Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасартӑках (тĕпĕ: сасартӑк) more information about the word form can be found here.
Шӑпланчӗ те ырхан пит-куҫӗ ҫинчи елпӗркке куллине сӳнтерчӗ (йӗрсем-пӗркеленчӗксем сасартӑках хускалми пулчӗҫ), ман ҫине тем чухласа илнӗн, пуҫне чалӑштарарах тинкерчӗ:

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мана курсан вӑл сасартӑках утма чарӑнчӗ те малалла та, каялла та кайма аптраса тӑчӗ, эпӗ те, ним тума пӗлмесӗр, ҫаплипех вырӑнта лартӑм.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл мулкач енне кулкаласа, хӗпӗртесе аллине тӑсрӗ, анчах ӑна илчӗ ҫеҫ — унӑн сӑнӗ сасартӑках улшӑнса кайрӗ.

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Вӑл ҫак вӑхӑтра мӑнукӗн сӑн-пичӗ сасартӑках улшӑнса кайнине асӑрхарӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Виктор Гаврилч кил-йышӗ вара сасартӑках калама ҫук ӳссе каять.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл сасартӑках шурса кайрӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӗр сасартӑках улшӑннине курса, Алюнов ӑна, лӑплантарас тесе, хӑй ҫумне пӑчӑртатрӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен хайхи сасартӑках лӑпланчӗ, тайӑлса кайрӗ те хӑй ҫумӗнчи Ишмукпа Атлай алли ҫине ӳкрӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутҫанталӑк сасартӑках тӗксӗмленсе кайрӗ.

Help to translate

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Савантерӗн курайманлӑхӗ сасартӑках ҫиеле тапса тухрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан сасартӑках пупа курчӗ те ун ҫине тӑрӑнчӗ:

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне такам питӗнчен ҫав тери хытӑ ҫапнӑ пек Укаслу шарт сикрӗ, унтан вара сасартӑках ҫав тери ывӑннӑ пек пулчӗ те, енчен енне тайкаланса, уҫӑ алӑкран алкумнелле тухрӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килхуҫи килнӗ ҫынна хирӗҫ пуҫ та тайманнипе старике антратсах ӳкерчӗ, танлӑн калаҫма ӗмӗтленекенскер вӑл хӑйне сасартӑках ыйткалакан пек туйма тытӑнчӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑках умӗнче Тӑра парать хӳхӗм хӗр Хавасӗпе куҫӗнче Тӗнче пулчӗ шалт йӗкӗр.

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Выляма та ӑс кирлӗ ҫав!» — сасартӑках чӗлхе вӗҫӗнчен вӗҫерӗнсе вӗҫсе кайрӗҫ чун-чӗреренех пиҫсе тухнӑ сӑмахсем ҫак вӑхӑтра.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Учительница каччӑран «мӗн пулма пултарнӑ вара унта?» — тесе ыйтасшӑнччӗ, анчах Магаев сасартӑках лӑпчӑнса, «тӑм муклашкиленсе», унран куҫне тарӑнах ӳкернине кура, класра чӑрмавлӑ пӑшӑл-пӑшӑл та шӑтӑр-шӑтӑр ҫӗкленесрен шикленсе, калаҫӑва татрӗ те аяккалла пӑрӑнса утрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Чун шӳ! туса кайрӗ, чӗрем ҫине сасартӑках хура тӑм ӳкрӗ, тейӗн.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑках ун куҫӗсем, юнӑхса, йӑлт-ялт ҫиҫсе илчӗҫ те ҫӑткӑн кашкӑрӑнни пек тискерленсе, урмӑшса кайрӗҫ:

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑскерӗн, сасартӑках хивре чарӑнма тивнӗрен, ҫавна пула кустӑрмисен шинисем асфальта з-з-ӑй-й-й! шӑйӑрса илнӗрен сиксе тухнӑ та иккен ҫак синкерлӗ, ӳхлетӳллӗ сасӑ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— А-а, аса илтӗм, — кӑвак хуппи уҫӑлса килнипе ӑс-тӑнӗпе вӑрр! кисренсе, сӑн-питӗнче тӗксӗммӗн йӑлкӑшса-«хыпса» илчӗ сасартӑках.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed