Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫырла-кӑмпа пуҫтаракансемшӗн вӑрман — ҫӑтмах ҫеҫ, анчах: «Смотри, мраҫ-ҫ!.. Пуҫна касса хӑҫан та пулин унран каска пуканӗ тӑватпӑрах санне, манка!..» — тесе хӑратакансем те тупӑнаҫҫӗ иккен ҫав ҫӑтмахра.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӳҫӗ вӑрӑм чух Гарри Стопкинра, Христосра, Левене вӑрманта чиксе пӑрахма пултарнӑ шаймӑкра, ҫын сӑнӗ пур пекчӗ, халӗ вӑл, шаклаланса кайнӑ ҫӑхан евӗр, вӑрманҫа шутсӑр кураймасӑр пӑхса ларать: «Смотри, мраҫ-ҫ!.. Пуҫна касса хӑҫан та пулин каска пуканӗ тӑватпӑрах санне!..» тени янӑраса каять вара Левен хӑлхинче.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуҫна касса каска пуканӗ тӑватпӑрах санне!..

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуху пӗтсен: «Тавай, Михаил Михайлович, — теҫҫӗ мана хӑш-пӗрисем, — ку премие ҫӑвар санне. Пирӗнтен пурпӗр илесси пулас ҫук ӑна, мӗншӗн тесен ӗҫлесе укҫа-тенкӗ пухассипе нормӑна час-часах тултараймастпӑр. Эсӗ, ав, маттур. Пассажирсемпе пӗр чӗлхе тупма маҫтӑр ҫав эсӗ».

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Сыпса пӑх-ха, санне лармасть-и?

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Илюш, эпӗ санне ӗҫрӗм…

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шкултах уруна ҫапса хуҫасшӑнччӗ санне — темме хуҫман.

Help to translate

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эс ман пурнӑҫа пӗлместӗн, эп — санне.

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Санне те, манне те «пиллӗк» паллӑ лартрӗ.

Help to translate

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пит-куҫна кам чӗрсе пӗтернӗ санне?

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Вӗсемпе калаҫма вӑхӑтне тупатӑн-ха эсӗ, пуҫ ыратать тенине санне питех ӗненмелле мар-ха, пуҫ ыратакан ҫын ӗҫ пӗтнӗ-пӗтмен киле килмелле, ӗнер вара ҫичӗ сехет ҫитрӗ, пӑтӑ пиҫрӗ — эсӗ ҫук.

Help to translate

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

«Кил-ҫурта ҫирӗп тытас хуҫа пулас ҫук санран, пӗрмай картинкӑсем ӳкерсе ларатӑн. Картинкӑсем ӳкернипех пурнӑҫ тӑваймӑн, ачам, тутӑ пулаймӑн. Каларӗ тейӗн. Уру ҫине ӗне пусман-ха санне», — тетчӗ ӑна ашшӗ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Санне ҫӗрне туртса илмен-ҫке-ха? — терӗ Акпарс.

Help to translate

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Санне эпир тахҫанах илнӗччӗ, халь мар.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Те аллуна хирсе лартрӗҫ санне, эс ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла ҫухӑрса ятӑн та, эпӗр вӗлереҫҫӗ тесе сана.

Ты как закричал от боли-то, мы и услышали. Выскочили на дорогу: думали, убивают тебя.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнта хӗвсе лартнӑ юр санне ишсе антарчӗ вӑл.

Он провалился в сугроб, наметенный там.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эсӗ Салакайӑк мар, ҫӑхан иккен, пачӑшкӑ, — терӗ вӑл, — хуш часрах пытарма, атту эп санне пуҫна ҫапса ҫуратӑп!

— А ты, батюшка, оказывается, не воробей, а змей самый настоящий, — сказал он, — сейчас же вели людям хоронить, иначе размозжу тебе голову.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лашуна тахҫанах сутса янӑ санне, пӑруна кантуртисем пусса ҫинӗ, хӑна темиҫе хут вырттарса ҫаптарнӑ.

Лошадь твою, знаю, давным-давно забрали, корову — тоже, теленка давно съели, самого уж не раз выстегали.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Вӑл санне чӗлхӳне ҫеҫ мар, мӑйна та касса ярать ак, — терӗ юлташӗ.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах асту, — мӑрса качча пӳрнипе юнарӗ, — намӑс кӑтартас пулсан тирне сӗветӗп санне!

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed