Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салтаксен (тĕпĕ: салтак) more information about the word form can be found here.
— Кунта хӗрарӑм сасси те илтӗнчӗ, вӑл салтаксен делегачӗ мар пулас.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн тума килсе ларнӑ вӑл салтаксен съездне?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Рояльне салтаксен клубне илсе кайнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ хут — Питӗртен ҫитнӗ: унта рабочипе салтаксен тата хресченсен Советне туса хунӑ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Совет влаҫӗ рабочисемпе салтаксен аллинче кӑна тытӑнса тӑма пултарать! — унта та кунта илтӗннӗ агитаторсен сассисем.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Большевиксем кӑна влаҫа рабочисемпе салтаксен тата чухӑн хресченсен аллине пама пултараҫҫӗ!

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗрвлаҫлӑх кирлӗ: Вӑхӑтлӑх правительствӑпа юнашар рабочисемпе салтаксен Совечӗсем пулни — Российӑна пӗтерни пулать!

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«…Ҫур ҫул ҫитет ӗнтӗ эпир Хусанта рабочисемпе салтаксен депутачӗсен Совечӗсене туса лартнӑранпа, анчах буржуази ӑна пӑхӑнасшӑн мара ӗҫхалӑхне ӗлӗкхи майлах хӗстерсе пурӑнасшӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мишана пӗлтерес шухӑш пурччӗ, анчах вӑл халь урӑх хваттере куҫнӑ — Салтаксен урамне, унта кайма ҫула майлӑ мар.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗрлӗ шухӑшсем салтаксен пуҫне хумхантарнӑ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мана салтаксен ушкӑнӗ тӗртсе кӑларчӗ те — эпӗ халӗ стена ҫумӗнчех, чарак-хӳмерен пӗр вунӑ утӑмра, сунарҫӑпа пӗрле.

Меня вытеснила толпа солдат, и я очутился у стены, шагах в десяти от заграждения, вместе с охотником.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Пӑрӑнчӑкран хыҫалалла штыксем ҫиҫе-ҫиҫе силленеҫҫӗ, анчах кӗҫех вӗсене тата салтаксен сӑн-питне тар тӗтӗмӗ тӗтре евӗр хупласа хучӗ, пӑшалсем харӑссӑн кӗрӗслеттерчӗҫ те — перӳ ҫулӑмӗ тӗтӗмре ҫиҫкӗнсе хӗрлӗ сӗмпе сапаланчӗ.

В глубине поворота блестели, колыхаясь, штыки, но скоро их и лица солдат туманом окутал пороховой дым, и огонь выстрелов еще ярче заблестел в дыме, принимая красный оттенок.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпир пенӗ салтаксем ҫухалчӗҫ, анчах пӗр-икӗ самант та иртмерӗ — вӗсен тепӗр пӗлӗчӗ малалла ӑнтӑлса ыткӑнчӗ, чӗр куҫҫисем ҫине ӳксе урӑм-сурӑм переҫҫӗ; салтаксен хыҫӗнче тӑракан офицер ҫав самантрах стенаран тытма хӑтланчӗ те — Астарот персе тивертнӗрен ҫӗрелле чикеленчӗ.

Солдаты, в которых стреляли мы, скрылись; но не прошло и минуты, как новый рой их, стремительно кинувшись вперед, упал на колени, гремя выстрелами, и в тот же момент стоявший за солдатами офицер прислонился к стене, сраженный выстрелом Астарота.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫак сӳпӗлтетӳ хыҫҫӑн — каллех ҫапӑҫма хатӗр салтаксен кӑшкӑру-ҫухӑру сирпӗнӗвӗ, вӑл тӳремӗн тепӗр вӗҫӗнче ҫар ҫыннисене пил паракан мулла кӑшкӑравӗпе пӗрлешсе кайрӗ.

Эта галиматья вызвала взрыв воинственных воплей, сливавшихся с воплями муллы, напутствующего войско в другом конце площади.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ав ҫавӑнта, салтаксен тӗмескисем хыҫӗнчи кӗтесри хурӑнсем ҫинче шыраса пӑх.

Поищи в березах, там, в углу, за солдатскими могилами.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӗтессенче, сарайсен хушшинче, лупас айӗнчи сулхӑнра, стенасен хӗрринче ыйхӑра — салтаксен йышлах мар ушкӑнӗ.

По углам, между сараев и в глубине прохладных навесов, вдоль стен, спали немногочисленные солдаты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Ӑна салтаксен ушкӑнӗ ҫавӑрса хуптӗрленӗ; хапха хуралҫи револьверне аллинчен пӗр самант та вӗҫертмест, — ун умӗнчи тискер те усал этем мӗн те пулин туса хурасран шикленет ахӑр.

Его окружал взвод солдат; привратник не выпускал револьвера из руки все время, пока опасный преступник находился в поле его зрения.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Халлӗхе уҫҫӑн темех палӑртаймарӗҫ пулин те, тыткӑнри салтаксен кӑмӑл ҫӗкленчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Салтаксен хӑмӑрӑннисем патне чип-чиперех ҫитес шанчӑк амаланма тытӑнчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, салтаксен шучӗ куҫ умӗнчех чакса пычӗ, мӗншӗн тесен ҫапӑҫмасӑр пӗр кун иртмерӗ темелле, шурӑ поляксем наступлени хыҫҫӑн наступление кӗре-кӗре пӑхрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed