Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Вара Ной Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ; кашни таса выльӑх ӑрӑвӗнчен, таса вӗҫен кайӑксен мӗнпур ӑрӑвӗнчен илсе, вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, хӗрсен вӗренни, аталанни вӗсем мастерскойра мӗн чухлӗ пурӑннипе килӗшсе тӑрать…Вообще степень развития соразмерна тому, как давно которая из них живет в мастерской.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫук, эпӗ курман сана, курман эпӗ сан сӑн-питне; эсӗ час-часах курӑнатӑн мана, анчах эсӗ пӗтӗмӗшпе ҫиҫсе, ялкӑшса тӑратӑн та эпӗ сана курма пултараймарӑм, эсӗ пуринчен те хитререх пулнине ҫеҫ куртӑм.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юрату, хӑй кӑмӑлӗ туртнине тутанса пӑхӗ те кӑштах чакӗ; вӑл вара, манпа пурӑннӑ чухне пӗр енӗпе кӑмӑлсӑр пулнӑ пулин те, пӗтӗмӗшпе илсен — вӑл пурнӑҫ ҫӑмӑлрах, ирӗкрех пулнине ӑнланса илӗ; унтан каллех майлашса кайӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Никам аллине те чуптума кирлӗ мар, ку тӗрӗс, анчах эпӗ кун ҫинчен каларӑм вӗт, пӗтӗмӗшпе мар, эпӗ арҫынсем хӗрарӑмсен аллине чуптумалла мар тесе ҫеҫ каларӑм.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.