Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантсене (тĕпĕ: самант) more information about the word form can be found here.
Владимир Александрович хӑнасене Чӑваш Енпе паллаштарнӑ май ҫак самантсене палӑртса хӑварчӗ: республикӑра терминалпа логистика комплексӗсем тума майсем ҫителӗклӗ; автотранспорт тӗлӗшӗнчен «Европа — Ҫурҫӗр Китай» ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ; тӗп отрасльсен йышӗнче — ял хуҫалӑхӗ, электротехника, хими отраслӗ, машиностроени; 19 аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, вӗсенче 38300 студент вӗренет; ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗ 298, вӗсем 1688 гектар йышӑнаҫҫӗ; экспорта ял хуҫалӑх культурисене, кайӑк-кӗшӗк, кондитер продукцийӗсене, электротехника хатӗрӗсене ӑсатаҫҫӗ.

Help to translate

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак самантсене сӳтсе явнипе пӗрлех спикерӑн ҫемйипе, чун туртӑмӗпе тата ыттипе кӑсӑклантӑмӑр.

Наряду обсуждением этих моментов мы поинтересовались о семье спикера, его пристрастиях.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Апла эсӗ ыррине кӑна ӗненетӗн, пурнӑҫри асамлӑ самантсене кӗтетӗн.

Help to translate

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Кӑткӑс самантсене парӑнтарса пырса сисмен те дояркӑра ӗҫлеме пуҫлани 3 ҫул иртсе те кайнӑ.

Help to translate

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫавӑнпа иккӗленӳллӗ пулма пултаракан самантсене, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланине, чӑваш чӑнлӑхӗпе, историйӗпе ҫыхӑннӑ пулӑмсене хамах уҫӑмлатас терӗм.

Поэтому мне захотелось раскрыть некоторые моменты неопределенности, думы о жизни, события, связанные чувашской правдой, историей.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнчен канма килнӗ Аня Облогина кану вӑхӑтӗнчи чи кӑсӑк самантсене, 34 ачаран тӑракан ушкӑн пӗрле ирттернӗ 21 кун путишӗсене шкулти сочиненире ҫырса кӑтартассине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Тырӑ пиҫсе ҫитнӗ, вырса илнӗ самантсене сӑнларӗҫ артистсем.

Help to translate

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Чӑваш Енре Николай Малова лайӑх пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл суйлавҫӑсемпе тӑтӑшах тӗл пулать, халӑха харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе час-часах йышӑнать, ҫынсене пӑшӑрхантаракан самантсене май килнӗ таран хӑвӑртрах татса пама тӑрӑшать.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мари Элти Тури Ҫармӑс районӗн централизациленӗ клуб тытӑмӗн методисчӗ Тамара Петрова ентешӗмӗрӗн ҫармӑс халӑхӗн ӑс-хакӑл культурине тӗпчес тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртрӗ, Николай Пантелеймонов ҫывӑх тӑванӗпе курнӑҫнӑ самантсене аса илчӗ, Виталий Станьял ӑсчах Никольский пирки: «Вӑл Купӑрлян тӗнче умӗнчи чысӗ тата мухтавӗ», — терӗ.

Help to translate

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Йывӑр ҫав ҫулсенче хӑйсем мӗн чухлӗ терт-нуша тӳснине, тӑшманпа ҫапӑҫнӑ май вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ самантсене аса илетчӗҫ, ахӑртнех, вӗсем.

Наверняка вспоминали горести и беды тех суровых лет, моменты встречи с глазу на глаз со смертью во время сражениях с врагом.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Вӑл чӗринче ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлнӑ асаплӑ самантсене тепӗр хут аса илчӗ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑхӑт малаллах шӑвать, пурӑнса ирттернӗ ҫак тапхӑрта унпа нумай ҫул пӗрле ӗҫлеме тӳр килнӗ, асра юлнӑ самантсене лайӑх енӗпе аса илме мана питех те кӑмӑллӑ.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Ача чухнехи ырӑ шухӑш-туйӑм хӑварнӑ самантсене ӑнсӑртран аса илсе ӑшри кӑмӑла вулаканӑмпа ахальтен пайламарӑм.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Конкурсра унчченхи ҫулсенчи самантсене аса илес тесе видео пӑхнӑ.

На конкурсе показали видео, в котором вспомнили события прошлых лет.

Тавай пикине суйланӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11808.html

– Кун пек шухӑш пӗрре те пулман, – тет вӑл, унтан малтанхи ҫулсенчи йывӑртарах самантсене аса илет.

Help to translate

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed