Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнчӗ (тĕпĕ: савӑн) more information about the word form can be found here.
Лукарье нихҫанхинчен те ытларах савӑнчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла Анук савӑнчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайсан килӗшӳллӗ пулӗ-ши? — тесе ыйтрӗ Микула, Ҫтаппан кӳренме мар, савӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукӑн яшки пуринчен малтан пиҫнине курсан, Татьяна хӑй ӗҫӗ ӑнса пынӑ пекех савӑнчӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман шӑпа! — савӑнчӗ Ҫтаппан та.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пит-ҫӑмартине аллипе сӑтӑркаласа тӗкӗр витӗр тимлӗн сӑнаса пӑхрӗ те тасине курсан — савӑнчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачапча аттракционсенче савӑнчӗ.

Help to translate

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Ку вӑйӑ нумайӑшӗн кӑмӑлне кайрӗ, пӗрисем пачах айккинелле утса кайнине курсан, халӑх лахлатсах кулчӗ, кукша Антун пӗр йӑнӑшмасӑр чӳлмеке аллинчи патакӗпе чӑл та пар! салатса пӑрахсан — чӗререн савӑнчӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавкка чӳречинчен сӑнаса тӑнӑ Тарье ывӑлӗ вӑр-вар ӗҫленине курса, пӗрре савӑнчӗ, тепре хӑраса та кайрӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫавӑнта кайӑр, ҫавӑнта кайӑр, — вӗсем кайнишӗн савӑнчӗ курӑнать Кирша карчӑкӗ Арина.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗ чупнӑ пекех васкаса утнине курсан савӑнчӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫав кирлӗ, ҫав кирлӗ! — савӑнчӗ ӑшра Кӗркке.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс тутӑ пулмасӑр! — арӑмӗпе пӗрле савӑнчӗ Ахтупай.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай та чунпа ҫуйкӑнлансах пӑхрӗ кӗрешекенсене, хӑй паллакан паттӑрсемшӗн те, палламаннисемшӗн те пӗрре савӑнчӗ, тепре пӑшӑрханчӗ, хутран-ситрен чӑтаймасӑр «ну, ывӑт!» «ҫу-ук, ура хума юрамасть!» — тесе кӑшкӑркаласа тӑчӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна кунта суйласси нимрен ытла вӑл вырӑсла перкелешме пултарнинчен килчӗ пулас та-ха, ҫапах та чунтанах савӑнчӗ вӑл уншӑн, унта ятлӑрах ҫынсене суйласан авантарах мар-ши тесе каламарӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пит лайӑх ӗҫ ку, атте! — пӗчӗк ача пек савӑнчӗ Атапай.

Help to translate

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑн патӗнче пултӑм, — ку ыйтушӑн та пулин савӑнчӗ Сарри.

Help to translate

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тытса пыма майлӑ мар пулсан та Ятламас савӑнчӗ: кун чухлӗ какайпа кӑшт сывлӑш ҫавӑраҫҫӗ вӗсем Велимепе иккӗшӗ.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юмҫӑ ку сӑмахсемшӗн савӑнмаллипех савӑнчӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшра куншӑн савӑнчӗ те пулас: ӗнер ун умӗнче Хусанта патша ӗҫкинче пулнипе ытла мухтанчӗҫ, халь тутли хыҫҫӑн йӳҫҫине тутанса пӑхчӑр.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed