумалла, 8. ҫакӑн пек тунӑ парнӳне Ҫӳлхуҫана кӳр; ӑна священника кӳрсе пар, вӑл ӑна парне вырӑнӗ умне илсе пырӗ; 9. священник ҫак парнерен асӑнмалӑх пай илӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 10. ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Парне такине ил те унӑн ашне сӑваплӑ ҫӗрте пӗҫер; 32. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫав така ашне тата пӗрнерен ҫӑкӑр илсе пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ҫиччӗр: 33. вӗсен хӑйсене тасатнӑ чухне, хӑйсене священник пулма халалланӑ чухне тата хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнене хӑйсенех ҫимелле; ӑна урӑх ҫын ан ҫитӗр, вӑл сӑваплӑ япала; 34. священника кӗртнӗ чухнехи парне ашӗпе ҫӑкӑр ирччен юлас пулсассӑн, юлашкине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр: ӑна ҫиме юрамасть, вӑл сӑваплӑ япала.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.