Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнсан (тĕпĕ: савӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫын савӑнсан — савӑн.

Help to translate

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Савӑнсан та, хурлансан та — йӑлтах хӑйӗн витӗр кӑларать вӑл.

все-то она пропускает через себя: и горе, и радость,

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арӑмӗ савӑнсан хӑй те тем пекех хӗпӗртет.

Ендебек рада — радостно и на душе Яндула.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑш чух шутлатӑп савӑнсан та: Ытла юлхав-тӑр ман шӑпа.

Help to translate

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тимӗрҫӗ астӑвасса Ахтупайӑн пӗр йӑла пурччӗ: тахҫан курман ҫынна курсан е мӗн пирки те пулин ҫав тери савӑнсан вӑл ҫынна тӳпкеме, тепӗр чухне унпа алла-аллӑн тытӑҫсах кӗрешме юратать.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киленичченех пӑхса савӑнсан, вӑл парниксем патӗнчен кайрӗ те хӑйӗн темӗн чухлӗ ӗҫӗсене тума пуҫларӗ, анчах кун каҫа ҫапах та куҫ умне юрлӑ та нӳрӗ ҫӗр татӑкӗсем, парникри кантӑксенче хӑйӗн пайӑркисене сапалакан хӗвел ҫути, пӗчӗк те ҫирӗп, ешерекен симӗс ҫулҫӑсем туха-туха тӑчӗҫ.

Налюбовавшись вдоволь, она ушла с парников, занялась своими многочисленными и хлопотливыми делами, но в течение всего дня нет-нет да вставали перед глазами влажная земля с остатками ноздреватого снега, солнце, дробящееся в парниковых стеклах, и сочная зелень тугих маленьких листочков.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫула май сирӗнпе курӑнӑҫӑп та, сирӗнпе кӑшт та пулин пӗрле пурӑнса савӑнсан, эсир вара мана Испание ӑсатса ярӑр тесе ӗмӗтленсе тӑратӑп.

Ибо надеюсь, что, проходя, увижусь с вами и что вы проводите меня туда, как скоро наслажусь общением с вами, хотя отчасти.

Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed