Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳртре (тĕпĕ: пӳрт) more information about the word form can be found here.
Малтанхине эпир пӳртре ларсах ирттертӗмӗр, Розалия Наумовна телефонпа калаҫса хамӑр сыхланмалли ушкӑн ячӗпе хистесех анма хушрӗ пулин те, эпир вырӑнтан хускалмарӑмӑр.

Первую мы пересидели, хотя Розалия Наумовна звонила по телефону и от имени группы самозащиты приказывала спуститься.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Трофей «шӑшикуҫӗпе» ҫутатнӑ ҫӗр пӳртре аппарат умне икӗ командир кукленсе ларнӑ.

В землянке, освещенной трофейной коптилкой, сидят на корточках у аппарата два командира.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Ерекен чирпе пӳртре тытма юрамасть» — тет.

Заявил, что он в доме не может держать заразного.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӳртре никам та ҫук.

Дома никого не было.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав чӑматансене эпир тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса чикрӗмӗр: кӗнекесем тата темле приборсем — пӗр сӑмахпа каласан, пӳртре Катя япалисем мӗн кӑна пур — пурне те майлаштарса хутӑмӑр.

и мы укладывали в эти чемоданы белье, книги, какие-то приборы, — словом, все, что было Катино в этом доме.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ваноканра хамӑра кӗтсе илни ҫинчен, виҫӗ пӳртре сӑмаварсем саланса кайни, тӑваттӑмӗшӗнче сӑпкари ача тухса ӳкни, тухтӑрӑн ӑна ҫийӗнчех сыватма тӳрӗ килни, хамӑра семгапа кукӑльсемпе хӑналани, хам модельнӑй кружок туса пионерсене самолетпа ярӑнтарни ҫинчен каласа тӑмастӑп эпӗ.

Не стану рассказывать и о том, как нас встречали в Ванокане, как в трёх домах распаялись самовары, а в четвёртом выпал из люльки ребёнок, которого доктору тут же пришлось лечить; о том, как нас закармливали сёмгой и пирогами; о том, как я организовал модельный кружок и катал пионеров на самолёте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫта ҫывӑхрах лаборатори пур пулас, кӑна вара пӳртре ырӑ мар шӑршӑранах чухласа илетӗн.

Где-то поблизости была ещё лаборатория, о чём, впрочем, нетрудно было догадаться, потому что в доме воняло.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртре нимӗнех те улшӑнман, пурте ӗлӗкхи вырӑнчех.

Ничто в доме не изменилось, все было на прежнем месте.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӳртре, паллах ӗнтӗ, тӗп хуҫа Анна Степановна пулнӑ.

Главным человеком в доме была, разумеется, Анна Степановна.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртре тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗрчунсем, — филька ятлӑ кушак аҫи, тимӗр шапа, чӗрӗп, кушак пуҫлӑ тӑмана пурччӗ.

В доме было много зверей: кот Филька, черепаха, ёж и филин.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак пӳртре эпӗ юлашки хут пултӑм.

Я был в этом доме в последний раз.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку пӳртре Валькӑн «кышлаканӗсем» пурӑнаҫҫӗ иккен.

В этом доме жили Валькины грызуны.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртре тӗттӗм.

Темно в углах.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑван мар атте пӳртре каллӗ-маллӗ ҫӳрет, хӑй ҫийӗнчи гимнастеркине шалӗсене шатӑртаттарса хывма хӑтланать, лешӗ йӗпе пирки ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫса ларнӑ та хывӑнмасть.

Отчим метался по дому, на ходу стаскивал с себя гимнастерку. Скрипя зубами, он стаскивал ее, а она не шла, облепила спину.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртре сивӗ, урасем шӑнса кайнӑ пулин те, эпӗ мӗн ирчченех вырӑн ҫинче выртрӑм.

В избе было холодно, ноги застыли, но я так и не встал до утра.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пушӑ пӳртре, юрпа витӗннӗ тӗксӗм ялта ҫапла пурӑнтӑмӑр ӗнтӗ эпир икӗ ача.

Так мы жили – двое детей – в пустой избе в глухой, заваленной снегом деревне.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ҫырмара та, килхушшинче те, пӳртре те — пуш-пушах.

Пусто было на реке, пусто во дворе, пусто в доме.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗлерекенни станица вӗҫӗнчи пушӑ пӳртре хупӑнса ларнӑ, эпир унталла каятпӑр.

Убийца заперся в пустой хате, на конце станицы, мы шли туда.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ кайри пӳртре калушсене хывас тесе пӗр минутлӑха чарӑнсаттӑм.

Я на минуту остановился в передней, чтоб снять галоши.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ пӳрте кӗтӗм: пӳртре икӗ тенкел пур, пӗр сӗтел, кӑмака ҫумӗнче пӗр пысӑк арча пур.

Я взошел в хату: две лавки и стол, да огромный сундук возле печи составляли всю его мебель.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed