Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел пайӑркисем, темиҫе татӑк пулса, вӗтелсе, сарса хунӑ веер пек ҫӳлелле пӗрхӗнеҫҫӗ, хулӑн пӗлӗтсене шӑтарса тухаҫҫӗ, унтан вара, ҫитмӗл те ҫичӗ тӗспе йӑлкӑшса, пӗр-пӗринпе хутшӑнса каяҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫумӑр шӑпӑртатса ачашланӑ май Прохор мотор пӑсӑлни ҫинчен хӑй пӗлнӗ пек тӗплӗн каласа панӑ хушӑра, унӑн йӑнӑшӗ мӗнре пулнине Виктор ӑнлантарса панӑ хушӑра тулта тӗттӗмленсе килчӗ; ӑнланма ҫук: те каҫ пулчӗ, те ҫумӑра пула тата ҫӗр ҫумнех усӑнса аннӑ хура катрам пӗлӗтсене пула тӗттӗмленчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иртенпех ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрме тапратрӗ те йӗпе-сапаллӑ хӑтсӑр ҫӗре шӑналӑк пек хупласа тӑракан тӗксӗм пӗлӗтсене сирсе хӑваласа ячӗ.С утра подул ветер и разогнал хмарь, висевшую пологом над грязной неприглядной землей.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Кунта вӑл темле «ытти пӗлӗтсене» те асӑнать…
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӗлӗтсене ӑҫта куртӑн вара эсӗ? — йӗкӗлтесе ыйтрӗ ҫамрӑк хӗр.— Где ты тучи увидал? — насмешливо спросила молоденькая девушка.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫил хӑшпӗр тӗлте пӗлӗтсене сирнӗ те, пӗлӗт хушӑкӗсенчен пӗрер-икшер ҫӑлтӑрлӑ сенкер тӳпе татӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унтан сасартӑк ҫумӑр шӑпӑртатса ҫунӑ сасӑпа хурлӑхлӑ сӑрӑ пӗлӗтсене пула вӑранатӑн; сивӗ, нӳрӗ…И вдруг просыпаешься от стука дождя, от серых печальных облаков; холодно, сыро…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Аялта хуллен вӗрекен ҫил тӑрсан-тӑрсан юр пек шурӑ, ҫав чансен сасси пекех ҫаврака та уҫӑ пӗлӗтсене хуллен хӑваласа каять.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗрре те, иккӗ те, виҫҫӗ те мар пирӗн столица — Мускав, тӑван ҫӗршыв ячӗпе, Ахунбаев батальонӗпе Енакиев батареи ҫапӑҫнӑ фронта чысласа, Кремль ҫинчи каҫхи пӗлӗтсене ҫулӑмлӑ залпсемпе ҫутатнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Утланӑпӑр пӗлӗтсене — Кантарӑпӑр чуна.
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
38. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑнтӑрпа ҫурҫӗртен нумай хутчен тӑвӑл ҫӗкленӗ, хӑш-пӗр тӑвӑлӗ анӑҫран пулӗ, 39. тухӑҫ енчен вӑйлӑ ҫилсем ҫӗкленӗҫ те ӑна тата Эпӗ ҫиллӗмпе кӑларнӑ хаяр пӗлӗтсене хӑваласа ярӗҫ; тухӑҫпа анӑҫран ҫил вӗрнӗ чухне хӑратса тӑма палӑртнӑ ҫӑлтӑр вара сиенленӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ унӑн йӑхне Египетран кӑларса Синай тӑвӗ патне илсе килнӗ чухне 18. пӗлӗтсене тайӑлтарнӑ, ҫӗре чӗтрентернӗ, тӗнчене кисрентернӗ, тӗпсӗр авӑрсене чӗтретнӗ, пӗтӗм ҫут тӗнчене пӑлхатса янӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав кун акӑ епле пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа: санӑн хушшунтан ҫар учӗсене пӗтерсе, ҫар ураписене ҫӗмӗрсе тухӑп, 11. санӑн ҫӗрӳнти хуласене аркатӑп, хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хӳтлӗхӳсене пурне те ишсе антарӑп, 12. санӑн аллунтан асам ӑсталӑхне туртса илӗп, пӗлӗтсене пӑхса юмӑҫ яраканӗсем те пулмӗҫ санӑн; 13. санӑн хушшунтан хӑв пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисене тата йӗрӗхсене пӗтерӗп, эсӗ вара текех хӑвӑн аллу тунӑ япаласене пуҫҫапмӑн.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӗлӗтсене Эпӗ сӗмлӗхпе хупӑрлатӑп, вӗсене хуйхӑ тумӗпе витетӗп.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл — ҫӗр ҫаврашкийӗ тӗлӗнче Лараканӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Ун умӗнче — хӗрлӗ шӑрчӑк ҫеҫ; пӗлӗтсене Вӑл ҫӳхе пир пек карса тухнӑ, вӗсене пурӑнмалли чатӑр пекех карӑнтарнӑ.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тинӗссене хӑйӗн ывӑҫӗпе ӑсса виҫекенӗ, пӗлӗтсене шичӗпе шитлесе тухаканӗ, ҫӗр тӑприне виҫев савӑтне кӗртекенӗ, тусене тараса ҫине, сӑртсене виҫев ҫатми ҫине хурса виҫекенӗ кам вӑл?
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна ҫаплах, юхӑннӑ халлӗнех, пӑрахса хӑварӑп: ӗнтӗ турачӗсене те иртмӗҫ, ҫӗрне те кӑпкалатмӗҫ — ӑна йӗплӗ тӗм те ҫумкурӑкӗ пусса илӗ, ӗнтӗ пӗлӗтсене те ун ҫине ҫумӑр ҫутарма Эпӗ чарӑп.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пӗлӗтсем хушшинчи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек, уяв кунӗнчи тулли уйӑх пек пулнӑ; 7. Ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗнче ҫутатса тӑракан хӗвел пек, мӑнаҫлӑ пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫекен асамат кӗперӗ пек пулнӑ; 8. ҫурхи кун сарӑлса ларакан кӗлчечек пек, шыв хӗрринчи лили чечекӗ пек, ҫу кунӗнчи ливан турачӗ пек пулнӑ; 9. тӗтӗркӗчри кӑварпа латӑн, 10. хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, шӑратса хывнӑ ылтӑн савӑт пек пулнӑ; 11. ҫырлаллӑ ҫу йывӑҫӗ пек, пӗлӗтсене перӗнекен кипарис пек пулнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйӗн хӑвачӗпе Вӑл пӗлӗтсене тытса тӑрать, чул пек тӗпретсе, пӑр ҫутарать; 17. аслати авӑттарса, ҫӗре кисрентерет, Вӑл пӑхнинчен тусем чӗтресе тӑраҫҫӗ, 18. Унӑн ирӗкӗпе кӑнтӑр ҫилӗ вӗрет, ҫурҫӗр тӑвӑлӗ, ҫавраҫил илсе килет.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.