Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмӗшпех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вут-ҫулӑм витӗр тухнӑ командир каласа панине те чӗлӗмсӗр пӗтӗмӗшпех туйса илеймӗн.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑнӳкерчӗксемпе тулнӑ хулӑн альбома пӗтӗмӗшпех уҫкаласа тухасшӑнччӗ Хӗветӗр, анчах виҫ-тӑватӑ страницӑран иртеймерӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пайӑркасене горизонтальлӗ тата вертикальлӗ проекцие куҫарма май килнипе пациентӑн анатоми облаҫӗсене пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илме май пур.

Они подчеркнули, что благодаря возможности перемещать излучатель в горизонтальной и вертикальной проекции обеспечивается возможность полностью охватить все анатомические области пациента.

Пушкӑртстанри Шаранти тӗп больницинче ҫӗнӗ оборудовани рентгенографисен шутне чылай ӳстерме май панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3484464

Унтан вара тытнӑ чӗрчуна пӗтӗмӗшпех ҫӑтса ярать.

Затем глотает добычу целиком.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Иккӗмӗшне, пӗтӗмӗшпех ракетнӑй топливо ыйтӑвӗпе ӗҫлемеллине, Ленинградран куҫарса кайнӑ.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пирӗн епле те пулсан хӑвӑртрах хамӑрӑн ӗҫе пӗтӗмӗшпех парӑннӑ, хӑюллӑ ҫынсен ӑруне вӗрентсе ҫитӗнтермелле, мӗншӗн тесен пирӗн хӑйсен вӑйсӑрлӑхне хитре сӑмахсемпе витсе тӑракан лӑпӑртисем палӑрчӗҫ.

Help to translate

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑш чухне Завьялова вӑхӑт машини хӑйӗн ачалӑх ҫулӗсене, ҫамрӑклӑх ҫулӗсене ҫӗклесе кайнӑ пек туйӑнма тытӑнчӗ; пурнӑҫра чӑн пулнӑшӑн кӑна паллӑ пулнӑ пӗр-пӗр ӗҫ, ӑнсӑртран килсе тухнӑ эпизод час-часах пӗтӗмӗшпех аса килчӗ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Е пӗтӗмӗшпех сап-сарӑ.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Е пӗтӗмӗшпех кӗп-кӗрен.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗн чухлӗ тарӑн, тарӑн, нихҫан те пӗтӗмӗшпех курса пӗтерейми хитрелӗх!

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр эрне иртсен, хире пӗтӗмӗшпех тап-таса тасатрӗҫ.

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗркунне утта ферма патне пӗтӗмӗшпех кӳрсе хураймарӗҫ.

Help to translate

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Поэмине пӗтӗмӗшпех вулаймарӑм-ха.

Help to translate

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Коммунизм обществинче «Пурте этемшӗн, этем ырлӑхӗшӗн» текен принцип пӗтӗмӗшпех пурнӑҫа кӗрсе ҫитет.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет Союзӗнчи социализмлӑ революци идеологипе культурӑ енӗпе тунӑ ҫӗнтерӳсем эпир культурӑллӑ революцие пӗтӗмӗшпех туса ҫитернине, унӑн мӗн пур задачисене пурнӑҫланине пӗлтермест-ха.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах ручка тытатӑп та… куҫ умне Турунов тухса тӑрать, хӑлхара ун сасси янӑрама тытӑнать: «Эс ман пирки тиркешсе-туса ҫырсан, мӗн калӗҫ тӑван ял ҫыннисем?.. Юмӑҫ ачи пулнӑскертен мӗн ырри кӗтен вара, темӗҫ-и?.. Пӗтерен эс мана…» — ҫак сасса илтетӗп те, Туруновӑн кӳренсе, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ епле пуласси, ун шӑпи пӗтӗмӗшпех манран килнӗн йӑлӑнса, парӑнса пӑхакан куҫӗсене куратӑп та каллех калатӑп хама хам: «Ҫук, ҫыраймастӑп!.. Пулмасть…» — тетӗп.

Help to translate

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шухӑшсем тахҫанах кирлӗ йӗр ҫине ӳкнӗ, ҫырас япала пуҫра пӗтӗмӗшпех «ҫырӑннӑ» — лар та вылятма тытӑн ручкӑна.

Help to translate

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ҫук, эпӗ Турунов бригадине малта пырать тесе шутламастӑп. Пӗтӗмӗшпех хуҫалӑх расчечӗ ҫине куҫса ҫитессишӗн тӑрӑшакан, ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пахалӑхӗшӗн, перекетлӗхшӗн кӗрешекен бригадӑсем — акӑ вӗсем чӑннипех малта пыракансем», — терӗ вӑл.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑна курсан, ҫанталӑк пушшех ҫуталса кайнӑн, хӗвел пӗлӗт айӗнчен пӗтӗмӗшпех тухса ҫиҫме пуҫланӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed