Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗмне (тĕпĕ: пӳлӗм) more information about the word form can be found here.
Шырасан-шырасан, стена ҫумне, ӑшӑтмалли батарейӑпа юнашар, ҫын куҫне курӑнмалла мар ӑсталаса ҫапса лартнӑ кассӑна, стена тӗслӗ фанертан майлаштарнӑскерне, уҫать те унта тӗркемӗ-тӗркемӗпе укҫа арканса выртнине курать, Малтан укҫа тӗркемӗсене васкавар йӑта-йӑта машина ҫине куҫарать, унтан заместителӗн пӳлӗмне канистрӑри бензинпа лӗчӗр-лӗчӗр пуличчен сапса тухать.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Стопкин пӳлӗмӗнче тем вӑрттӑн япала пуррине сиссе, ҫӗрле — шӑматкун — машинипе базӑна вӗҫтерсе ҫитет, заместителӗн пӳлӗмне лумпа хирсе уҫать, айӑн-ҫийӗн ухтарма тытӑнать.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урай ҫӑваканни, калӑпӑр, вӗсен пӳлӗмне тасатса тӑмасан, апӑршасен, тусан ӑшӗнче ӗҫлеме тивӗччӗ.

Help to translate

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Пӗррехинче, мана ҫавӑтса, шкул директорӗн пӳлӗмне кӗрсе тӑчӗ, атте пирки директора: «Ҫавна ман ачасем патне явӑҫтарма пӑрахӑр-ха. Чарӑр ӑна шкула кӗме!» — терӗ хыттӑн.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Калаҫу мӗнпе вӗҫленетчӗ пуль — директор пӳлӗмне Аркадий Давыдович пырса кӗрет.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫавӑн пекех лаборатори диагностикин службине, икӗ рентген пӳлӗмне, оргметодпӳлӗме тунӑ.

Были также развёрнуты служба лабораторной диагностики, два рентгеновских кабинета, оргметодкабинет.

Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0

Юлашки урок умӗн учительсен пӳлӗмне вуннӑмӗш класра вӗренекен Миша — вӑлах вӗренекенсен комсомол организацийӗн секретарӗ, — кӗчӗ те директора пӗр хут татки тыттарчӗ.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл тӳрех врачсен пӳлӗмне кӗчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӳлӗмне питӗрсе тухса кайнӑ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тина пионерсен пӳлӗмне кӗчӗ.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫимунӑн Сӑпани пӳлӗмне кӗмеллех пулчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле апла ҫула май ҫеҫ, Вали Валеевич? — терӗ председатель килнӗ ҫынсене хӑйӗн пӳлӗмне илсе кӗнӗ май.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюккасен виҫӗ пӳлӗмӗнчен пӗр пӳлӗмне хваттере кӗчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Председатель, аранах Кулюккаран хӑпса, хӑй пӳлӗмне кӗчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ман ятран кала, пӗр пӳлӗмне хатӗрлетӗр.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кине кала, пӗр пӳлӗмне ҫуса тасатса хутӑр.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, Ҫтаппана алӑкран кӗртсе, Микула пӳлӗмне шаккарӗ:

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫамрӑк хӗрарӑмсене Матӗрне пӳлӗмне илсе кӗчӗ те: — Вӑт, эпир те ҫитрӗмӗр, — терӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шухӑшламан ҫӗртен Матӗрне пӳлӗмне кӗнипе кӑштах именчӗ, ку та вӑраха пымарӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫухални эрне ҫитнӗ кун Матӗрне крючниксене юлашки хут апат пӗҫерсе ҫитерчӗ те, сӗтелсене шӑлса пуҫ-тарсан, хӑй пӳлӗмне таврӑнчӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed