Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сцена ҫине амӑшӗ праҫник чухнехи пек ситца кӗпепе капӑрланса тухсан, унӑн ҫутӑ та илемлӗ куҫӗсем ялтӑртатса тӑнине курсан, Саша вара калама ҫук хытӑ савӑнатчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Шура аппӑшне ӑсатса яма, хирӗҫ тухса илме май килнишӗн савӑнатчӗ те.
Старопетровския проездри ҫурт // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Юрланӑ чух хӑйӗн сасси пуринчен те уҫҫӑнтарах янӑранӑшӑн унӑнни пек куҫсем, ҫивӗтсем, хӗрлӗ питҫӑмартисем, унӑн пек авӑнчӑк та ҫинҫе куҫхаршисем никамӑн та пулманшӑн епле савӑнатчӗ!
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӑй ялта пуринчен те хитререх пулнӑшӑн, колхозра пуринчен те авантарах ӗҫленӗшӗн, таврара вуншар хӗр пулсан та — пурте ун ҫине пӑхнӑшӑн епле савӑнатчӗ вӑл ӗлӗк.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Нумай та пулмасть-ха ун ҫамрӑк чӗри хӑйӗн геройӗпе, идеалӗпе ҫав тери савӑнатчӗ, халӗ акӑ ун шурса кайнӑ, илемлӗ пичӗ ҫинче — вӑл илемлине Марья Николаевна та асӑрхаса карета чӳречинчен пуҫне кӑларса пӑхрӗ — ҫак ырӑ сӑнлӑ пит ҫинче курайманлӑхпа ун ҫилӗ тулса ҫитни ҫеҫ курӑнать; — ытла та леш куҫсем майлӑскерсем! —
XLIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Григорий вара хӑйсен крыльци ҫине тухатчӗ те аякранах хӗрлӗ ҫулӑм пек курӑнакан палан тӗмӗ ҫине пӑхса кӑмӑл тулли савӑнатчӗ.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫак ылханлӑ ҫӗлӗкшӗн вӑл нумай пулмасть-ха савӑнатчӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн чи паха енӗ ҫакӑччӗ: вал шутсӑр тӑрӑшса вӗренетчӗ, эпӗ каланисене пурне те хаваслансах итлетчӗ, мӗн каланисене ӑнланса илсен савӑнмаллипех савӑнатчӗ; ӑна вӗрентни, унпа калаҫни мана хама та чӑннипех килентеретчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл кансӗрлеместчӗ кӑна, ырлатчӗ, савӑнатчӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
ҫине пӑхса савӑнатчӗ!
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫлеме юрататчӗ вӑл, хавхаланса ӗҫлетчӗ, кӑмака начар пӗҫерсе кӑларсан е чуста ерипен хӑпарать пулсан, ҫиленмеллипех ҫиленетчӗ те чӗрӗрех ҫӑнӑх сутӑн илнӗшӗн хуҫана ятлатчӗ; ҫӑкӑрсем кӑмакаран ҫап-ҫавракан, хӑпартланса, кирлӗ чухлӗ ҫеҫ хӗрелнӗ, ҫӳхе те ҫыртсан кӑшт ҫатӑртатакан питлӗ пиҫсе тухсан, вӑл ача пек савӑнатчӗ, кӑмӑллӑччӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫав сӑвӑсене илтсен, Егор тахҫан авалхи тусӗсем тӗл пулнӑ пекех савӑнатчӗ, хӑй те час-часах хӑшпӗр йӗркесене асне илетчӗ:Егор радовался им, как добрым старым знакомым, и сам нередко вспоминал несколько строк:
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кораблев пырсан ҫуртра пурте хӗпӗртетчӗҫ, Марья Васильевна уйрӑммӑнах савӑнатчӗ.Вообще все оживлялись, когда приходил Кораблев, в особенности Марья Васильевна.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Даша инке ҫынсен савӑнӑҫӗпе савӑнатчӗ, ют ҫынсен хуйхишӗн хуйхӑратчӗ, пӗрне вӑрҫатчӗ, тепӗрне мухтатчӗ.Тетя Даша радовалась чужим радостям, сочувствовала чужим горестям одних поругивала, других хвалила.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пытанса каҫ пуласса кӗтсе ларнӑ чухне те вӑл эпе чӗнменнишӗн савӑнатчӗ курӑнать.Или когда он прятался на чердаке и сидел, пока не стемнеет, –
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эп ун патне пынӑ чух Грушницкие сӳрӗккӗн итлетчӗ вӑл, лешӗ юри ҫутҫанталӑкпа савӑнатчӗ пулас, анчах хӗр мана курчӗ те, асӑрхаман пек пулса, хыттӑн кулма тытӑнчӗ (питех те вырӑнлӑ пулмарӗ).
Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӑрӑшса вӗрентетчӗ, пирӗн ҫитӗнӳсемшӗн пӗрле савӑнатчӗ.
Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
34. Вӑл халӑхӗ йышлӑ пулнипе савӑнатчӗ, савӑнӑҫне туртса илӗп, унӑн каппайлӑхӗ хурлӑха пулӗ; 35. Ӗмӗрхинчен ун ҫине нумайлӑха вут-ҫулӑм килӗ, чылай вӑхӑт хушши унта шуйттансем пурӑнӗҫ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2