Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш-пӗр ҫынсемшӗн хӑйсене пӗр шеллемесӗр пӗтересси — ырӑ ӗҫ пулас».
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл хӑйсен чӑланӗнчи шӑшисене пурне те мӗнле майпа тытса пӗтересси ҫинчен шухӑшларӗ.
Шӑши ҫури тинӗс тӑрӑх ҫӳреме пуҫлани // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Эпӗ — ҫар ҫынни, ман ӗҫ — комиссарсемпе коммунистсене пӗтересси, влаҫ тесен — кун ҫинчен сана Капарин, ман штаб начальникӗ, ӑнлантарса парӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйӑр турттарас ӗҫе икӗ отряда пӗтӗмпе тенӗ пекех яраҫҫӗ, ҫав ӗҫе вунӑ ҫын туса пӗтересси ҫинчен шухӑшла-ха.— На песок почти два отряда назначили, а ты попробуй, чтобы десять человек справились.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Тыла милитаризацилесси, влаҫа ҫирӗп те хаяр алла парасси, мӗн пур большевиксене — халӑха пӑсакан ҫав йӗрӗнчӗк шӗкӗсене — шеллесе тӑмасӑр пӗтересси, — ҫаксем вӗсем пирӗн ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫламалли задачӑсем.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн хӑй пуҫланӑ сӑмахах каласа пӗтересси килчӗ пулас.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫав вӑхӑт хушшинче манӑн ҫапӑҫас хастарлӑх пӗрре те чакмарӗ; эпӗ пӗрмаях ҫав ҫынҫиенсене мӗнле пӗтересси ҫинчен шухӑшласа пурӑнтӑм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Пирӗн либералсен ӗмӗрӗнчи чи сумлӑ идейӑ — хӗрарӑмсене арҫынна чура пек пӑхӑнса пурӑнасран хӑтарасси, варварсен мӗн авалтан пынӑ йӗркине пӗтересси.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ан манӑр, Кандов господин: хальхи вӑхӑтра эпир халӑх умне пӗртен пӗр ӑслӑ ӗмӗт лартма пултаратпӑр — тӗрӗксен пусмӑрне пӗтересси.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сталин юлташӑн статьи пичетленнӗ хаҫатсем района ҫитнӗ хыҫҫӑн райком Гремячири ячейкӑна сулӑнчӑк юлашкисене пӗтересси ҫинчен ӑнланмалла мар ҫырнӑ пысӑк директива ярса пачӗ.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫапла, кунта ним пӗтересси те ҫук, кунта закон.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун ҫийӗ эпир хура тӗтре витӗр мӗн бензин ҫитнӗ таран вӗҫрӗмӗр, енчен пирӗн телее пула, ҫил ҫӗкленмен пулсан, тӗтрере ҫав пӗр пӗчӗк ҫутӑ шӑтӑк уҫман пулсан манӑн ҫак кӗнекене ҫырса пӗтересси те пулас ҫукчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗн тулккине те пӗлмен ухмах пек ӗҫе тытӑнсан, шӗпӗнсене ҫӗрӗк шывпа пӗтересси ӑҫтан пулӗ унта?
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чӑваш чӗлхине, чӑваш ҫырулӑхне аркатасси, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтересси ҫак орфографирен пуҫланса каять.
Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html
Вӗсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ тапхӑрта «Россвязь» «Ростелеком» ПАОпа пӗрле «Цифрӑллӑ танмарлӑха пӗтересси» программӑпа килӗшӳллӗн Интернет уҫлӑхӗпе усӑ курма май туса панӑ 2,5 пин ял-хула ҫумӗпе иртеҫҫех е кӗрсе тухаҫҫех.
Почта маркине ҫырава халалланӑ // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Ҫакӑ ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин регионсен умне лартнӑ тӗллеве — Раҫҫей экономики ҫут ҫанталӑк ресурсӗсене пӑхӑнса тӑрассине пӗтересси, кӑткӑс технологиллӗ производствӑсем йӗркелесси — пурнӑҫа кӗртме май панине пӗлтерчӗ.
Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Федерацин «Цифра майӗн танмарлӑхне пӗтересси» проектне пурнӑҫа кӗртсе пӗлтӗр Муркашпа Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи 250-500 ҫын пурӑнакан 18 вырӑна Интернета кӗмелли объектсем ӗҫе янӑ.
Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
13. Чунӑма шыракансем танатасем караҫҫӗ, мана усал сунакансем мана пӗтересси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, кулленех мана пӗтерме каварлашаҫҫӗ; 14. эпӗ, хӑлхасӑр ҫын пек, илтместӗп, ҫӑварне уҫман чӗлхесӗр ҫын пек, чӗнместӗп; 15. эпӗ ӗнтӗ илтмен ҫын пек, хирӗҫ тавӑрса калайман ҫын пек тӑрса юлтӑм.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.