Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине вӗренӳ организацийӗсенче наставник ӗҫне тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлакан, малта пыракан педагогика технологийӗсене саракан, ӗҫтешӗсене методика пулӑшӑвӗ паракан вӗрентекенсем валли хавхалантармалли тӳлевсем уйӑрса пама палӑртса отрасльти ӗҫ тӳлевӗн тытӑмне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан сӗнӳсем тӑратма сӗнетӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Хӑй ҫинчен киревсӗр сӑмахсем саракан ҫынпа калаҫасшӑн та марччӗ хӗр.Девушка даже не хотела говорить о себе с человеком, который распространял о ней разные сплетни.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Уласа пыракан юланутсемпе тар шӑрши саракан, кӑпӑкланса ҫитнӗ лашасен юхӑмӗнче пыракан Ворошилов каллех хайхи донец-лашан хушка ҫамкине, ун ҫинчи пӗчӗк кӗлеткене, шыв тӗслӗн йӑлкӑшакан ҫутӑ сабля вӗҫӗ вылянса пынине курчӗ…
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Контора кӗрсе Смольнӑя кайма наряд илет, тата паек шучӗпе пӗр чӗлӗ ыраш ҫӑкӑрӗ — тутлӑ шӑршӑ — пурнӑҫ шӑрши саракан ҫӑкӑр илет те, ӑна майӗпен бекеш кӗсъине майлаштарса чиксе, шоссе тӑрӑх Нарвски воротан хура колоннадисем еннелле утать…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ман ырӑ тӑван ҫӗршыва — наукӑсемпе искусствӑсене саракан, вӑрҫӑсенче парӑнтаракан, Францие ҫӗмӗрсе тӑкакан, Европӑри патшалӑхсене суд туса килӗштерсе тӑракан, ырӑ ӗҫсемпе турра ӗненессине, чыспа чӑнлӑха кӑларса тӑракан ҫӑлкуҫне, пӗтӗм тӗнче ӑмсанса мухтанса тӑмалли патшалӑха ҫапла йӗрӗнмелле хурласа калаҫнине илтсен, ман кӑмӑл тарӑхнипе тӑвӑлланса кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Коперник системине хӳтӗлесе саракан ученӑйӑн ячӗ пӗтӗм Европӑра паллӑ пулнӑ.И таким распространителем и защитником стал ученый, имя которого было известно всей Европе.
Галилео Галилей тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Чӑваш Республикинче уртаракан чир саракан чӗр чун — тилӗ.Животное, распространяющее болезнь в Чувашской Республике, — лиса.
Уртаракан чир пурнӑҫшӑн хӑрушӑ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=896&text=news-publikacii
Нацисем хушшинчи ҫапӑҫусен тӗп организаторӗсем пулса тӑракан эксплуататӑрла классем ҫукки; пӗрне-пӗри шанманнине саракан тата националистла харсӑрлӑха чӗртсе яракан эксплуатаци ҫукки; влаҫра кирек мӗнле пусмӑрлӑха та хирӗҫ тӑракан тата интернационализм идейисене тӗрӗс тытса пыракан рабочи клас тӑни; хуҫалӑхпа обществӑллӑ пурнӑҫӑн пур — тӗлӗсенче те халӑхсене пӗрне-пӗри пулӑшас ӗҫе чӑннипех пурнӑҫа кӗртсе пыни; юлашкинчен, ССР Союзӗнчи халӑхсен нациллӗ культури, формипе нациллӗ, ӑш-чикӗпе социализмлӑ культури чечекленсе ӳсни, — ҫаксем пурте тата ытти ҫавнашкал фактӑрсем ССР Союзӗнчи халӑхсен сӑн-сӑпатне тӗпренех улшӑнтарса ячӗҫ, вӗсем хушшинче пӗрне-пӗри шанманни пӗтрӗ, вӗсем хушшинче пӗр-пӗринпе килӗшсе туслашса пурӑнасси вӑйланса карӗ, — ҫапла вара, пӗрлӗхлӗ союзлӑ патшалӑх системинче халӑхсем пӗр-пӗринпе чӑн-чӑнах тӑванла килӗштерсе ӗҫлесе пурӑнасси йӗркеленсе ҫитрӗ.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Поселок тӑрӑх, хӑйӗн вилӗмӗпе ӑмӑртса, хаярланса вирхӗнетчӗ вӑл хӑйӗн урапипе, йӗри-тавра бензин шӑрши саракан, кастрюль чӑнкӑртатакан коляскипе…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӗсенчен пӗри кӗлӗ каланӑ чух урайне саракан пӗчӗк кавирне сарнӑ та, ҫавӑн ҫинче, Мекка еннелле пӑхса, кӗлтуса ларать.
