Шырав
Шырав ĕçĕ:
Володя шкул картишӗнчен урама тухсан, каялла пӑхса илчӗ те мӑйӗ ҫинчен хӗрлӗ галстукне салтрӗ, чӗркесе кӗсйине пытарчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ну, ак эп сире валли пешкеш илсе килтӗм, — вара Лукашка пилӗкне салтрӗ те хайӗн чӗн пиҫиххи ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан икӗ кинжалран пӗрне хыврӗ.
XXVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Лукашка пиҫиххине салтрӗ те черкескине хывма пуҫларӗ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл рясине хыврӗ, кӑкӑрне сӑтӑркаларӗ, вара васкамасӑр ҫыххине салтрӗ.Он снял рясу, погладил себя по груди и не спеша развернул сверток.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чӗнмесӗр-калаҫмасӑр пилӗк-ултӑ курка чей ӗҫсе ярсан, Кузьмичов сӗтеле тасатрӗ те мишукне илчӗ, унӑн кантрине салтрӗ, вара ӑна ӳпне тытса силлерӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тӗрӗк сасартӑк чалмине салтрӗ те унӑн сулланакан вӗҫне тирпейлесе сырасшӑн пулчӗ.И тут турок снял чалму, чтобы заправить внутрь болтавшийся конец.
XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑрах чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, Половцев буркӑна туртса ҫыхнӑ шурӑ чӗнсене васкаса салтрӗ, буркӑна сирчӗ те алӑ пулемечӗн салатнӑ пайӗсене, ҫуланнӑ михӗпе чӗркенӗ тӑватӑ тӗксӗм ҫутӑ диск кӑларса хучӗ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лао-шуань чӑркамне салтрӗ, юнлӑ пампушкине кӑларса, ӑна лотос ҫулҫипе ҫыхрӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ефим куҫне хӗсрӗ те пулӑҫсем ҫине пӑхса илчӗ, ун хыҫҫӑн ҫӑпатине салтрӗ, хутаҫҫине ҫурӑм хыҫӗнчен илсе пӑрахрӗ, унтан кӗпине хыврӗ.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Санька кутамккине салтрӗ, ҫур ҫӑкӑрне хуҫса Муромец умне хучӗ.Санька развязал вещевой мешок, отломил полкаравая хлеба и положил перед Муромцем.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька ҫава чӑрканӑ тутӑра салтрӗ, ҫавине йӗпе курӑкпа шӑлса илчӗ, тӗксӗмленнӗ ҫава хӗвел ҫинче кӗмӗл хӗҫ пек ҫуталчӗ.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл тӗпелти пӗчӗк пӳлӗме темшӗн чӗрне вӗҫҫӗн утса кӗчӗ, ҫутӑсӑр-мӗнсӗрех пальто хыврӗ, ҫӳҫеллӗ шел-тутӑрне салтрӗ, ҫанӑсӑр кӗпине хыврӗ, унтан тата тепӗр пӗчӗкрех шел-тутӑрне, явлӑкне салтрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл сӗтел умӗнче темӗн аппаланать: малтан михӗ ҫыххине салтрӗ, унтан саппунпа хут таткине сирчӗ, вара вӗсем айӗнчен пӗчӗк чугун курӑнчӗ; чугунне уҫсанах пӳлӗме ҫав тери тутлӑ та ҫуллӑ яшка шӑрши сарӑлчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑйӗн хатӗрӗсене чӗркенӗ алшӑллине салтрӗ те, хатӗрӗсене пушӑ койка ҫине пит те йӗркеллӗн хурса тухрӗ, алшӑллине Ваньӑн мӑйӗ тавра ҫыхрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Нумай калаҫма юратман Биденко хӑйӗн миххине салтрӗ те, «Суворовский натиск» хаҫат ҫине пӗр пысӑк ывҫӑ сахӑр катӑкӗсем кӑларса хучӗ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948