Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫапах та унӑн чӗринче темӗнле салхулӑх пурри палӑратех, ҫав салхулӑха пула, хӑй яланхи пекех пул-сан та, хӑш чухне сасартӑках тарӑхса кайнӑн курӑнкалать.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унра яланхи салхулӑх палӑрать, анчах манахӑн салхулӑхӗ вӗчӗхлӗ, хӑш чухне — ҫиллес те.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн сассинче темле хурлӑх та, салхулӑх та сисӗнет.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Халӗ ӗнтӗ ҫилленни, тарӑхни мар, салхулӑх кӑна пулчӗ.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Йӑлт улшӑннӑ ман хуҫа, унчченхи салхулӑх таҫта шӑтӑка кайса кӗнӗ.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Анчах, Анук куҫ хӳрипе сӑнаса ларнӑ ҫӗрте, Микулан пит-куҫӗ ҫинче салхулӑх ҫеҫ мар, кӑмӑллӑхпа хаваслӑх пуррине те астуса илсен, чӗри каллех ыратма тытӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫамрӑк ҫынна сисмесӗрех салхулӑх пусрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сӳрӗклӗхпе салхулӑх пусарсах лартрӗҫ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Анчах Цауперен чӗре, вӑр-вар кӑмӑлӗнче салхулӑх кӗҫех тамалчӗ.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ир енне Ренене хӑрушӑ япаласем тӗлленеҫҫӗ — салхулӑх, куҫҫуль тата ӗшенӳ.Под утро Рене видела сон, полный страхов, тоски, слез и изнеможения.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Санпа яланах — тунсӑх та салхулӑх.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Унӑн куҫӗнче лӑпкӑ салхулӑх пурри сисӗнет.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Малтанхи вӑхӑтра, унӑн сӑн-сӑпачӗ аса килсе тухсассӑн, Фомана салхулӑх ҫавӑра-ҫавӑра илнӗ…Сначала Фоме было тоскливо, когда образ ее вспыхивал в его воображении…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн нимӗне палӑртми сӑн-питне кичемпе салхулӑх пуснӑ; вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитсенех ӑна пурнӑҫ йӑлӑхтарса ҫитернӗ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗри табак чӑмлать, тепри чӗлӗм туртать; тӗтӗм ункисем мачча патнелле мӑкӑрланса хӑпараҫҫӗ те, йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн тӑсӑлса, ҫутта хуплаҫҫӗ, анчах яланхи шав ӗнтӗ кунта та лӑпланчӗ: тӗтре пурне те пӑшӑрхантарать, чӗрене салхулӑх кӗртет, кулянтарать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тискер хӑрушлӑх витӗр ӑна пӗчӗккӗнех сивӗ салхулӑх пусрӗ, вӑл кирек мӗнле хӑрушлӑха та сӳрӗккӗн кӗтме пуҫларӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Иртсе ҫӳренӗ майӑн, пӗрре мар ыйтнӑ эпӗ хамран хам: мӗншӗн бульдозер ямаҫҫӗ-ши ҫакӑнта, мӗншӗн тасатмаҫҫӗ-ха ку вырӑна? — тенӗ; ара, ҫӗтӗк-ҫатӑк, леш, пӗр хӑйӗн тӗсӗпех чунра тунсӑхпа салхулӑх ҫурататчӗ-ҫке-ха…
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хӑйӗн хапайӗ-ӗренкипе чуна салхулӑх кӑна кӳрекен кунти юхӑннӑ чиркӗве аса илтӗм те эпӗ Валя майлӑ каларӑм.Я поддержал Валю, вспомнив здешнюю церковку, одним своим видом наводившую тоску.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Епле тӗттӗмлӗх те салхулӑх пусса илчӗ ӑна, вилӗм ҫинчен унӑн чи малтанхи ӑнланӑвӗ пуҫтарӑнсан!Какой мрак и тоска охватили его от формулированного в первый раз понятия о смерти.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тутисенче темӗнле салхулӑх палӑрнӑ: ҫӑварӗ хӗрринче йӗрсем пӗтмен.
II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.