Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саламларӗ (тĕпĕ: саламла) more information about the word form can be found here.
Ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунисене чи малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Митюков ӑшшӑн саламларӗ, районта спорта кӑмӑллакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынипе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.

Help to translate

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Унта Левентейпе Куҫма Иванча ҫӗнтерӳ ячӗпе саламларӗ те лашине хирелле юрттарчӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Аван-и? — саламларӗ Ятман алӑка уҫсанах.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уява пынисене пурне те Кайнлӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альберт Германович саламларӗ, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ.

Help to translate

Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/

Сююнбике Тукай мӑрсана манман иккен-ха, юзбашипе калаҫнӑ хушӑрах ӑна ҫул урлӑ алӑ сулса саламларӗ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Райадминистрацин ӗҫсен управленийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ В.Александров райпо ӗҫченӗсене уявсем ячӗпе саламларӗ, малашне те палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа пыма сунчӗ.

Help to translate

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Шкул директорӗ З.Ф. Васильева пурне те уяв ячӗпе саламларӗ.

Help to translate

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

— Сывлӑх сунатӑп сана, аслӑ князь, — мӑнаҫлӑн пуҫ тайса саламларӗ ватӑ боярин.

Help to translate

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑрахут дебаркадер патне ҫывхарсан тин асӑрхарӗ, кепкипе сулса саламларӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ырӑ кун, Тарзан! — каччӑна шӳтлесе саламларӗ Зина.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем сцена умне ҫитсе тӑрсан, Фаворский профессор сӗтел хушшинчен тухса хирӗҫ пычӗ, саламларӗ, уяв ячӗпе ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ну, Павло, маттур — пӗр йӑнӑшмасӑр каларӑн, — чӗререн саламларӗ ӑна Володя Парашин, — черет манра ӗнтӗ: Брухӑн «Иккӗмӗш концертне» каласа пама тивет пулӗ тепринче.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Алексей Ефремович, шурӑ карттусне хывса, пухӑннисене саламларӗ те йывӑҫсем хушшинче ларакан ҫурт еннелле утрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Акӑ тӑрӑхла хура сӗтел умне яштак вӑтам пӳллӗ шуранка профессор тухса тӑчӗ, саламларӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Малтанах хатӗрленӗ сӑмахсемпе вӑл аслӑ княҫа унӑн «шӑллӗ» Мухаммед-Гирей ячӗпе саламларӗ, вара тӳрех ятлаҫнӑ евӗр калаҫма тапратрӗ:

Help to translate

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусантан — Чӗмпӗре! — саламларӗ ӑна Иван Васильевич Данилов, пуҫӗ ҫинчи кепкине хывса илнӗ пек тукаласа.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Спектакль пуҫланас умӗн, кӑвак бархат чаршав умне хӑпарса, Даниил Семенович Эльмень — Наркомнац ҫумӗнчи чӑваш пайӗн пуҫлӑхӗ — театра пухӑннӑ халӑха ӑшшӑн саламларӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑшшӑн ал тытса саламларӗ кӑна.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпир пӗр-пӗринпе тӗл пулкаланӑ, — савӑнӑҫне пытараймасӑр саламларӗ Эльгеевпа Васильева Ундрицов.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл клиникӑна пырса кӗрсен, швейцар ура ҫине тӑрсах саламларӗ поручика.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed