Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр, 16. Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 17. унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каясса Турӑ пӗлтернипе кайрӑм, унта эпӗ хам суя тӗнлисене вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм; чи хисеплӗ ҫынсене хӑйсене уйрӑм каласа патӑм: эпӗ кӑлӑхах тӑрӑшмастӑп-ши, кӑлӑхах тӑрӑшмарӑм-ши, терӗм.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хама ытла нумай пӗлтернипе мухтанасран, хама асла хурасран мана асаплантарма ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ — шуйттан ангелӗ асап кӑтартать мана.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калакан вӑл ҫынсене каламасть, Турра калать: ӑна никам та ӑнланаймасть, Сывлӑш пӗлтернипе вӑл пӗлме ҫукки ҫинчен калать.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе калаҫакан никам та Иисуса ылханаймӗ; Таса Сывлӑш пулӑшмасан никам та Иисуса Ҫӳлхуҫа тесе те калаймӗ.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн пекех ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа та Евангели саракансене Ырӑ Хыпар пӗлтернипе тӑранса пурӑнма хушнӑ.14. Так и Господь повелел проповедующим Евангелие жить от благовествования.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Малашне мӗн пулассине нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем Таса Сывлӑш пӗлтернипе каланӑ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сывлӑш пӗлтернипе вӗсем Павела Иерусалима кайма каламарӗҫ.Они, по внушению Духа, говорили Павлу, чтобы он не ходил в Иерусалим.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсенчен пӗри, Агав ятлӑскер, тӑнӑ та Таса Сывлӑш пӗлтернипе: «пӗтӗм тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх пулать» тесе малтанах каласа хунӑ; Клавдий кесарь вӑхӑтӗнче чӑнах та ҫавӑн пек пулнӑ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.