Эпир килелле вӗҫетпӗр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӑл сӗтел ҫине чавсаланнӑ та куҫне чарса пӑрахсах «хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» чӑн-чӑн асамҫӑ пекех хӑвӑрттӑн саракан хӗрлӗ, кӑвак, симӗс картинӑсем ҫине пӑхать.
«Хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вут ҫывӑхӗнче тӑраканнисем унта мазьсем, ҫусем, духисем, тӗрлӗрен ырӑ шӑршӑ саракан япаласем, хисепсӗр нумай чечекпе лавр венокӗсем хӑварчӗҫ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Стенисене сенкер тӗслӗ паха пурҫӑнпа илемлетнӗ, пурҫӑнӗ маччаран пуҫласа урайне ҫитиччен тӗрлӗрен тӗлӗнмелле хутланчӑксемпе ҫакӑнса тӑрать, ҫиелтен тата пӗлӗт евӗрлӗ ҫӳхе материпе витсе, ун ҫине пӳлӗме тутлӑ шӑршӑсем саракан тин татнӑ розӑсем лартса тухнӑ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Алексей Иванович, эсир ан васкӑр, — терӗ Лось йӳҫек тата пылак шӑршӑ саракан сенкер чечексене пӑхкаласа.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӑрушлӑх иртрӗ, ҫӗрлехи асапӑн йӗрӗ те юлмарӗ, вара уйӑх ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ шурӑ ҫул тӑрӑх утма, ирхи сывлӑм тата нӳрлӗ ҫулҫӑсен пысӑк шӑршине саракан тӗттӗм вӗтлӗх хушшипе кайма вӗсене иккӗшне те пит савӑнӑҫлӑ та ҫӑмӑл пулчӗ…
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Шӑрш саракан яштака хура кипариссем, шухӑша кайса кӳреннӗ пек, хӑйсен шӗвӗр тӑррисене таяҫҫӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Шиклӗх саракан!
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Павӑл мана хӑравҫӑ, шиклӗхе саракан, тет, анчах унӑн планӗпе Уча та килӗшмест…— Павле называет меня трусом и паникером, но ведь Уча тоже не согласен с его планом!..
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӑлтӑрта сӑмавар вӗрет ӗнтӗ, ӑна рак пек хӗрелсе кайнӑ Митька форейтор вӗркӗштерсе тӑрать; картишӗнче нӳрлӗ, тӗтреллӗ, шӑршӑ саракан тислӗкрен пӑс ҫӗкленнӗ пекех курӑнать; тӳпен тухӑҫ енчи пайне, картиш йӗри-тавра ларакан анлӑ лупассен сывлӑмпа йӑлтӑртатса курӑнакан улӑм ҫивиттийӗсене хӗвел хӗпӗртӳллӗ йӑмӑх ҫутӑпа ҫутатать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йӑрӑм-йӑрӑм ӳтлӗ китсем, сӑра хуранӗнчен пысӑк крабсем, пулӑ хӳриллӗ те бегемотӑнни пек пуҫлӑ кашалотсем, тырӑ али пек сарлака камбаласем, хӗвел ҫинче ирӗлсе тӑракан ҫуллӑ селедкӑсем, чӑпар минтай, мӑк хырӑмлӑ треска, сывлӑшра хӑяр шӑрши саракан корюшка пулӑ, тинӗс чӗрӗпӗ, шуйттан пулӑ, каракатицӑсем, осьминогсем, Шипунский сӑмсахӗ патӗнчи чулсем ҫинче ҫухӑракан тинӗс арӑсланӗсем, хӑнтӑрсем, котиксем, нерпӑсем, — пӗр сӑмахпа каласан, тӑварлӑ шывра ишекен, йӑваланакан, чӑмакан, сывлакан чӗрчунсем пурте пур.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.