Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлеймӗн (тĕпĕ: пӗл) more information about the word form can be found here.
Ҫак сӑмахсемпе ҫеҫ Залесскӑри вулав ҫурт заведующийӗн сӑн-питне те, кӑмӑлне те пӗлеймӗн.

Нет, по этим словам нельзя было судить ни о внешности, ни о характере заведующей залесской избой-читальней.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Инкек хӑҫан килессине нихӑҫан та пӗлеймӗн ҫав.

Никогда не знаешь, когда придет беда.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Сергей ҫине Глаша хӑюллӑн пӑхрӗ, унӑн хӗрарӑм илемӗпе илӗртекен кӑмӑллӑ кулли ҫапла калас пек туйӑннӑ: «Эсӗ ак пирӗн патӑрта тырра мӗнле валеҫни ҫинчен ыйтатӑн, эпӗ сан ҫине пӑхатӑп та — эсӗ мана питӗ килӗшетӗн, манӑн шухӑшсем пӗртте тырӑ ҫинчен мар, мӗн ҫинчен иккенне эсӗ нихҫан та пӗлеймӗн».

На Сергея она смотрела смело и с той, по-женски приятной улыбкой, которая точно говорила: «Вот ты спрашиваешь меня о том, как у нас растаскивали зерно, а я смотрю на тебя — и ты мне нравишься, и думаю я совсем о другом, а вот о чем — ты об этом никогда не узнаешь».

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗлеймӗн те: те хӗрессем ытларах унӑн, тен суран ҫӗвекӗсем.

Не поймешь: то ли крестов на нем больше, то ли рубцов.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хакне пӗлеймӗн унӑнне.

Цены не уставлю.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

А вӑл мана калать: «Эсӗ, станишник, ан шиклен, эпӗ хам та Каменский станицинче ҫуралнӑскер, кунта вӗренсе пурӑнатӑп, ниверҫи… ниворҫитутра», терӗ-и ҫак, е урӑхларах-и, ҫавӑрса калама пӗлеймӗн.

А он и говорит: «Ты, станишник, не сумневайся, я сам Каменской станицы рожак, а тут ученье прохожу в ниверси… ниворситуте», али как там.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах вӑл пӗлет, Гриценко мучӗшӗнчен нумай ыйтса пӗлеймӗн.

Но он знал, что много у дяди Гриценко не выпытаешь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ухмахран нумаях ыйтса пӗлеймӗн.

От дурачка не много узнаешь.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тепӗр чухне тата килӗнчен те тухмастчӗ, кӑштах ҫил вӗркеленӗ вӑхӑтра кантӑк умне ларсан та, шӑнса пӑсӑлтӑм тесе, ӗнтӗркеме тытӑнатчӗ; чӳрече хупӑлчи уҫӑлса хупӑннипех шарт сиксе илетчӗ хӑй, кӑвакарса каятчӗ, хӑй ҫапах хир сысни тытмашкӑн та пӗр пӗччен ҫӳретчӗ, ӑна хам та курнӑ, хӑш чухне, калӑпӑр, темиҫе сехетре те унран пӗр самах ыйтса пӗлеймӗн, тепӗр чухне вара калаҫма пуҫлатчӗ те ӑш ыратичченех култаратчӗ, ҫаплаччӗ ҫав, питӗ те тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл; пуянччӗ пулас хӑй: хаклӑ япаласем нумайччӗ унӑн!..

А другой раз сидит у себя в комнате, ветер пахнет, уверяет, что простудился; ставнем стукнет, он вздрогнет и побледнеет; а при мне ходил на кабана один на один; бывало, по целым часам слова не добьешься, зато уж иногда как начнет рассказывать, так животики надорвешь со смеха… Да-с, с большими был странностями, и, должно быть, богатый человек: сколько у него было разных дорогих вещиц!..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

17. Санӑн пуҫлӑхусем — хӗрлӗ шӑрчӑк пек, санӑн ҫарпуҫӗсем — сивӗ вӑхӑтра хушӑка пытаннӑ ӳпре-вис кӗтӗвӗ пек: хӗвел тухсанах вӗҫсе саланаҫҫӗ, вӗсем ӑҫта пулнине пӗлеймӗн те вара.

17. Князья твои - как саранча, и военачальники твои - как рои мошек, которые во время холода гнездятся в щелях стен, и когда взойдет солнце, то разлетаются, и не узнаешь места, где они были.

Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Акӑ пуҫу ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анӗ: эсӗ вӑл ӑҫтан тухнине те пӗлеймӗн, сана инкек-синкек тапӑнӗ — ӑна сирсе яма вӑй тупаймӑн; сасартӑках пуҫу ҫине хӑв шутлама та пултарайман синкер-сехмет капланса ҫитӗ.

11. И придет на тебя бедствие: ты не узнаешь, откуда оно поднимется; и нападет на тебя беда, которой ты не в силах будешь отвратить, и внезапно придет на тебя пагуба, о которой ты и не думаешь.

Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эсӗ, ҫил ҫулӗсене пӗлеймен пекех, йывӑрланнӑ арӑм варӗнче шӑмӑсем мӗнле ӳснине пӗлеймен пекех, пурне те тӑвакан Туррӑн ӗҫне те пӗлеймӗн.

5. Как ты не знаешь путей ветра и того, как образуются кости во чреве беременной, так не можешь знать дело Бога, Который делает все.

Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унсӑрӑн вӑрлӑха сиенсӗрлетме мӗнле им-ҫам кирлине те пӗлеймӗн.

Help to translate

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed