Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Эсӗ пуҫна ҫӑлатӑн та манӑн пуҫа йӑлмака чйкмелле-и?» — терӗ вӑл, вара ҫак самантпа усӑ курса юлма, пичӗкери укҫана ҫуррине хӑй валли хӑварма, ыттине Пӑкачава ҫитерсе пама, самозванецӑн шанчӑклӑ ҫынни пулма шутларӗ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Усӑ курӑр ҫак самантпа! — кӑшкӑртӑм эпӗ Пайтула.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шурӑ пӗсехелли ҫак самантпа усӑ курмасӑр юлма пултараймарӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗр авӑк ман хапха умӗнче футболистсен тӗркӗшӗвӗ-кӗрмешӗвӗ пач пулмарӗ, ҫав самантпа усӑ курса, эпӗ, тӳлек Атӑлӑн «асту, ку тӗлте ӑшӑх», тесе асӑрхаттаракан хӗрлӗ бакенӗ пек, тӑппӑн «хумханкаласа», сывлӑш ҫавӑрса тӑтӑм.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Учительница вара (меллӗ самантпа усӑ курса-ши?) ачасене вӑйӑ культури ҫинчен пӗчӗк экспромтла «лекци» те вуласа пачӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ку сана валли, — никам курман самантпа усӑ курса хӗрачана ҫыхӑ тыттарчӗ Андрей.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Каҫхине клуба кайӑпӑр, юрать-и? — терӗ Ванюк Ленӑна, ыттисем аяккалла пӑрӑннӑ самантпа уса курса.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Тупа тӑватпӑр! — терӗҫ ҫак чаплӑ самантпа хавхаланнӑ ҫамрӑксем, вара пӗр-пӗрин аллине пӗрле тытса чӑмӑртарӗҫ…
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Йӗкӗт ҫак самантпа усӑ курса юлас терӗ, хӗре чуптума тӑчӗ, анчах Хрестук шӗвӗр пӳрнипе тутине хуплама ӗлкӗрчӗ.
Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Матвей Александрович ҫав самантпа усӑ курма шутларӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Меллӗ самантпа усӑ курса Сергей Павлович чунра тулса ҫитни ҫинчен те каларӗ - хӑйӗншӗн тӑван Ҫӗнӗ Шупашкарти кадрсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ҫӗклерӗ:
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Анчах «аппетит апатланнӑ чухне килет» тенешкел, хӗрарӑмсенчен пӗри меллӗ самантпа усӑ курас терӗ ахӑр: ун шучӗпе, хайхи ҫула Анат Ҫӗрпӳкасси таранах тӑссан аван пулмалла — Етӗрне еннелле тӳртен ҫӳреме май пулӗ.
Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec
Ку эрнере васкамалла мар, кашни самантпа киленмелле.
30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Самантпа усӑ курса ыйтусене татса парӑр, тӗлпулусем ирттерӗр.
30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫунатпӑр! — юри хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те Тимуш, самантпа усӑ курса, Шӑрт Каверлине аяккалла тӗксе сирпӗтрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хамӑн шухӑшӑмсене Синкрайт шухӑшӗсемпе ҫак портрет ҫинчи пӗр самантпа та пулин пӗрлештересси маншӑн чӑтмалла мар туйӑнать.Соединить мысли с мыслями Синкрайта хотя бы мгновением на этом портрете — казалось мне нестерпимо.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав авӑкрах, хӑй килсе лекнӗ паллӑ мар, хӑрушӑ вырӑнта ҫутӑ ҫухалсанах, унӑн пӗтӗм туйӑмӗ пӗр ҫӗре электричество вӑйӑмӗлле пуҫтарӑнчӗ, халӗ Гент организмӗ мӗн кирлине самантпа килӗшӳллӗн татса пама, пурнӑҫлама хатӗр.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Халӗ, Санди, Попа кӑткӑс-ҫивӗч мӗн пур самантпа паллаштарах.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ, юмахри ҫӗрме пуян, кӗсьере ылтӑн укҫана ывӑҫласа тытнӑ та унталла-кунталла хевтесӗррӗн пӑхкалатӑп, акӑ юлашкинчен, хыпкаланакан, чупакан, кӑшкӑрашакан ҫак ҫынсем пӗр ӑстрӑм ҫук чухне, самантпа усӑ куртӑм та аякри стена патне чупса кайса тӑтӑм, унта пукан ҫине вырнаҫрӑм, унтах мана Том шыраса тупрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Анни тепрехинче Ральф пурнӑҫӗнчи мӗнле те пулин самантпа кӑсӑклана-кӑсӑклана каять: ҫакӑн чух Филипп Ральф хӑюлӑхӗ, унӑн тӗлӗнмелле хӑтланӑшӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ ҫинчен, юмаха аса илтерекен пурнӑҫӗ пирки хавхаланса кала-кала кӑтартать: Ральф малтан чухӑнлӑхра пурӑнни, кайран вара ылтӑн хӑйӑрӗ тупни, карап туянни, карап хатӗр-матӗрӗпе тинӗс кӑпӑкӗнчен, вӑйӑ-кулӑпа суту-илӳрен, хӑрушлӑхпа тулнӑ япаласенчен тӗрлесе тӗртнӗ шавлӑ сӑмах-юмах чӗнтӗрӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.