Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районти (тĕпĕ: район) more information about the word form can be found here.
Пенси фончӗн районти пайӗ 2015 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен ача ҫуратнӑ амӑшӗсене кӑҫалхи март уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫак майпа усӑ курма сӗнет.

Help to translate

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫак майпа районти 310 ҫемье, пурӗ 6 миллион ытла тенкӗлӗх, усӑ курнӑ.

Help to translate

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Федераци бюджетӗнчен районти ача амӑшӗсем 228,9 миллион тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ.

Help to translate

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫак тапхӑрта районти 1119 ҫемье ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн сертификатне илнӗ.

Help to translate

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Таҫта та тухса ҫӳретпӗр ачасемпе, хамӑр пултарулӑхпа районти пӗлӳ ҫурчӗсемпе ача садӗнчи арҫын ачасемпе хӗрачасене савӑнтаратпӑр.

Help to translate

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ку тӗлӗшпе районти, республикӑри конкурссенче пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулса тӑван шкула хаваслӑ кӑмӑлпа таврӑннӑ.

Help to translate

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ахальтен мар вӑл районти лидерсен конкурсне хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Недаром она заняла третье место, участвуя в районном конкурсе лидеров.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Вӗсене районти больницӑна икӗ хӗрачана илсе килнине пӗлтернӗ.

Help to translate

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫавна май районти шалти ӗҫсен пайӗпе профилактика органӗсен специалисчӗсем шкул ачисемпе тӗл пулаҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пӗр вӑхӑт районти киносеть директорӗнче тӑрӑшрӗ.

Help to translate

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Нумаях пулмасть вӑл районти искусство шкулӗн хореографи уйрӑмне вӗренсе пӗтернине ҫирӗплетекен сертификат илнӗ.

Help to translate

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Районти олимпиадӑсене, наукӑпа практика конференцийӗсене тӑтӑшах хутшӑнать, ҫӗнтерӳҫӗсен, призерсен йышӗнче те пӗрре кӑна мар пулнӑ.

Help to translate

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Чылайӑшӗ районти культура ҫуртӗнче кино кӑтартсан, пит аван пулмалла», тет.

Help to translate

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сӑмахран, районти тӗп библиотекӑра «С книжных страниц - на большой экран» кӗнекесен выставкине презентациленӗ.

Help to translate

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

2006 ҫулхи ял хуҫалӑх ҫырав ӗҫне районти 85 ҫынна явӑҫтарнӑ.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Хуҫалӑха ертсе пыракансене, кунта ӗҫлекенсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Боредский (Пинер округӗ), Пинер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Шуйский, райадминистрацин ялхуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Н.Николаев, районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн директорӗ В.Нестеров, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши, историк-таврапӗлӳҫӗ, «Деревни на Анише» кӗнеке тата ытти нумай кӗнекесен авторӗ А.Святсков килсе ҫитнӗ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Турнир йӗркелӳҫисем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, Александр Станиславович Бойков каланӑ тӑрӑх, планра ҫуллахи мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеме те пӑхасшӑн, районти урам командисем хушшинче Лига вӑййисем те ирттересшӗн.

Help to translate

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче нумай ҫул пӗрле ӗҫленӗ пултаруллӑ журналиста, ҫывӑх тата шанчӑклӑ юлташа юбилей ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх, пурнӑҫра иксӗлми телей сунатпӑр.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

1974 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчен пуҫласа 2001 ҫулхи апрель уйӑхӗччен, пӗр улшӑнмасӑр, 27 ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа, чунне парса вӑй хучӗ Вячеслав Григорьевич районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed