Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салам the word is in our database.
салам (тĕпĕ: салам) more information about the word form can be found here.
10. Манпа пӗрле тӗрмене хупнӑ Аристарх сире салам ярать, тата Варнава тӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (ун ҫинчен эпӗ сире каланӑччӗ; вӑл сирӗн пата пырсассӑн, ӑна хапӑл тӑвӑр); 11. Иуст теекен Иисус та салам ярать; ӳт кастарнисенчен вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.

10. Приветствует вас Аристарх, заключенный вместе со мною, и Марк, племянник Варнавы [о котором вы получили приказания: если придет к вам, примите его], 11. также Иисус, прозываемый Иустом, оба из обрезанных.

Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Христос Иисусшӑн манпа пӗрле тӗрмере ларакан Епафрас сана салам ярать; 24. манпа пӗрле ӗҫлекенсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука та салам яраҫҫӗ.

23. Приветствует тебя Епафрас, узник вместе со мною ради Христа Иисуса, 24. Марк, Аристарх, Димас, Лука, сотрудники мои.

Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Асийӑри ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ; Акилӑпа Прискилла хӑйсен килне пухӑнакан ӗненекен ушкӑнпа пӗрле Ҫӳлхуҫана асӑнса сире чунтан салам яраҫҫӗ.

19. Приветствуют вас церкви Асийские; приветствуют вас усердно в Господе Акила и Прискилла с домашнею их церковью.

1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Руфа салам калӑр, тата унӑн амӑшне те салам калӑр, маншӑн та вӑл аннем пулчӗ.

13. Приветствуйте Руфа, избранного в Господе, и матерь его и мою.

Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Манпа пӗрле Христос Иисусшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр; 4. вӗсем мана ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗрччӗ; вӗсене пӗр эпӗ анчах тав тумастӑп, суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте тав тӑваҫҫӗ; вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекенсене те салам калӑр.

3. Приветствуйте Прискиллу и Акилу, сотрудников моих во Христе Иисусе 4. (которые голову свою полагали за мою душу, которых не я один благодарю, но и все церкви из язычников), и домашнюю их церковь.

Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Канӑҫлӑх пултӑр сана; тусӑмӑрсем сана салам калаҫҫӗ; эсӗ те тусӑмӑрсене ятранах салам кала.

15. Мир тебе. Приветствуют тебя друзья; приветствуй друзей поименно.

3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саламӗ салам та-ха, анчах питӗ хаяр-ҫке эсӗ, Маруся!

Help to translate

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Тайма пуҫпа салам ярса чуптӑватӑп сана.

Кланяюсь и целую тебя заочно.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Манран салам!

Наше глубочайшее!

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

— Глеб Глебыч, сире Лизавета Григорьевна салам каласа ячӗ, мятнӑй лепёшка парса яма ыйтрӗ.

— Кланялись вам, Глеб Глебыч, Лизавета Григорьевна и просили у вас мятных лепешек.

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Алёшенька, сана Васяпа ачисем салам калама хушрӗҫ….

Тебе, Алешенька, кланяется Вася с детками…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Салам, Катерина Васильевна.

— Поздравляю, Катерина Васильевна!

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Салам сире! Самокритика хыҫҫӑн Башлыков мӗнле пурӑнать унта?» тесе ыйтаҫҫӗ.

«Наше вам! Как там Башлыков здравствует после самокритики\?» спрашивали.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ Бичурина санран салам каларӑм, — каллех калаҫма пуҫларӗ Андрей: — вӑл сана юратса пӑрахнӑ вӗт, тен, вӑл куншӑн та пулин кӑштах лӑпланӗ.

— Я кланялся от тебя Бичурину, — заговорил Андрей опять, — ведь он влюблен в тебя, так авось утешится хоть этим немного, что пшеница его не поспеет на место в срок.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ну, салам калама хушрӗ, сирӗн сывлӑхӑр ҫинчен, эсир мӗн туни ҫинчен ыйтрӗ.

— Ну, кланяться приказали, спрашивали, здоровы ли вы, что делаете.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

​— Салам, Мирун!

— Привет, Мирон!

Килсӗр Макҫӑмпа​ Чӑнкӑ Мирун // Сувар. «Сувар», 2019.09.10

Салам, чувак! — хуравларӗ Женя.

— Здорово, чувак! — вздохнула в ответ Женя

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Салам, старик!

— Привет, старик!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Салам, — терӗ Федор Женьӑна ирӗке ярса.

— Привет, — ответил Федор и сразу же выпустил Женю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Салам, — йӑл кулчӗ вӑл.

— Привет, — улыбнулась она.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed